Комментировать

11 Мар, 2015

ГРИПП ХЫÇÇĂН ВĂЙ ПУХМА

Гриппа чирлесе ирттернĕ хыççăн чылайăшĕ вăй-хал, аппетит, ĕçлес хавал чакнипе аптрать. Ку иммун тытăмĕ инфекципе кĕрешсе вăйсăрланса юлнинчен килет. Чир хыççăн лайăхрах ура çине тăма çак рецептсем пулăшаççĕ. Вĕсенчен хăвăра юрăхлисене суйласа илме пултаратăр. Сиплев курсĕ 2 эрне пулмалла.

  • 5-шер апат кашăкĕ типĕтнĕ мелиссана, хĕрлĕхен курăкне /иван-чай/, пĕтнĕке /мята/, каштан чечекне /пур пулсан/ хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле.
  • 1-ер апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ анăс курăкĕн /девясил/ тымарне тата шăлан çырлине хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла. Савăта ăшă чĕркесе 20 минут лартмалла. 1-ер апат кашăкĕ типĕтнĕ сар çип утипе /зверобой/ матрÿшке /душица/ тата 2 чей кашăкĕ типĕ хура чей заварки хушмалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕпе чей заварки вырăнне усă курса ĕçмелле.
  • 0,5-шар чей кашăкĕ йÿç кăшманпа кишĕр сĕткенĕсене, 1-ер чей кашăкĕ пылпа лимон е шур çырли /клюква/ сĕткенĕсене хутăштармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Кунне 2 хут - ирхине тата каçхине - 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Вăтам лимон çуррине вăррисĕр тата хуппипех, çичĕ шăл ыхрана вĕтетмелле. Пĕрле лайăх пăтратмалла. Литр банкине ярса хĕрринченех вĕренĕ шыв хушмалла. Сивĕ тĕттĕм вырăнта тăватă кун лартмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Ирхине апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Шута илме. Çак рецептсемпе организма çирĕплетме усă курнă чухне хусканусем туни, урамра тăтăшрах уçăлса çÿрени пĕлтерĕшлĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.