“Куласси - ĕçлесси мар”
Хальхинче Кулăшпа сатира театрĕн ертÿçи Виктор Петров патне тухса утрăм. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ сцена çине тухнăранпа 30 çул çитнине кĕçех Чăваш патшалăх филармонийĕнче паллă тăвĕ. Çак уяв кĕрекинче Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче ăсталăха пĕрле туптанă артистсем Николай Сергеев, Надежда Воюцкая, Геннадий Большаков, Василиса Петрова, Николай Котеев, Геннадий Медведев та пулĕç. Унăн паллă тусĕсем хăйсене драмăра шыраса тупнă пулсан Виктор Петров сцена çинче пĕрмай ĕçкĕçсенчен, пуçтахсенчен, тăмсайсенчен тăрăхлать... Унăн кун-çулĕ, чăнласах та, кулăпа, шÿтпе çеç çыхăннă-ши е вăл пурнăçра пачах урăх çын-ши? Çакна пĕлме, хаклă вулаканăм, сана «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне йыхравлатăп.
- Виктор, эсĕ ялан халăхра хăйне евĕрлĕ сăнарсем тупатăн, вĕсене калăпласа куракана хырăм хытичченех култаратăн. Манăн шухăшпа, пурнăçра эсĕ пачах урăх çын.
- Пĕрре те йăнăшмастăн. Эпĕ ирех тăратăп та тÿрех ĕç пирки шухăшлама пуçлатăп. Енчен те мана çынсем кулăш ăсти пек йышăнаççĕ пулсан кулленхи пурнăçра шÿтлесе-ахăрса, ĕçсĕр çапкаланса çÿреме вăхăт çук. Спектакльсене кăлариччен сценарисем çырмалла, интереслĕ шухăш шырамалла. Манăн сумкăра яланах блокнотпа калем выртаççĕ. Унта эпĕ çынсем калакан кăсăклă шухăшсемпе пурнăçри пулăмсене 30 çул ĕнтĕ пĕр сиктерми çырса пыратăп. Çак информаципе сăнарсем урлă туллин усă куратăп. Хăшĕ-пĕри мана курсан савăнать, теприсем - макăраççĕ.
- Ак тата! Ун пекки те пулать-и?
- Пĕррехинче пĕр колхоза билетсем «вырнаçтарма» кайрăм. Кантурта бухгалтерсем лараççĕ, тăрăшсах темĕн çыраççĕ. Пуç çĕклемесĕр тăрăшаççĕ. «Сывлăх сунатăп, эпĕ Виктор Петров, сире Шупашкара концерта йыхравлама килтĕм», - тетĕп. Мана асăрхаманçи тăваççĕ. Тепĕр хут сывлăх сунатăп. Каллех шарламаççĕ. «Юрĕ, апла пулсан эпĕ кайрăм», - тетĕп. Пĕр бухгалтер пуçне çĕклерĕ те çапла каларĕ: «Кай, кай, пирĕн çавах укçа çук». Тухса суллантăм вара. Тепĕр колхоз правленине ирхи 7 сехетре пырса кĕтĕм. Планерка пырать. Кĕтсе ларатăп çапла коридорта. Ăнсăртран алăк уçăлчĕ те предприяти ертÿçи мана курах кайрĕ. «Эй, Виктор Петров, мĕн туса ларатăн унта? Кĕр!» - тет. Пÿлĕмре пирус туртса тултарнă, тĕтĕмĕ сăмсана кăтăклать. Халăх мана курсан алă çупса ячĕ. Ну, ĕç ăнать-ха тесе хам та савăнтăм. «Шупашкарти филармоние спектакль пырса курма чĕнетĕп», - тетĕп. Пухăннисем хĕпĕртенипе тепĕр хут алă çупма пуçларĕç. Ертÿçĕ бухгалтера укçа илме ячĕ. Питĕ хытă савăннипе сумкăран билетсене кăштăртата-кăштăртата кăларма пуçларăм. «Колхозра ĕç çук, каятпăр, каятпăр», - шавлаççĕ колхозниксем. Бухгалтер укçа илсе килчĕ. Шăп çав самантра пÿлĕм кĕтесĕнче тĕлĕрсе ларакан пĕр арçын чалтах! куçне уçрĕ те мăкăртатрĕ: «Ăçта каймалла?» Ăнлантарса пачĕç. «Пирĕн Шупашкар тăрăх çапкаланса çÿреме вăхăт çук, ĕçлемелле», - тавăрчĕ те çакскер каллех тĕлĕрсе кайрĕ. Ертÿçĕ çухалса каймарĕ: «Вăт, вăт, куратăн-и? Халăх каясшăн мар», - терĕ кăна - бухгалтер укçана хăйĕн кĕсйине вăшт çеç чиксе хучĕ.
