Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕсем… республика тулашĕнче пурăнаççĕ
Ÿссе çитсен, кайăк чĕпписем пек, пурте атте-анне килĕнчен вĕçсе тухса каятпăр. Ачаран тĕвĕленнĕ пуçра çак шухăш. Анчах та манăн, ах, каяс килместчĕ хулана. Çук, çывăх çыннăмсен хÿттинче ăшă та хăтлă пулнипе кăна мар. Вулакан пуçне темĕн чухлĕ çĕмĕрсен те сăлтавне тупаяс çук, çавăнпа асаплантармасăр тÿрех калам — йăлтах… ĕнепе çыхăннă. Ара, хулари хваттерте усраймастăн вĕт-ха ăна. Сĕт-турăхне, чăн та, лавккара та туянма пулать-ха, апла тăк, ĕнине усрамасассăн та юрать. Анчах та ырри, ĕне ырри! Ăна лавккара сутмаççĕ. Эпĕ вара ăна вилсе каясла юрататăп.