Никам умĕнче те намăс мар
Киселев тесен сăмах кам çинчен пулассине вулакан тÿрех чухларĕ пуль. Тĕрĕс тавçăртăр: «Хыпар» тĕпелне Михаил Федорович КИСЕЛЕВА чĕнтĕмĕр. Республикăн шалти ĕçсен министрĕ пулнăскер чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Пурнăçĕн пысăк пайне /милицири ĕç стажĕ - 28 çул/ саккунлăх хуралне халалланăскерĕн аса илмелли, каласа памалли пайтах. Çапах пенсире пулин те ун пирки право хуралĕн органĕсемпе сыв пуллашнă тени вырăнсăр. Вăл паян та стройра - 2003 çултанпа шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен республикăри канашне ертсе пырать.
Вăхăчĕ йывăрччĕ...
- Михаил Федорович, милицире ĕçлесси мĕнрен пуçланчĕ? Çывăх çынсенчен хăшĕ те пулин пакунлă çын пулнă-и?
- Çук, йăхра та эпĕ пĕртен пĕр милиционер кăна пулас. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Пурнăçри вырăна тупмалла вĕт - 16 çул тултаричченех çамрăксемпе пĕрле шахтер пулма Карагандана тухса кайрăмăр. Анчах вĕренĕве вĕçлесе шахтăна анмалла пулнă çĕре 18 çул тултармалла иккен - пĕтрĕ шахтер пуласси. Юнашарах - профтехучилище, документсене унта патăм. Слесаре вĕренсе тухрăм. Майкудук поселокĕнчи заводра икĕ çул ĕçлерĕм. Уйăхра 270 тенкĕ тÿлетчĕç - çамрăк çыншăн питĕ пысăк укçа. Пĕрремĕш уйăхрах шалăвăн çуррине аннене ярса парса тĕлĕнтерни халĕ те асра.
65-мĕш çулта çара кайма повестка пачĕç. Малтан Таджикистанра, унтан совет çарĕсен ГДРти ушкăнĕнче пултăм - 3 çул та 3 уйăх. Служба кăшт тăсăларах кайни шăпах демобилизаци умĕн тревогăпа çĕклесе пире Чехословаки чиккине ăсатнипе сăлтавланчĕ. 1968 çулхи çав ĕç-пуç пирки пĕлетĕр ĕнтĕ. Пирĕн çарсене Чехословакие кĕртсе янине тĕрлĕрен хаклама пулать. Анчах эпир çар çыннисем - хушнине пурнăçламалла. Хĕç-пăшал, патронсем пачĕç. Телее, пирĕн пеме тивмерĕ.
- Çар хыççăн тÿрех милицие кайрăр-и?
- Малтан заводра ĕçлерĕм. Çапах милицие каяс шухăш çирĕпленсех пынă.
Горький хулинчи милицин ятарлă вăтам шкулĕнче икĕ çул вĕрентĕм, ăна «5» паллăсемпе кăна пĕтертĕм. Çав çулах Хусан университечĕн юридици факультетне заочно майпа вĕренме кĕтĕм. Ĕçлеме вара Муркашра участковăйран пуçланă. Шупашкарта вырăн пулманнине кура уйăх çурăран Çĕмĕрлене ячĕç. Малтан - БХСС уйрăмĕнче, шăпах хамăн специальноçпа. Уçса пама тÿрремĕнех хутшăннă пирвайхи преступление те астăватăп: пĕр организацин сейфне çаратнăччĕ...
1984-1986 çулсенче СССР ШĔМĕн академийĕнче вĕрентĕм. Ун хыççăн министерствăна килтĕм, уголовлă шырав управленийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Куншăн чăннипех савăнтăм: оперативлă ĕçшĕн çуннă, уйрăмах хăрушă та кăткăс преступленисене уçса парас енĕпе ĕçлес килетчĕ - тинех хамăн вырăна тупрăм.
Евгений Кузьмич Салмин министрччĕ - мана хăйĕн заместителĕ пулма сĕнет. «Пултараймастăп! Ĕçĕ ытла та яваплă!» «Кунта мĕн тăватăн - заместитель те çав ĕçех тăвать», - терĕ, ÿкĕте кĕртрĕ. Кайран министр должноçне Юрий Петрович Назаров килчĕ - унпа та йĕркеллĕ ĕçлерĕмĕр. Ăна Мускава пысăкрах должноçа куçарсан хытарса хăварчĕ: «Эсĕ министр пулатăн». Чăнах та, 90-мĕш çулхи кăрлачра мана тĕп хулана чĕнсе илчĕç, министра çирĕплетрĕç.Малалла вулас...
Комментировать