- Паллах, пĕр енчен хурланмалла пек, тепĕр енчен сана пурнăç хăй сюжет тупса парать. Вĕсем санăн шÿтÿсен шăнăрĕ пулса тăраççĕ. Виктор, халăх концертсенчен мĕншĕн писме пуçларĕ-ха?
- Концертсенче пĕр пеклĕх нумайланчĕ. Концерт хыççăн концерт йĕркелеççĕ артистсем. Çитменнине, сцена çинче ялан пĕр сăнсем, пĕр юрăсем. Çамрăксем хăйсен юррисене çĕнеткелеççĕ-ха, мĕншĕн тесен вĕсен чапа тухмалла, «ватăраххисем» вара пĕр çулпах чуптараççĕ. «Телеюрăра» та яланах атте-анне, тăван кĕтес çинчен шăрантарма тăрăшаççĕ - ара, халăх вĕсен юррисене итленĕ хыççăн «Юратнăран» кăларăмра тăванĕсене саламлама пуçлать-çке. Чăтаймарăм, эпĕ те юрласа ятăм.
- Эсĕ концертсенче паллă юрăçсенчен йĕплесе кулма юрататăн. Паллакан ятсене илтсен залри халăх хырăм тытсах ахăлтатать. Тăрăхланăшăн суда парасран хăрамастăн-и?
- Сергей Павловпа Иван Шинжаев шÿте юратаççĕ, концерт вăхăтĕнче хăйсен ячĕсене илтсен каçса кайсах савăнаççĕ. Эпĕ питĕ лайăх пĕлекенсенчен, кÿренмен туссенчен çеç тăрăхлатăп. Кулăш туйăмĕ çук çынсене тĕкĕнместĕп, кайран вĕсенчен тасалса пĕтеймĕн. Сцена çинче хăйсенчен тăрăхлама ыйтакан та чылай - ара, эпĕ вĕсен ятне-шывне чапа кăларатăп-çке!
- Йăнăшмастăп пулсан Чăваш Енри пысăк сцена çинче куракана тĕрлĕ конкурса хутшăнтарма эсĕ пуçларăн.
- Эх, савăнаççĕ, эх, юрлаççĕ, эх, ташлаççĕ! Темĕн те пĕр туса, хăтланса кăтартаççĕ. Манăн шухăшпа - сцена çинчи вăйăсене хутшăнакансем чунĕпе артистсем. Вĕсемшĕн халăх умне тухса ташласси-юрласси - хăйне евĕр çĕнтерÿ. Америкăпа Европăра çынсем хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ. Чăваш çынни кирлĕ çĕртех ытла сăпайлă та вăтанчăк. Эпĕ ирттерекен конкурссем чылайăшне пурнăçра хăйсене ирĕклĕ тытма вĕрентеççĕ. Андрей Кузнецов манăн конкурссенче юрланă-ташланă хыççăн ав артист пулса тăчĕ. Сергей Кувшинов хăй вăхăтĕнче пĕр михĕ сахăр та выляса илчĕ. Куракансене сцена çине кăларма пулăшнăшăн эпĕ чи малтан Арсений Тарасов журналиста тав тăвасшăн. «Кăлтăрмач-шоу» проекта шухăшласа кăлараканĕ вăл. Пĕррехинче телекурава чĕнчĕ те пулас проектпа 4 сехет паллаштарчĕ. 15 курка чей ĕçсе ячĕ, 40 пирус туртрĕ. Эпĕ вара чей те ĕçмерĕм, пирус та туртмарăм, лартăм сĕрĕм çăтса. Кайран филармони залĕнче аншлаг хыççăн аншлаг пуçланчĕ.
