Чăнлăхран хăраса виртуаллă тĕнчене лекеççĕ

29 Окт, 2019

Пĕр хуларан теприне ĕçе маршруткăпа çÿретĕп. Çул çинче çур сехет ытла иртет. Салонри пассажирсене сăнатăп, пурин те аллинче — телефон. Пĕрисем наушникпе юрă-кĕвĕ итлеççĕ, теприсем соцсетьсенче тем шыраççĕ, виççĕмĕшĕсем юлташĕсем патне СМС-çыру вĕçтереççĕ. Тăваттăмĕшĕсем интернетри хыпар-хăнарпа паллашаççĕ, çанталăк мĕнле пулассипе кăсăкланаççĕ. Çав вăхăтрах пĕри те чÿречерен пăхмасть, çут çанталăк илемĕпе киленмест. Пурте виртуаллă тĕнчере... Ку ыйту шухăша ячĕ, хаçат страницинче сăмах пуçарма хистерĕ.

Черетре тăнă чухне, кафере, общество транспортĕнче, пĕр сăмахпа — кирек ăçта та, пĕр ÿкерчĕк: çамрăксем те, аслăраххисем те телефон, планшет экранĕ çине пăхса лараççĕ. Ушкăнри яшсем пĕр-пĕринпе калаçас вырăнне телефонне пускаласа пынине сăнама питĕ кичем. Общество транспортĕнче паян наушниксĕр çынна сайра тĕл пулатăн. Хула урамĕсенче хирĕç килекен кашни çыннах мобильлĕ телефонпа калаçать. Çынсем паян таврара мĕн пулса иртнине курма пăрахрĕç, шухăшлама манчĕç, ун валли вăхăт та çук вĕсен.
«Гаджет — çын пурнăçне çăмăллатмалли тата çĕнетмелли пысăк мар хатĕр», — ăнлантарнă гаджет пирки Википедире. Гаджетсем пирĕн пурнăçа чăннипех çĕнетеççĕ-ши? Паллах, гаджет кирлĕ информацие хăвăрт тата çăмăллăн тупма май парать. Темиçе çул каялла пирĕн пĕр-пĕр ыйтăвăн хуравне тупас тесен библиотекăна каймаллаччĕ е килте компьютер умне лармаллаччĕ. Халĕ интернет яланах алă айĕнче. Çавна май кирек мĕнле ыйтăва та çакăнта, çак самантра татса пама пулать. Гаджет пулăшнипе тавра курăма аталантарма, ăс-хакăла ÿстерме май пур. Лекци итлеме, ютубра урок пăхма, кĕнекене кирек ăçта та, кирек хăш самантра та вулама пулать. «Пăкăсенче» тăтăш ларакансемшĕн меллĕ ку. Гаджетпа паллă пĕр-пĕр пулăма сăн ÿкерттерме е камерăпа видео ÿкерме аван. Чăнах та, меллĕ. Мобильлĕ çыхăну тата интернет урлă кирлĕ çынпа часах çыхăнма, ĕçлĕ хутшăну йĕркелеме, çав вăхăтрах харпăр пурнăçа майлаштарма, савни е мăшăр тупма пулать. Гаджетсемпе усă куракансенчен нумайăшĕ пĕчĕк çак хатĕрĕн тыткăнне кĕрсе ÿкет. Кун каçа почтăна çĕр хутчен тĕрĕслет, социаллă сетьсенчи хыпарсен лентине пăхса тухать, инстаграмри сăн ÿкерчĕксене пахалать, лайк лартать, комментари çырать. Е хăйĕн черетлĕ сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарать. Кайран комментари хушăнман-ши тесе темиçе те кĕрсе пăхать. Илĕртмĕш çак гаджетпа ирттернĕ мĕн пур вăхăта пĕрле шутласан çын кунне темиçе сехет ним усăсăр иртнине ăнланса илетĕн. Пурнăç вара иртсе пырать. Виртуаллă тĕнче авăрне путсах пыратпăр. Пĕлĕшсемпе, юлташсемпе тĕл пулса, курнăçса сăмах вакламастпăр, вĕсемпе вайбер, ватсап йыш-ши мессенджерсенче калаçатпăр, çĕнĕ çынсемпе паллашу сайтĕнче хутшăнатпăр. Маларах эпир гаджетпа ĕç е вĕренÿ хыççăн кăна усă курнă, халĕ унсăр пĕр минут та пурăнаймастпăр. Унсăр алăсăр пекех. Телефон пĕр-пĕр кун килте юлтăр-ха: ай-тур, тĕнче пĕтет! Киле таврăнатăн та — çырса, шăнкăравласа тултарнă… Маларах телефон-гаджетсăр мĕнле пурăннă-ши тесе шухăшласа илетĕн вара.
Пассажирсем телефонпа айкашни юрĕ-ха, водительсем те руль умĕнче чухнех мобильникпе калаçса, СМС-çыру çырса пыни чăннипех хăрушă. Вĕсем çынсене илсе çÿреççĕ вĕт. Апла вĕсен пурнăçĕшĕн яваплă. Шкул ачисене урок вăхăтĕнче телефонпа усă курма чарасси пирки нумай калаçаççĕ. Çул-йĕр çинче авари нумай пулнине шута илсе рейсри водительсене те телефонпа калаçма чармалла. Шутсăр кирлĕ чухне кăна усă куртăр вăл унпа.

Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.