Анне манран конюх тăвас тенĕччĕ
Хускану - пурнăç! Ку - Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекре пурăнакан 80 çулти Аркадий Смирновăн чи юратнă каларăшĕсенчен пĕри. Ахальтен мар. Ара, Аркадий Иванович Кĕçĕн Кипек шкулĕнче 40 çул ытла ачасене физкультура вĕрентнĕ. Хастарлăхĕпе пуçарулăхне кура Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕ. Аслă категориллĕ учитель, методист учитель, ĕç ветеранĕ... Хăй вăхăтĕнче вăл Вăрнар тăрăхĕнче физкультурăна хăнăхтаракансен хушшинче чăн малтан аслă пĕлÿ илекенĕ пулнă. Унăн вĕренекенĕсен йышĕнче - 25 СССР спорт мастерĕ, 70 ытла физкультура учителĕ. Вĕсен хушшинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ те чылай. Ачасене физкультурăна юратма вĕрентнисĕр пуçне вăл хăй те гимнастика, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупас енĕпе районти, республикăри ăмăртусене хутшăннă. Çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ. 1953 çулта Аркадий Смирнов Шупашкар - Етĕрне - Шупашкар велочупăва, 1959, 1960 çулсенче Апаш - Шупашкар çăмăл атлетика чупăвĕсене /22 çухрăм/ хутшăннă. Аркадий Ивановичăн ĕçне паян унăн вĕренекенĕсем чыслăн малалла тăсаççĕ. Шурсухал вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. Вĕренекенĕсем те учительне манмаççĕ. Тăтăшах шăнкăравлаççĕ, уявсенче саламлаççĕ. Ватă учитель тивĕçлĕ канура тесе спортпа та, спортсменсен пурнăçĕпе те кăсăкланма пăрахман. Телевизорпа та ытларах спорт кăларăмĕсене пăхать. Ытти çулсенче кил хуçи кунсерен чупма çÿренĕ, хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăннă. Кăçалтан вара вăл уçăлмалла утса çÿренипех çырлахать. Ĕлĕкхине асра тытса тата хăнăхнă йăлапа Аркадий Смирнов паянхи кунчченех спорт тумĕпе çÿрет.
- Ялан спорт тумĕ тăхăннăран "салтак форми" тетчĕç ялта. Халĕ те çирен ярас килмест ăна. Хутран-ситрен кăна урăх çипуç тăхăнатăп, - йăл кулса илчĕ те кил хуçи мана çывăхарах вырнаçма сĕнчĕ. Саламлă открыткăсемпе телеграммăсем, шанма ĕлкĕреймен чечексем /Аркадий Иванович сентябрĕн 30-мĕшĕнче юбилейне палăртнă/ çине куç ывăтнă май кун-çулне аса илчĕ.
- "Кукаçи, эсĕ физкультура учителĕ кăна мар, пурнăç учителĕ", - тесех çырнă ман патăма мăнукăм. Хĕпĕртерĕм хакланăшăн. Тĕрĕссипе, хăй вăхăтĕнче физкультура предметне суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Мĕншĕн тесен эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех хусканура пулнă. "Хускану - пурнăç!" - тени тĕрĕсех. Пирус туртман, эрех-сăрапа иртĕнмен. Салтакра чухне махоркăна юлташсене параттăмччĕ. Вĕсем мана хăйсен сахăрне сĕнетчĕç. Ачалăхăм нушаллă пулнă. Хурине те, шуррине те курнă. Йĕркипе калас-тăк - эпĕ Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Аттене эпĕ пĕр хутчен кăна курнă. Вăл, финн вăрçинче пулнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайиччен темле майлă пĕр каçлăха киле килнĕччĕ. Çав каç унпа пĕрле çывăрнăччĕ... Эпĕ ун чухне улттăра пулнă. Шел, çапăçу хирĕнчен кĕтсе илеймерĕмĕр ăна. Анне пире, виçĕ ачине: пĕчченех ура çине тăратнă. Çĕрĕк çĕрулми пуçтарнă чухне хирте кĕрсе ларни те пулнă. Пĕчĕкленех колхоза ĕçлеме çÿренĕ. Вунвиççĕре çăпата тума пуçланă. Пĕр каçра икĕ мăшăр хуçаттăмччĕ. Мăн Сĕнтĕрти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн аннене систермесĕр Етĕрнери педучилищĕне кайса экзаменсем тытрăм. Ун чухне пичче салтакраччĕ, акка вербовкăпа ĕçлеме тухса кайнăччĕ. Вĕренме кĕнине аннене каламарăм-ха. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче: "Тăвансем патне кайса килем-ха", - тесе тухса кайрăм. Эрнерен кăна киле таврăнтăм. "Эпĕ училищĕре вĕренме пуçларăм", - тесен эх! ятлама пуçларĕ: "Ниçта та ямастăп, килтех пурнатăн. Кÿршĕри конюх пек лашасем пăхма каятăн", - тет. Киле килнĕренпе эрне те иртрĕ, аннем вĕренме ямасть те ямасть. Юрать, манăн класс ертÿçи пулнă Аркадий Охотин аннене ÿкĕте кĕртме пулăшрĕ. Аркадий Александрович ятарласа киле пычĕ, аннепе чылайччен калаçрĕ... Тепĕр куннех вара эпĕ Етĕрнене тухса вĕçтертĕм. Халĕ ĕнтĕ вăл та пурнăçран уйрăлнă. Тавах Аркадий Охотина пулăшнăшăн. Вăл хута кĕмен-тĕк темлерех çаврăнса тухатчĕ ĕнтĕ шăпам, - ку тĕле çитсен чунĕ хурланчĕ Аркадий Ивановичăн. Шывланнă куçĕсене вăрттăн шăла-шăла илчĕ. Малалла вулас...