- Сцена çинчи конкурссене хутшăнакансене пурне те парнесемпе тивĕçтеретĕн. Вĕсене ăçтан тупатăн?
- Билет сутса тунă укçапа туянатăп. Хыт кукар мар тус та нумай манăн. Вĕсем пулăшаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене парне панă чухне тĕлĕнтермĕшсем те пулса иртеççĕ. Пĕр спонсор магнитофон пачĕ, кайран ăна сцена çинче унăн ывăлĕ выляса илчĕ.
- Кăна вара суятăн!
- Залра ларакан халăх суйма памасть. Çĕнтерÿçе хыттăн алă çупса палăртаççĕ. Ав Юра Плешков кĕрÿ те мана ÿпкелет: «Тăвану пулсан та пĕрремĕш вырăна кăлармастăн». Йăмăкăн упăшки: «Урăх нихăçан та сцена çине тухмастăп», - тет пулсан та тепĕр концертра каллех чăтаймасть - чупса тухать. Чунĕнче артист ĕнтĕ вăл!
- Эсĕ мана Леонид Якубович телеертÿçе аса илтеретĕн.
- Эх, пурнăç тени, хăй кулăш мар-и? Пĕррехинче эпир Мускава кайма тухнăччĕ. Кăнтăрлахи апата Чул хулари пĕр кафене кĕтĕмĕр. Ман йĕри-тавра мухмăрлă арçын явăнса çÿрерĕ-çÿрерĕ те: «О, Якубович, эпĕ сире тÿрех палласа илтĕм, парăр-ха мана 100 тенкĕ кивçен», - терĕ. Çапла чĕннипе савăнса кайрăм та укçа кăларса тыттартăм, лешĕ самантрах куç умĕнчен çухалчĕ.
- Итле-ха, Виктор, манăн шухăшпа, артистсем сцена çинче чăвашла-вырăсла калаçни килĕшÿллĕ мар.
- Ун пеккисенчен кулатăп. Пуçлăхсемпе калаçнă чухне те тÿрех кĕсьери блокнота туртса кăларатăп. Шкулсене час-часах ачасемпе тĕл пулма чĕнеççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ачасене: «Чăвашла илемлĕ те таса калаçăр, унсăрăн Виктор Петров кулăшне лекетĕр», - тесе асăрхаттараççĕ.
- Эх, пурнăç тени çил çунатлă урхамах пекех вĕçтерет...
- Ан та кала, çамка çинчен тар шăлса сцена çинче 30 çул ĕçлени çурăм хыçĕнче иккенне ĕненес те килмест. Мускавран вĕренсе килсен шухăша кайрăм. Чăвашра драма театрĕ пур, çамрăксен театрĕ пур, кулăшпа сатира театрĕ çук! Ăна уçмаллах! Шăп та лăп çĕнетÿ тапхăрĕ пыратчĕ. Филармонипе Культура министерстви тăрăшнипе «Çĕнĕ кустăрма çĕнĕлле чупать» пĕрремĕш спектакльпе çĕнĕ театр уçрăмăр. Ун чухне эпĕ Иван Мучи, Виталий Енĕш, Александр Кăлкан çыравçăсен хайлавĕсемпе усă куртăм. Хĕпĕртенĕ Виталий Енĕш «Ах, ценасем çыртаççĕ» хайлав çырса пачĕ. Ăна эпĕ 2 сехет сцена çинче тăр пĕччен вылярăм.
- Пĕр вăхăтра ятна манса сана «Хоп-хопыч» тесе чĕннине ас тăватăп-ха эпĕ.
- Каллех Арсений Тарасов «айăплă». Валерий Иовлев режиссерпа пĕрле «Хоппасем» кăларăм шухăшласа тупрĕç. «Хоп-хопыч» ята тивĕçнĕшĕн пĕрре те кулянмастăп. Чылайăшĕ манăн атте ятне пĕлмест, Виктор Петрович тет. Эпĕ вара - Виктор Аркадьевич.
- Шăп та лăп санăн аçупа аннÿ çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ.
