Архив - 5 Фев, 2015 - Хыпар
"Тетте" журнал 1 № 2015.
"Тантăш", 4 /4418/ №, 5.02.2015
Пирĕн телейшĕн тăрăшакансем - педагогсем. Шупашкарти 40-мĕш шкулăн 5-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Диана Мадерова, Виктория Павленко тата Даша Кудякова - вĕренÿ отличникĕсем.
Пултарулăха кулленех аталантармалла. Унăн сасси шăнкăрав пек янăравлă та уçă.
«Хамшăн мар, юлташшăн тăрăшасчĕ». Хĕрачасем пĕр-пĕриншĕн тăван пекех хаклă.
Хăюллă Марине. Тĕлĕнтермĕш чĕрчун пулăшăвĕ?
Пĕчĕк çынсене илместпĕр! Шкулта лайăх вĕреннине кура Канашри педагогика училищине заявлени кайса панă Вăрмар районĕнчи Çитмĕшри Дмитрий Егорович Егоров.
Пире вăрçă кирлĕ мар! - Юнтапаран Кивкаса утмалăх пур. Ывăннине ирттерме вăрçă çинчен çырнă кĕнекене пилĕк-ултă страница вуласа тухам-ха.
Ĕмĕт тÿпине йыхравлакан «Çĕрлехи çутăсем». Вилĕмсĕр юрату гимнĕ, е пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть...
Пирĕн телейшĕн тăрăшакансем - педагогсем
Пултарулăха кулленех аталантармалла
«Хамшăн мар, юлташшăн тăрăшасчĕ»
Хăюллă Марине
Пурăннă тет пĕр хĕрача. Вăл Марине ятлă пулнă. Асламăшĕ каланă тăрăх унăн амăшĕ Марине çуралсанах çут тĕнчерен уйрăлнă. Ăна асламăшĕ пăхса ÿстерет. Çулсем иртеççĕ, хĕрача та вунпилĕк çула çитрĕ. Çак уяв ячĕпе тусĕсене чĕнчĕ, пурте пĕрле Марине пĕçернĕ тутлă кукăль-икерчĕпе хăналанчĕç, юрларĕç-савăнчĕç.
Тусĕсем салансан Марине çывăрма выртма хатĕрленчĕ. Ун çумне асламăшĕ пырса ларчĕ те хĕрачана куçран пăхрĕ:
- Марине, эсĕ халĕ пĕчĕк мар, вун пилĕк çул тултартăн. Манăн сана чăннине каласа парас килет, - терĕ.
Тĕлĕнтермĕш чĕрчун пулăшăвĕ?
Çуллахи пĕр илемлĕ кун аннепе вăрмана çырла татма кайрăмăр. Çырла вăл çулхине питех те ăнса пулнăччĕ, ял халăхĕ вăрмантан тухма та пĕлместчĕ, хĕлле валли витамин пухать, сутса кăштах укçа тума та пулать. Эпир те аннепе пĕр хутчен кайса килнипех çырлахмарăмăр, аппана татса килнĕ çырларан варени пĕçерме хушрăмăр та кăштах канса илнĕ хыççăн каçа хирĕçех татах та тепре каяс терĕмĕр: çырлан хăйĕн вăхăчĕ, ырана юлсан вăл ытларах пиçсе юрăхсăра тухма та пултарать.