“Куласси - ĕçлесси мар”
Хальхинче Кулăшпа сатира театрĕн ертÿçи Виктор Петров патне тухса утрăм. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ сцена çине тухнăранпа 30 çул çитнине кĕçех Чăваш патшалăх филармонийĕнче паллă тăвĕ. Çак уяв кĕрекинче Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче ăсталăха пĕрле туптанă артистсем Николай Сергеев, Надежда Воюцкая, Геннадий Большаков, Василиса Петрова, Николай Котеев, Геннадий Медведев та пулĕç.