Комментировать

6 Ноя, 2015

Хăватсем тăвакан Николай Турцире мĕн тăвать-ха?

Турккăсем пурăнакан кĕтес тĕлĕнмелле вырăн пулнине, кунта пĕрре çеç килсе курнипех çак çĕршывран тăранса çитме çуккине эпĕ икĕ çул каялла канма килсенех ăнланса илнĕччĕ. Чăваш Енрен ăшă çĕре йĕпе-сапаллă çурла уйăхĕнче тухса килтĕмĕр ун чух. Те çавна пулах, тĕлĕнмелли, чи пĕрремĕшĕнчен, куç анине пуçласа лекнĕ кунти тавралăхăн хăйне евĕрлĕхĕпе çыхăннăччĕ. Анталия хулинчи сулхăнрах аэропортран хĕрĕх градусалла капашакан шăрăх урама тухса тăтăмăр та хайхи – кĕрлесе çунакан тем пысăкăш кăмака умне çитсе тăнăнах туйăнса кайрĕ: калама çук пăчă. Сенкер тÿпе пĕр пĕлĕт татăкĕсĕр, çав çулхи çурла уйăхĕнче Чăвашра пит курăнсах кайман хĕвел, акă, ăçта иккен – пуç тÿпинчен шарлантарать кăна. Сывлăшĕ вара те халиччен пĕлмен темле чечексен, те тинĕс шăршипе пылланса тулсах ларнă. Тавраллах юмахри пек пальмăсем, акăш-макăш хитре çеçкесемлĕ йывăçсем. Çăтмах тени шăпах çапла пулмалла та пек туйăннăччĕ ун чухне.

Турци çĕршывĕпе çыхăннă тепĕр тĕлĕнтермĕш кунти историлле вырăнсемпе çыхăннă. Византи тата Рим империйĕсем çинчен эпир шкул саккинченех аван пĕлетпĕр. Ку пысăк империсем çĕр пичĕ çинчен çухалнă пулин те вĕсен пуян культура эткерлĕхĕн пысăк пайĕ шăпах паян турккă халăхĕ пурăнакан çĕрсем çинче тăрса юлнă-мĕн. Çакна чи малтан Турцире каннă май тур илсе пĕр-пĕр çĕре экскурсие кайса курас тенĕ чухне ăнланса илтĕм эпĕ. Экскурсие йыхравлакан турсен списокĕнче «Кекова – Миры – церковь св. Николая Чудотворца» тесе çырнине вуласан шалт тĕлĕнтĕм: «Хăватсем тăвакан Николай Турцире мĕн тăвать-ха?» - тесе шухăшласа илтĕм. Раççейре пурăнакансем Николай святой ŸМир ЛикийскихŸ çинчен пĕрре мар илтнĕ-тĕр, унăн тĕлĕнмелле ĕçĕсем пирки те сахал мар вуланă-тăр. Вăл çав тери ырă кăмăллă, хăйĕнчен мĕн йăлăнса ыйтнине хăвăртах пурнăçлакан пулнине ĕненекен чăвашсем ĕлĕкренех ăна сума суса Микул Турă тени те ăнсăртран мар ĕнтĕ. Ун сăнарне турăшсенче Турă Амăшĕпе Христос Туррăмăр çумне ÿкерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Хăш-пĕрисем вара, те Николай святоя Раççейре пит сума сунине шута илсе-ши, вăл ниçта та мар, шăпах Раççейре кăна çуралса ÿсме пултарнă тесе те шухăшлаççĕ иккен. Ку шухăша, «Вăл Раççейре çуралман-и вара?» тенине, эпĕ хам та пĕрре мар илтнĕ. Тур-оператор Хăватсем тăвакан Николай турккăсен çĕрĕнчен тухнине каласан ман çакна пĕртте ĕненес килмерĕ: ара, паянхи мăсăльмансен çĕршывĕнче христиансен пысăк святойĕ çуралма тата çитменнине ун чиркĕвĕ кунта пулма пултарасси пачах пуçа пырса кĕмен иккен ун чухне. Тĕрĕссипе вара пирĕн эрăн II – IV ĕмĕрĕсенче шăпах паянхи Турци çĕршывĕн территорине Рим империйĕ йышăннă. Çав пысăк империн Ликия çĕршывĕнче чи пирвайхи христиансем пурăннă-мĕн. Эпир Раççейре сума сăвакан Николай, Ликия провинцин Патара ятлă хулинче çуралнăскер, каярах Ликиян Миры ятлă тĕп хулинче епископ пулнă. Вăл IV ĕмĕр варринелле вилсен ун ÿтне унтах саркофаг ăшне хунă. Паллах, Николай святойăн сăвапă пурнăçне çырса кăтартнă «Жития святых» кĕнекере ун пирки каланине унччен те вуламан мар-ха, анчах Миры хулапа Ликия çĕршыв ăçтарах вырнаçнă-ши тесе питех пуçа ватман темшĕн. Ун çуралнă тата пурăннă вырăнĕ Турцире пулнине пĕлсен ман тĕллĕн сасартăк кăвак хуппи уçăлчĕ тейĕн, турккăсен çĕршывне пушшех килĕштерсе пăрахрăм. Шел пулин те, çавăн чухнех святитель çуралнă вырăна кайса килме кĕсье хулăнах марччĕ те - татах тепре Турцие килсен май тупăнасса кĕтсе пурăнтăм. Чăнах та, Николай святоя ахальтен Хăватсем тăвакан тесе каламан-тăр çав – кĕллĕме илтсе ăна Турă патне илсе çитерчех вăл – ак, кăçал татах Турцине кайма мехел çитрĕ. Хальхинче, паллах, тĕрлĕ экскурсине каясси пирки пуç ватма та тивмерĕ – хĕрĕмпе пĕрле Миры е халĕ турккăсем Демре те­екен хулари Николай святойăн чиркĕвне çул тытрăмăр. Малалла вулас...

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.