Архив - 29 Окт, 2019

Çапла ят панă юбилей каçне СССР халăх артисчĕ, Раççей, Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев иртнĕ эрнекун тăван театрĕнче йĕркеленĕскере.

Интернет пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Унпа хулара çеç мар, ялта пурăнакансем те анлăн усă кураççĕ. Акă Елчĕк районĕнчи Курнавăшри вăтам шкулта вĕренекенсем интернет урлă мĕн-мĕн тума май пурри, унăн лайăх тата япăх енĕсем пирки ыттисене те ăнлантараççĕ.

Пĕр хуларан теприне ĕçе маршруткăпа çÿретĕп. Çул çинче çур сехет ытла иртет. Салонри пассажирсене сăнатăп, пурин те аллинче — телефон. Пĕрисем наушникпе юрă-кĕвĕ итлеççĕ, теприсем соцсетьсенче тем шыраççĕ, виççĕмĕшĕсем юлташĕсем патне СМС-çыру вĕçтереççĕ. Тăваттăмĕшĕсем интернетри хыпар-хăнарпа паллашаççĕ, çанталăк мĕнле пулассипе кăсăкланаççĕ. Çав вăхăтрах пĕри те чÿречерен пăхмасть, çут çанталăк илемĕпе киленмест. Пурте виртуаллă тĕнчере... Ку ыйту шухăша ячĕ, хаçат страницинче сăмах пуçарма хистерĕ.

Шăматкун Елчĕк районĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Уяв умĕн район ертÿлĕхĕ тата вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем «Победа» хуçалăхра вăй хуракансене саламлама пуçтарăнчĕç. Сăлтавĕ пур: çак кун кунта 400 пуç ĕне усрамалăх ферма хута кайрĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ.

Пĕчĕк ачасем шахмат кÿлеписене унталла-кунталла вăр-вар куçарнине пăхса тăма уйрăмах кăсăклă пулчĕ…
Ку ачасем — Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсем. Вĕсем эрнере пĕр хутчен иртекен уроксенче шахмат вăййин вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Шахмат шкулĕ кунта кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ĕçлеме пуçланă.

www.hypar.ru