- Атте Аркадий Петрович чирлесе çĕре вăхăтсăр кĕчĕ. Анне Анфиса Васильевна - 83 çулта. Вăл Йĕпреç районĕнчи Хумпуç Патăрьел ялĕнче хăй вăхăтĕнче ялти клубра вун-вун спектакльте вылянă. Артиста вĕренме каймашкăн та шухăш пулнă унăн, анчах Шупашкар хăш енче ларнине пĕлмен. Чăнах, чăнах, шÿтлеместĕп. Анне хăй çавăн пек аса илет. Ывăлĕ, эпĕ ĕнтĕ, Мускава артиста вĕренме каяс тенине пĕлсен савăнчĕ, çул çине 30 тенкĕ парса ячĕ.
- Санпа юнашар пурнăç çулĕпе ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне тивĕçнĕ Василиса Петрова 34 çул утать. Психологсем пĕр профессиллĕ арçынпа хĕрарăмăн юратăвĕ ĕмĕрлĕхе теççĕ.
- Эпĕ Василисăпа Мускаври театр училищинче пĕрле вĕреннĕ. Иккĕмĕш курсра çемье чăмăртарăмăр. Часах студент çемйи «çĕнĕ кайăкпа» пуянланчĕ.
- Пĕчĕк ача пĕр вĕçĕм тимлĕх ыйтать. Лекцисене те çÿремелле, экзаменсене те хатĕрленмелле. Йывăр лару-тăрăва мĕнле майпа çăмăллатрăр?
- Экзамен спектаклĕ умĕн тĕпренчĕкĕмĕре анне патне яла килсе ятăмăр. Тăватă ачана ура çине тăратнăскер мăнукне те хаваспах илсе юлчĕ.
- «Арăмпа мухтанакан ырă курмасть», - теççĕ, çапах мăшăру çинчен мĕн те пулсан каласа парсамччĕ. Эсĕ килте те шÿтлеме кăмăллатăн-и?
- Василисăпа пĕрмаях шÿтлетпĕр. Кун пек пурăнма çăмăлрах. Пÿртре эпир пĕр-пĕрин хыççăн алăк хупсах çÿретпĕр. Василиса спектакле хатĕрленнĕ май сăнар сăмахĕсене сасăпа каласа вĕренет, мана ĕçлеме чăрмантарать. Эпĕ вара кулăшсене хам çыратăп та - тÿрех мĕн каламаллине ас туса юлатăп. Кил хуçалăхра та маттур вăл. Пахчара кишĕр, сухан, çĕр улми, чечексем ÿстерме юратать. Эпĕ вара пахча çимĕçе шăварнă чухне витрепе шыв йăтса пулăшаканĕ çеç. Килти сĕтел яланах апатпа ишĕлсе ларать, эпĕ нихăçан та выçă çÿреместĕп. «Хăш вăхăтра пĕçерсе ĕлкĕрет-ши?» - тесе тĕлĕнетĕп вара.
- Юратнă хĕрĕр сирĕн çулпа утас темерĕ-им?
- Унăн пирĕнни пек пултарулăх çук. Виктория урăх енĕпе палăрчĕ. Педуниверситетран дизайнера вĕренсе тухрĕ. Кухньăсемпе çывăрмалли пÿлĕмсен дизайн-проекчĕсене хатĕрлет. Чăвашсен паллă ÿнерçи Элли Юрьев та ăста пулма вĕрентнĕ ăна. Пĕчĕк чухне яла кайса яраттăмăр та рисовани вĕрентекенĕн Николай Федоровăн килĕнчен тухма пĕлместчĕ. Киле пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таран тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа вараланса таврăнатчĕ. Анне шÿтле-шÿтле çуса тасататчĕ вара юратнă мăнукне.
- Ĕç патне тепĕр хут таврăнар-ха. Театрти артистсем санăн икĕ аллу.
- Çапла. Ольга Карпеева, Вероника Сотнезева, Николай Кляжев, Георгий Мокеев, Ольга Ухтеркина, Петр Ермолаев, Леонид Петров - сцена çинче манăн çунатсем. Хăть мĕнле сăнара та кулăшла выляса кăтартса халăха чун туличчен култараççĕ. Мана вĕсемпе ĕçлеме çăмăл.
