КИЛТИ АПТЕЧКĂНА ТĔПЛĔ ТĔРĔСЛЕМЕЛЛЕ
Килти аптечкăна тĕрĕслесех тăмалла. Тен, хăш-пĕр эмелĕн усă курмалли вăхăчĕ иртнĕ, тÿмеллисем тĕпренме пуçланă, сироплисем йÿçĕхнĕ. Çакăн пек эмелсем сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Пăсăлнин паллисем
Медикаментсен усă курмалли вăхăчĕсĕр пуçне тĕсĕ, калăпăшĕ, çăралăхĕ пур. Вĕсем улшăннă тăрăх эмел пăсăлнине палăртма пулать.
Тÿме. Çуркаланнă, тĕпренекен тÿмесемпе тимлĕ пулăр. Аннотацире кăтартнă тĕсĕ улшăнман-и тата? Улшăннă тăк сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулма пултараççĕ.
Капсула. Арканнă, çемçелнĕ, пĕр-пĕрин çумне çыпăçса ларнă капсулăсемпе усă курма юрамасть.
Куç, сăмса, хăлха тумламĕсем, ытти шĕвек. Пăтранни, савăт тĕпне е стенки çине сийленсе ларни, тĕсĕ е шăрши улшăнни сиплеве юрăхлă мар.
Маç, линимент, çурта. Линимент - тулаш сиплев валли усă куракан шĕвĕ маç, тĕслĕхрен, Вишневский маçĕ. Ыттисенчен вăл ÿт температуринче ирĕлнипе уйрăлса тăрать. Маçсемпе линиментсен пăсăлсан çăралăхĕ улшăнать, шывланать, кăмалексем, пĕрчĕсем пулса каяççĕ, тĕсĕ япăхать. Çурта вара çуркаланать, витĕмĕ сиенленет, тĕсĕпе шăрши улшăнаççĕ.
Юрăхлă вăхăчĕ
Эмелпе усă курма юранă вăхăта ятарласа палăртаççĕ, упаковка çине çырса хураççĕ. Управ вăхăчĕ иртсен эмел наркăмăша куçать. Çавăнпа питĕ тимлĕ пулмалла. Юрăхсăра тухнă эмелпе усă курса сиенленнĕшĕн пациент хăй кăна яваплă.
Ăçта упрамалла
Эмеле упрамалли йĕркесене упаковка çинче тата инструкцире палăртнă. Ытларах икĕ режимпа усă кураççĕ: пÿлĕм температури /17-22 градус ăшă/ тата сулхăнрах температура /5-15 градус ăшă/. Сивĕтмĕше формипе пахалăхне упрама кирлĕ çуртасене, маçсене тата укол тумалли хăш-пĕр препарата хураççĕ. Вĕсем валли уйрăм çÿлĕк пулсан лайăхрах, апат-çимĕçпе юнашар тытмалла мар. Унсăр пуçне препаратсене полиэтилен хутаçпа сивĕ тытакан, анчах шăнтса яман çÿлĕк çинче упрамалла. Çак условисене пăхăнмасан эмел сиплес вырăнне сиенлеме пултарать.
Комментировать