Ӳт илейми чěре суранě
1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнче кĕçĕн классем уява хатĕрленнĕ. Аслă классем вара каç енне ташă каçĕ ирттерме ĕмĕтленнĕ.
Çутă тумалли ятарлă электродвигатель вăл кун юсавлă пулман. Çавăнпа та çамрăксен кăмăлне хуçас мар тесе директор хушнипе физика учителĕ тата вуннăмĕш класри икĕ каччă ăна юсама тытăннă. Сарайĕнчен илсе кĕнĕ бензин бакĕн çурăкне паяльникпе çыпăçтарма шутланă. Çавăнпа малтан унти бензина витрене пушатнă. Сивĕ паяльнике кăмакара хĕртме тытăннă, анчах чĕрĕ вутă тивменнине кура бензин сапнă. Сасартăк çулăм хăвăрт хыпса илнĕ те витрери бензин тата пÿлĕм çунма тытăннă. Çухалса кайнă вĕрентекен чÿречерен сикнĕ. Йĕкĕтсем коридорпа урамалла чупса тухнă. Кĕçех çулăм концерт иртекен зала вирхĕнсе кĕнĕ... Пушарта 106 ачапа 4 вĕрентекен çунса вилнĕ.
Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă педагогсемпе ачасене халалласа кăçал та яланхиллех хурлăхлă митинг иртрĕ. Унта Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕн сотрудникĕсем, район, ял администрацийĕсен ĕçченĕсем, шкул ачисемпе педагогсем хутшăнчĕç.
Пушар хыççăн йывăрччĕ
- Ĕнер те Хуракасси, те Октябрьски шкулĕ çуннă. Никам та татăклăн калаймарĕ, - тенĕ институтра вĕренекен Ираида Трофимовна Николаевăна Сĕнтĕр-вăрри тăрăхĕнчи пĕр çын.
Ирăн чĕри йĕппе чикнĕн ыратса кайнă.
- Эп вĕреннĕ Хуракасси пĕлÿ çурчĕ-и? Пулма пултараймасть! - тенĕ пике усал хыпара йышăнаймасăр.
Тепĕр кунне вăл çул çинчи машинăна чарса Сĕн- тĕрвăррине ларса кайнă. Водитель тепĕр чарăнура ар çынсене лартнă. Лешсем ларкăчсем çине вырнаçсанах Хуракассинчи пушар пирки калаçма тытăннă.
- Илтнĕ хыпар тĕрĕсех иккен, хăрушă-ă-ă! - тенĕ сасăпах.
Сĕнтĕрвăрри хулинчен яла çуран çитнĕ Ира. Шел, çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă ачасемпе тата вĕрентекенсемпе сыв пуллашма ĕлкĕреймен вăл.
- Вăл вăхăта аса илес те килмест. Атте енчи тăван Луиза та çут тĕнчерен шăп çавăн чухне уйрăлнă. Хăй тĕпренчĕкне ĕмĕрлĕхех çухатнă инке кашни кунах уласа макăратчĕ. Çимĕк кунхине масар еннелле утнă чух ĕсĕклесех хÿхлетчĕ. Çăва çине кĕме вара çав тери йывăрччĕ. Пушарта çунса вилнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем чуна ыраттармалла сăмахсем каласа макăрнăран хамăн та пит тăрăх тăварлă куççуль юхатчĕ те юхатчĕ. Ăна ниепле те тытса чарма май çукчĕ. Инкек пуличчен хуларан яла хавас кăмăлпа пырса кĕреттĕм. Ара, урам ача-пăча сассипе илемлĕччĕ. Пушар хыççăн таврара шăплăх хуçаланма тытăнчĕ. 1962 çулта çĕнĕ шкула ĕçлеме килтĕм. Йывăрччĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ иртнĕ инкекшĕн пире, вĕрентекенсене, айăплама пăхатчĕ. Пуху ирттерме те çукчĕ. Вĕсен хушшинче харкашу, макрашу пуçланатчĕ те ним тумаллине пĕлейместĕмĕр. Çыннăн хуйхине ăнланаттăмăр, анчах нимпе те пулăшаймастăмăр-çке, - иртнине çаплипех чунне ыраттарса аса илчĕ ĕмĕрĕпе Хуракасси шкулĕнче педагогра тăрăшнă Ираида Трофимовна.
