Комментировать

22 Ноя, 2013

СĔТЕКЛĔ АПАТ - ВИТАМИН ÇĂЛ КУÇĔ

Тырăпа пĕрлех килти кайăк-кĕшĕке витаминпа пуян ытти тĕрлĕ çимĕçсене те хушса памалла. Вĕсем кайăк вар-хырăмне лайăхрах ĕçлеме, сывлăхне çирĕплетме, продуктивлăхне ÿстерме пулăшаççĕ.

Çĕр улми - тырăран хатĕрленĕ çимĕçсене ылмаштарма пултарать. Унра крахмал углевочĕсем нумай, кайăксен организмĕ вĕсене лайăх йышăнать. Ăна кайăк-кĕшĕке, тĕпрен илсен, пĕçерсе, ытти апат-çимĕçпе пĕрле хутăштарса памалла. Çамрăк чăх-чĕп рационĕнче ун виçи 5-7 процент кăна пулмалла. #ссе пынă май ун виçине 20 процента çити хушма юрать. Çитĕнсе çитнĕ кайăк-кĕшĕке вара 50 процент чухлех пама юрать.

Сахăр кăшманĕнче сахăр виçи 16-20 процент чухлĕ шутланать. Ăна пĕçерсе те, чĕрĕлле те ытти çимĕçсемпе пĕрле памалла. Çак çимĕçе çимешкĕн кайăксене майĕпен, рациона çĕр улми виçи пекех, пĕчĕкшерĕн хушса пырса хăнăхтармалла.

Сарă кавăн - паха сĕтеклĕ апат. Унра сахăр, каротин, В ушкăнри витамин пур. Ăна эрнери чĕпсен рационне 3-5-шер грамм виçепе чĕрĕлле, вĕтетсе памалла. Чĕпсем ÿснĕ май кавăн виçине те пысăклатма юрать.

Ешĕл курăк, çамрăк клевер, люцерна, вĕлтрен, мăян, серте - каротинпа, витаминпа, ытти тутлăхлă япаласемпе пуян çăл куç шутланаççĕ. Вĕсене чĕрĕлле кăна памалла, мĕншĕн тесен упранă чух ешĕл апат хĕрсе каять, унри витаминсем чакаççĕ, нитратсем пухăнаççĕ.

Чăх-чĕпе çак апатсене мĕн пĕчĕкрен, пĕчĕкшер виçепе памалла. Каярахпа вĕсен виçине талăкра кашни чĕп пуçне 10 грама çитерме юрать. Шыва юратакан кайăксене, уйрăмах хурсене ăна ытларах, кунне кашни хур пуçне 400-500 грамм пама юрать. #ссе çитнĕ хурсем талăкра 2 килограма яхăн ешĕл апат çисе яма пултараççĕ.

Купăста çулçи - кайăк-кĕшĕкшĕн паха апат шутланать. Унра В1 тата В2 витаминсем нумай. Çавăн пекек аминокислотасем те пур, вĕсем кайăк-кĕшĕке паха тĕк-мамăклă тăваççĕ.

Кăшман, кишĕр çеçкипе те чăх-чĕпе тăрантарнă чух ирĕклĕ виçепе усă курма юрать.

Кишĕр - пур йышши кайăк-кĕшĕкшĕн те паха витамин апачĕ шутланать. Ăна чĕрĕлле, вĕтетсе чĕпсене - 5 процент, ÿссе çитнĕ кайăк-кĕшĕке 15-20 процент чухлĕ памалла.

Витаминлă курăк çăнăхĕ - хĕллехи вăхăтра чăх-чĕпшĕн организма витаминсемпе пуянлатма пулăшакан паха апат шутланать. Ăна клевера, люцернăна, пĕр çул ÿсекен пучахлă курăксене искусственнăй майпа типĕтсе хатĕрлеççĕ. Кайăксен рационне 3-7 процент чухлĕ хушма юрать.

Типĕтнĕ вĕлтрен - хĕллехи вăхăтра тăрантармалли паха витамин апачĕ. Унăн çамрăк хунавĕсене пĕчĕк çыхăсем туса тĕттĕм çĕрте çакса тимĕтмелле. Ăна витаминлă курăк çăнăхĕ пекех виçепе тăрантармалла.

Хăш-пĕр хуçалăхра витамин апачĕ вырăнне хыр-чăрăш лăссисемпе те усă кураççĕ. Вĕсене кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра хатĕрлемелле. Лăсă турачĕсене сентресем çине хурса темиçе кун тытмалла. Çав вăхăтра туратсем типеççĕ, йĕпписем тăкăнаççĕ. Вĕсене пухса вĕтетмелле /авăртмалла/. Ăна кайăк-кĕшĕке пĕтĕмĕшле рациона 2-3 процент чухлĕ хушса памалла.

Витамин апачĕ вырăнне хурăн, çăка, ăвăс, çирĕк тата ытти йывăçсен милĕкĕсемпе те усă курма юрать. Вĕсен çулçисенче витаминсем, белоксем, усăллă ытти тутлăхлă япаласем нумай. Милĕксене çу варриччен хатĕрлемелле. Вĕсене вĕлтрен пекех типĕтмелле. Кайăк-кĕшĕке париччен вĕсене çулçисем çемçелмешкĕн шывра ислетмелле.

Апат тутине лайăхлатмашкăн, тутлăлăхне пуянлатмашкăн апата малтан тĕплĕн хатĕрлемелле, чĕрĕ ешĕл апата тата тымар çимĕçе лайăх вĕтетмелле* клетчаткăпа пуян тырра /сĕлĕ, урпа/ лайăх вĕтетнĕ хыççăн аламалла /чĕпсене панă чух/. Тырă хутăшне çĕпрелентерме, тырра калчалантарма та юрать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.