Комментировать

18 Окт, 2019

Тимĕр вăййи вăйлисем валли

Ыран, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир старт илет.

Унăн кун-çулĕ 1984 çулта пуçланнă. Пирвайхи ăмăртусенчех лайăх çитĕнÿсем тунă Елчĕкри Анатолий Горшковпа Юрий Карпов, Тăвайри Альфред Пимулин, Улатăрти Валерий Притуленко, Патăрьелти Борис Глинкинпа Станислав Белков, Канашри Владимир Понихидкинпа Владимир Симень, Куславккари Сергей Кириллов тата ыттисем паллă çынсем пулса тăнă. «Хыпар» турнирĕ вĕсене пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче тупăшмашкăн çул уçса панă. Пăхаттирсем тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă.
2003 çултанпа турнирта хĕрарăмсем вăй виçеççĕ. Ку ушкăнра Любовь Эллина /Семенова/, Алина Иванова, Джанита Павлова /Щербина/, Алевтина Евграфова тата ыттисем палăрнă. Малтанхи çулсенчех турнира тĕрлĕ регионтан килнĕ спортсменсем хутшăннă. Чăваш çĕрĕ çинче Хусан, Йошкар-Ола, Чĕмпĕр, Киров тата ытти хула спортсменĕсем пĕрре мар тупăшнă.
2017 çулта «Хыпар» турнирĕ тепĕр хут вăй илчĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт календарьне кĕртрĕç. Помост çине тухакансем ятарлă норматива пурнăçласан Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçееççĕ. Пĕлтĕр Шупашкара 12 регионтан 220 спортсмен килнĕччĕ. Вăл та кăсăклă самантсемпе палăрса юлчĕ.
Акă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн магистранчĕ Анастасия Александрова 24 килограмлă кире пуканне 184 хут çĕклесе республика рекордне çĕнетрĕ, спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Санкт-Петербургри Анастасия Лазарева «Хыпар» турнирĕнче пĕрремĕш хут 24 килограмлă икĕ снаряда тĕртсе тĕлĕнтерчĕ. Сăмах май, Питĕр команди ăмăртура икĕ çул чи вăйли пулнине çирĕплетрĕ. Ыран та вĕсем помост çине тухĕç.
85 килограмран йывăртарах арçынсен ушкăнĕнче хăйĕнчен чылай аслă пăхаттирсене парăнтарса абсолютлă чемпион ятне Кировран килнĕ 17-ри Егор Демышев çĕнсе илчĕ. Кăçалхи турнира Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă. Унта çĕнĕ çăлтăрсем çураласса, çĕнĕ рекордсем пуласса шанатпăр.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.