Архив - 6 Ноя, 2015 - Хыпар

6 Ноя, 2015

Хама кăна шанатăп

«Атте тракторист пулнă. Механизаторсен шкулне пĕтерсен вĕсене, 25 çулти çамрăксене, аякри çĕрсене çерем уçма янă. Эпĕ вара хамăр тăрăхрах çерем çĕклерĕм.

6 Ноя, 2015

Пурте - хамăрăн, е Чун ăшшине пепкене парнелени - телей

Вырăс халăхĕн "Теремок" юмахне чылай ача саспалли паллама пуçличченех илтет. Эсир те, вулакансем, унăн сюжетне астăватăрах. Çĕрпÿре пурăнакан Львовсен ултă ачаллă çемйине 2015 çулта республикăри "Çемье вучахĕ" конкурса хутшăнма сĕнсен вĕсем тÿрех çав юмаха пуçа илнĕ те - хăйсен "Теремокне" хайланă.

6 Ноя, 2015

Никам умĕнче те намăс мар

Киселев тесен сăмах кам çинчен пулассине вулакан тÿрех чухларĕ пуль. Тĕрĕс тавçăртăр: «Хыпар» тĕпелне Михаил Федорович КИСЕЛЕВА чĕнтĕмĕр. Республикăн шалти ĕçсен министрĕ пулнăскер чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ.

6 Ноя, 2015

Хăватсем тăвакан Николай Турцире мĕн тăвать-ха?

Турккăсем пурăнакан кĕтес тĕлĕнмелле вырăн пулнине, кунта пĕрре çеç килсе курнипех çак çĕршывран тăранса çитме çуккине эпĕ икĕ çул каялла канма килсенех ăнланса илнĕччĕ. Чăваш Енрен ăшă çĕре йĕпе-сапаллă çурла уйăхĕнче тухса килтĕмĕр ун чух.

6 Ноя, 2015

Лаш Таяпара çĕнĕ чиркÿ çĕкленчĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕн историйĕ вышкайсăр пуян. 1610 çулсенче Православи тĕнне йышăнман пăлхар-сувар тăхăмĕсем никĕсленĕ ял 1922 çулхи çĕртме уйăхĕччен Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕнĕ. Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн XIX ĕмĕрти докуменчĕсем кунта 1840 çулта халăх училищи уçăлнине çирĕплетеççĕ. Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн пирвайхи çуртне çав çулхинех ял варринче Лащă юханшывĕн сылтăм çыранĕнче туса пĕтернине палăртаççĕ таврапĕлÿçĕсем.

6 Ноя, 2015

Анне манран конюх тăвас тенĕччĕ

Хускану - пурнăç! Ку - Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекре пурăнакан 80 çулти Аркадий Смирновăн чи юратнă каларăшĕсенчен пĕри. Ахальтен мар. Ара, Аркадий Иванович Кĕçĕн Кипек шкулĕнче 40 çул ытла ачасене физкультура вĕрентнĕ. Хастарлăхĕпе пуçарулăхне кура Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕ.

Страницы