Пусма çине тумларĕ
тăварлă куççуль
Çатракасси шкулĕнче практикăра пулнă çамрăк вĕрентекен Маргарита Степановна Михайлова вăл кунхине ачасемпе концерта хатĕрленнĕ. Каçхине тăхăр сехетре:
- Хуракасси шкулĕ çуннă, - тесе телефонпа пĕлтерсен йăлтах вăйран кайнă вăл.
Тепĕр кунне ир-ирех вун пилĕк çухрăмра вырнаçнă тăван ялне васканă хайхискер. Утнă çĕрте утнă, чупнă çĕрте чупнă. Масар тĕлне çитсен кĕреçе йăтнă ар çынсене курнă та тăпах чарăннă. «Нивушлĕ вилни нумай», - шутланă сехĕрленсе аллине чĕри тĕлне тытса.
Шкул тĕлне çиçĕмле хăвăртлăхпа çитнĕ вăл. Унти ÿкерчĕке курсан куçĕ куççульпе тулнă... Пушарта çунса вилнисене пĕр рете йĕркипе вырттарса тухнă, педагогсене тепĕр йĕркене.
Çав каçхине пĕр чăлт куç хупмасăр Рита хĕр тусĕпе пурнăçран уйрăлса кайнă ачасемпе вĕрентекенсене тупăка вырттарма тум тир çĕленĕ.
- Ах, пусма çине куççуль шăпăртатса юхрĕ. Чĕтрекен алăсемпе кĕпе-юбка çĕлерĕмĕр. Ак каллех куç умне ним айăпсăр ачасемпе юратнă вĕрентекен Таисия Алексеевна Фомина тухса тăчĕ те пушшех ĕсĕклерĕм. Вăл тăваттăри ачипе, концерт курма пынăскер, пушартан тухайман-çке. Чун ыратăвĕ ĕмĕрлĕхех юлчĕ ĕнтĕ, - терĕ Маргарита Степановна Михайлова ассăн сывласа.
Пирĕн ачасене курмарăр-и?
Çиччĕмĕш класра ăс пухакан Василий Сергеев ыттисем пекех концерт курас ĕмĕтпе шкулалла васканă. Пÿлĕме çулăм вирхĕнсе кĕрсен шăв-шав пуçланнă. Вася та çав тери сехĕрленнĕ. Ытти ачасем хыççăн чÿ-рече еннелле ыткăннă вăл. Урамалла тухса ÿксен ал лапписене кантăк кĕрсе ларнине, хăлхисем пиçсе кайнăран ыратнине туйса илнĕ. Ăна-кăна пăхмасăрах пĕр чарăнми килнелле чупнă. Пÿрте кĕрсен шăллĕ пирки ыйтнă, вăл та, пушартан хăтăлса тухнăскер, пиçсе суранланнă иккен.
- Çак хăрушă кун манăн хуняма, Варвара Федоровна Григорьева, пулăшу ыйтса кăшкăракан чылай ачана кантăкран туртса кăларнă. Кайран хăйĕн тĕпренчĕкĕсене шырама тытăннă. Тĕл пулакана: «Пирĕн ачасем куç тĕлне пулмарĕç-и?» - тесе пăлханса ыйтнă. Шел, Гальăпа Альăн тата Надьăн шăписем синкерлĕ пулса тухнă. Вĕсем вут-çулăм аллинчен вĕçерĕнеймен. Ман мăшăра, Людмилăна, Толя Гаврилов вилĕмрен çăлнă. Хурлăхлă митинга кашни çулах килетчĕ Варвара Федоровна. Кайран чирлерĕ, тухса çÿрейми пулчĕ. Икĕ çул каялла, сакăр вун тăхăр çула çитсе, çĕре кĕчĕ. Çак çул хушшинче вăл кашни кун кăна мар, кашни минутра хĕрĕсене аса илнĕ. Çывăрма выртсан та вĕсен ячĕсене асăнса макăрса выртатчĕ. Пысăк хуйха епле чăтса ирттернине пĕр Турă анчах пĕлет ĕнтĕ, - куççульне хытарса аса илчĕ Василий Сергеевич Сергеев çав хурлăхлă куна.
