“Çамрăксен хаçачĕ” çĕнĕ туссем тупрĕ
«Çамрăксен хаçатне» Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те çырăнса илеççĕ. Çавна май «ÇХ» ĕçченĕсем тулашри чăвашсем патне çитме, вĕсемпе тĕл пулусем ирттерме тытăнчĕç. Нумаях пулмасть корреспондентсем Тутарстанри Çĕпрел районĕнче пулчĕç. Хальхинче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районне çула тухрăмăр.
Кивĕ Улхаш шкулĕнче ăс пухакан ачасемпе, вĕрентекенсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Чăваш Республикинчи хуласенче кăна мар, хăш-пĕр ялти пĕлÿ çуртĕнче те вырăс чĕлхи «хуçаланнине» курма тÿр килет. Кивĕ Улхаш шкулĕнче чăваш сăмахĕ янăрани чуна çĕклерĕ. Учительсем пĕлтернĕ тăрăх - ял çыннисем ытларах Чĕмпĕр облаçĕнче тухса тăракан «Канаш» хаçата çырăнса илеççĕ. Ачасем /тĕрĕссипе, аслă ÿсĕмри хăш-пĕр çын та/ чăвашсен пĕрремĕш, тĕп хаçачĕ «Хыпар» пулнине ку таранччен пĕлмен. Ун çумĕнче тухса тăракан кăларăмсем пирки вара илтмен те. Хаçатсене валеçнĕ чухне вĕренекенсем тупăшса тенĕ пек алă тăсрĕç /пурне те чăваш кăларăмĕ кирлĕ/, кăсăкланса тишкерчĕç. Ачасем, учительсем кăларăмсемпе паллашнă вăхăтра чăваш эстрадин çамрăк юрăçисем Галина Алексеевăпа Николай Ключников илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Чуна хăпартлантараканскерсем куракансен кăмăлне кайрĕç. Çакна залра ларакансем тăвăллăн алă çупни çирĕплетрĕ. Концерт хыççăн вĕренекенсем, учительсем «Çамрăксен хаçатне» тата ытти кăларăма 2014 çулăн I çурри валли çырăнчĕç. Çитес çултан вĕсем кăларăмсене класĕпех шĕкĕлчĕç. Улхаш ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем те чăваш хаçачĕсемсĕр юлмарĕç. Вĕсем те «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене алла пĕрремĕш хут тытса курчĕç.
Кивĕ Улхашран Чăвашкассине çитрĕмĕр. Кунти тарават халăх пире ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çак таранччен кунта та «Çамрăксен хаçачĕ» пирки чылайăшĕ пĕлмен. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: Интернет тымар янă май çамрăксем хаçат-журнал алла тытасшăн мар. Клуба ытларах аслă ÿсĕмрисем пухăннăччĕ. Чим-ха, 70 çултисем те чунĕпе çамрăк темеççĕ-и? Çапла-çапла, Чăвашкассисем «Çамрăксен хаçатне» ăмăртмалла тенĕ пек çырăнчĕç. Тепĕр тесен, кăларăм пурне те пырса тивекен çивĕч ыйтусене хускатать. Тухтăр айăпĕпе пĕчĕк ача пурнăçран уйрăлни пĕтĕм халăх хуйхи мар-и? Усал шыçăпа аптăракан хĕрарăм пуç усмасăр малалла талпăнни, сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине пăхмасăр варта тĕвĕленнĕ ачине кун çути парнелени ыттисене йывăрлăхсене парăнтарма вăй-хăват паракан тĕслĕх мар-и? «Эсир хăвăр республика çинчен кăна çыратăр», - тенине илтме тÿр килчĕ. Çук, йăхташăмăрсем, «Çамрăксен хаçачĕ» хăйĕн тусĕсемпе яланах çыхăну тытнă, малашне те çак йăлана пăрахăçламĕ. Чăвашкассисем «Çамрăксен хаçатне» çырăннă май чăваш эстрадин çамрăк юрăçисен концерчĕпе киленчĕç. Ял халăхĕ «çăлтăрсем» фонограммăсăр юрланине, купăс каланине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, пĕрле шăрантарчĕç. Кăларăм Чăнлă районĕнче çĕнĕ юлташсем тупрĕ. Унччен Улхаш ял тăрăхĕнче «Çамрăксен хаçатне» 1-2 çемье çеç çырăннă пулсан халĕ йыш самаях хушăнчĕ. 2014 çулăн I çурринче 28 çемье «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене алла тытĕ. Вĕсенчен 24-шĕ «Çамрăксен хаçатне» шĕкĕлчĕ. Эппин, юлташсем, Чăнлă районĕпе «Çамрăксен хаçачĕн» туслăх кĕперĕ малашне тата вăйлăрах çирĕпленĕ.
Хаçат-журнал чуншăн апат вырăнĕнче. Чăваш çынни чăваш хаçатне вуламаннине çăлтăрсăр тÿпепе танлаштарас килет. Çăлтăрсем каçхи тÿпене илем кÿреççĕ. Чăваш хаçачĕ вара чăвашлăха упрама май парать. Чăваша чăвашлăх илем кÿрет. Эппин, çырăнăр, вулăр! «Çамрăксен хаçачĕ» çĕнĕ туссемпе паллашма, çав вăхăтрах киввисемпе те çыхăнăва çирĕплетме хавас.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.