- Хаçат-журнал чăваш чĕлхи çĕр çинчен ерипен çухални çинчен час-часах аса илтерет. Эсĕ ку пулăм çине еплерех пăхатăн?
- Ку статистика пуль. Эпĕ çынсемпе яланах чăвашла калаçатăп та тăван чĕлхе «вилнине» асăрхаман. Манпа вырăс хĕрĕсем те чăвашла сăмахлаççĕ. Пĕррехинче машинăна бензин яма заправкăна кĕтĕм те унта ĕçлекен вырăс хĕрне юриех: «Большое спасибо», - тесе тав турăм. «Эпĕ чăвашла та аван ăнланатăп», - тавăрчĕ хайхискер. Савăнтăм, концерта пыма икĕ билет парса хăвартăм. Çулталăк пуçламăшĕнче Мускава Кивĕ Çĕнĕ çул ирттерме кайнăччĕ. Чĕнекенсем уява чăвашла çеç ертсе пымалли пирки асăрхаттарчĕç. Мускав чăвашĕсене каçхи 8 сехетрен пуçласа çур çĕр иртни 2-ччен пĕр чарăнми чăвашла выляттартăм, юрлаттартăм, ташлаттартăм. Тепрехинче Мускаври пĕр лавккара хаксене тишкерсе сасăпах ятлаçса тăратăп. Çурăм хыçĕнче хĕрарăм сасси янăраса кайрĕ: «Виктор Петров, сире мăкăртатма намăс мар-и?» Чăваш Мускавра та чăвашах.
- Чăваш хĕрарăмĕсене мĕнлерех хак паратăн?
- Концертсемпе спектакльсене куракансен 80 проценчĕ - хĕрарăм. Шеллетĕп вĕсене. Мăшăрĕсем ют çĕрте укçа ĕçлесе илнĕ вăхăтра хуçалăх, ачи-пăчи вĕсен хул пуççи çинче. Пирĕн пата килме те вăхăт тупаççĕ тата. В.Смирнов вĕрентекенĕм калани асрах: «Тутăр çыхнă хĕрарăмсем театра çÿресен эсир сцена çинче выляма, пурăнма пăрахмастăр». Ку - пурнăç чăнлăхĕ!
- Арçынсенчен хăш профессиллисем концертсене çÿремеççĕ?
- Таксистсем, полицейскисем, чиновниксем. Вĕсен пĕр сăмах: «Вăхăт çук». Пĕр таксиста тÿлевсĕрех билет пама тăтăм. «Мĕн тăватăп санăн билетупа? Мана укçа кирлĕ», - терĕ хайхискер.
- «Çамрăксен хаçатне» çырăнатăн-и?
- Паллах. Эпĕ чунпа яланах çамрăк. Мускавран вĕренсе килсен тÿрех «Хыпарпа» «Капкăн» çырăнтăм. Геннадий Медведев артист манран тĕлĕнчĕ: «Мĕн тăватăн «Капкăнпа»? «Эпĕ шÿт ăсти вĕт, манăн веçех пĕлмелле», - терĕм.
- Мускавра санпа пĕрле вĕреннĕ паллă артистсене уявра курайăпăр-ши?
- Татса калаймастăп. Вĕсем ытла та ĕçлĕ. Апла пулсан та Шупашкара икĕ хутчен килнĕ Дмитрий Харатьянпа кашнинчех ресторана кайса чуна уçса калаçрăмăр. Ăсталăха пĕрле туптанă Олег Меньшиковпа Александр Домогарова, ытти артиста, хаваслă вăхăта аса илтĕмĕр.
- Филармони пуçлăхĕсем санăн театрна «хĕстермеççĕ-и»?
- Мĕн эсĕ?! Филармони директорĕпе Николай Казаковпа пĕр шухăшлă эпир. Мана ялан: «Çĕнĕ шухăшлав, çĕнĕ ăнлантару, çĕнĕ сăнарсемпе çĕнĕ программа кирлĕ», - тет çирĕппĕн. Тĕрĕс калать. Вăхăт таппинчен юлма юрамасть. Ку паянхи пурнăç ыйтăвĕ. Халăха çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарасчĕ-ха.
Альбина ЮРАТУ калаçнă.