Полковник та макăрчĕ
Валерий Максимов чирленĕрен шкула кайман. Пушар хыççăн хăйне начар туйнине пăхмасăрах шкулалла чупнă. Çĕр çине черетпе вырттарса тухнă ачасене курсан çав тери пăлханса кайнă виççĕмĕш класс ачи. Пĕрле вĕреннĕ тусĕсем те ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнине ăнланса илсен макăрсах янă. Вĕсен класĕнчи 29 ачаран çиччĕн çеç чĕрĕ юлнă, ыттисем вут-кăвар аллинчен ниепле те çăлăнса тухайман.
- Паянхи пек ас тăватăп, таврара çын хĕвĕшет. Пурте чуна ыраттармалла кăшкăрса макăрнăран кам мĕн калаçнине те илтме йывăр. Ашшĕ-амăшĕ ачисене шыраса унталла та кунталла чупать. Медицина ĕçченĕсемпе полици çыннисен те пĕр канăç çук, пурте пушарта суранланнă ачасене пулăшу парас тесе ăшталанаççĕ. Хамран инçех мар, чунĕсем тухнă ачасен умĕнче, полици полковникĕ ĕсĕклесе макăрнине куртăм та пушшех нимле мар пулса кайрăм. Куççуль юхрĕ те юхрĕ, пĕр чарăнми, - терĕ Валерий Сергеевич Максимов куççульне шăлса.
Иртнĕ вăхăта аса илме
юратмастчĕ пичче
Мускавра пурăнакан Людмила Витальевна Баринова тăван шкулне килмессерен ачасемпе тĕл пулу ирттерет. Çимĕк- ре те тăван тăрăхĕн- че пулма тă- рăшать. Пушартан çăлăнса тухайманнисен вил тăприйĕ-сем патне те çитсе килет.
- Ман пичче Гена виççĕри шăллĕне те концерта илсе каясшăн пулнă, анчах пĕрле парса яман ăна аслисем. Пÿлĕмре çулăм алхасма тытăнсан пичче тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса кайнă та тăнне çухатнă. Хăйне кантăкран кам урамалла кăларса пăрахнине те ас тумасть. Тăна кĕрсен: «Анне-е-е!» - тесе кăшкăрса килелле чуптарнă. Унăн пуçĕ çуннă. Çав вырăнти ÿчĕ студень пек силленсе тăнă. Атте пĕр тăхтамасăр ăна Шупашкар больницине леçнĕ. Пĕр класра вĕренекен Света Ивановăн аппăшĕпе виçĕ пиччĕшĕ ниепле те хăтăлайман вут-кăвар аллинчен. Аттен пиччĕшĕсен, Михаилпа Владимирăн, хĕрĕсем те инкеке пулах çут тĕнчерен уйрăлнă. Эп ас тăвасса, пичче çав инкек пирки пачах та калаçма юратмастчĕ. Ăна питĕ лайăх ăнланаттăмăр, иртнине, хăй куçĕпе курнăскере, аса илме питех те йывăрччĕ, - тет Людмила Витальевна.
Мускава – сипленме
- Йывăр пиçсе суранланнисене сипленме Мускава ячĕç. Çав шутра эпĕ те пултăм. Сурансем чăтмалла мар ырататчĕç, ырă кăмăллă тухтăрсене пула пĕчĕккĕн сывалса пытăмăр. Хулана чÿк уйăхĕнче кайнăскерсем ака уйăхĕн вĕçнелле киле таврăнтăмăр. Ялти çынсем унчченхилле хаваслă мар, пурте хурлăхлă çÿреççĕ. Ачисене ĕмĕрлĕхех çухатнă ашшĕ-амăшĕ пире курсан каллех ĕсĕклесе макăрма тытăнчĕ. «Ах, эсир таврăнтăр-ха! Пирĕн тĕпренчĕксем вара нихăçан та пÿрт алăкне уçса: «Атте-анне, эпир киле çитрĕмĕр!» - тесе калаяс çук. Вĕсене чĕртсе тăратас тесе тем пама хатĕр эпир, - ĕсĕклерĕç вĕсем пĕр чарăнми. Вĕсен сăмахĕсем хамăр чуна та ыраттаратчĕç. Пĕрле вĕренекенсене урăх нихăçан та кураймастпăр тенине пĕрре те ĕненес килместчĕ... Унтанпа шыв-шур нумай иртрĕ, анчах чĕре суранĕ ниепле те ÿт илеймест, - тет Евгений Георгиевич Игнатьев пăшăрханса.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ,
Хуракасси.