Лаш Таяпара çĕнĕ чиркÿ çĕкленчĕ
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕн историйĕ вышкайсăр пуян. 1610 çулсенче Православи тĕнне йышăнман пăлхар-сувар тăхăмĕсем никĕсленĕ ял 1922 çулхи çĕртме уйăхĕччен Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕнĕ. Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн XIX ĕмĕрти докуменчĕсем кунта 1840 çулта халăх училищи уçăлнине çирĕплетеççĕ. Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн пирвайхи çуртне çав çулхинех ял варринче Лащă юханшывĕн сылтăм çыранĕнче туса пĕтернине палăртаççĕ таврапĕлÿçĕсем. Чĕмпĕр кĕпĕрнин Уделсен Департаменчĕн укçи-тенкипе тата, паллах, таврари ялсенчи Турра ĕненекенсем пулăшнипе хăпартнă мăнаçлă йывăç чиркĕве никĕсленĕренпе 175 çул çитнине халалласа Лаш Таяпара ял уявĕ иртрĕ.
XIX ĕмĕр варринче Сĕвене юхса кĕрекен Лащă юханшывĕ хĕрринчи чи пысăк прихута Лаш Таяпасăр пуçне Энтепе, Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси, Вăрăмхăвапа Çĕнĕ Эйпеç, халĕ Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Шуршу тата Тутиел кĕнĕ. 1840 çулта уçăлнă халăх училищи шутланнă шкулпа Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ пĕр тĕвĕре пулнă - пачăшкăсенчен чылайăшĕ шкулта ачасене те вĕрентнĕ.Малалла вулас...
Комментировать