Комментировать

29 Окт, 2019

«Тамăк витисенчен» «ăслă фермăсем» патне

Шăматкун Елчĕк районĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Уяв умĕн район ертÿлĕхĕ тата вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем «Победа» хуçалăхра вăй хуракансене саламлама пуçтарăнчĕç. Сăлтавĕ пур: çак кун кунта 400 пуç ĕне усрамалăх ферма хута кайрĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ.
«Победа» — мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе, сĕт суса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес, пысăк тухăçлăх илес, ĕç вырăнĕсем йĕркелес, тивĕçлĕ шалупа тивĕçтерес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Николай Головин ертсе пыракан предприяти 2017 çулта ĕнесене пăрулаттармалли вите хăпартнă, халĕ акă 400 пуç выльăх усрамалли ферма хута ячĕ. Кунта пур услови те пур. Хăтлă витере таса, çутă, ăшă, пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ. Ĕне сумалли залра — хальхи вăхăтри «ăслă» оборудовани. Тĕслĕхрен, вăл маститпа чирлĕ ĕнене сăвăм пуçламăшĕнчех тупса палăртать, хăйĕн ĕçне блокласа лартать. Çапла майпа чирлĕ ĕнен пĕр тумлам сĕчĕ те пахалăхлине вараласа ĕлкĕреймест. «Кĕтÿ ĕçне йĕр-келекен» программăн ĕçĕ те хăйне евĕрлĕ: выльăх çинчи мăйкăчран компьютер çине тĕрлĕ кăтарту килет. Вĕсем тăрăх ĕне мĕн чухлĕ сĕт панине, чупасшăн пулнине, мĕн чухлĕ апат çинине тата ыттине пĕлме пулать. Çапла майпа ĕне сывлăхĕ, унăн организмĕнчи улшăнусем — алă тупанĕ çинчи пекех.
— «Тамăк витисем» пурччĕ, вĕсенче ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Хальхи вăхăтра пур витери ĕçе те автоматизациленĕ, пĕтĕм услови пур. Паянхи кун хуçалăхра пĕр пин ытла мăйракаллă шултра выльăх, ĕнесен шучĕ — 310. Талăкра вăтамран 22 килограмм сĕт суса илетпĕр. Хуçалăхри вăтам ĕç укçи 23 пин тенкĕпе танлашать. Планра — продукцие ÿстерсе пырса шалăва хăпартасси, — палăртрĕ хуçалăх ертÿçи.
Райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин савăк кăмăл-туйăмне пытармарĕ.
«Ĕне сĕчĕ — чĕлхи çинче», — тесе ахальтен каламан ваттисем. «Победа» хуçалăхра та выльăха апатлантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
— Ирхи 3 сехетре çулатпăр, валем тăватпăр, тавăратпăр, тепĕр кун ирхи 2-3 сехетре преслама тухатпăр, — çуллахи кунсенче утă епле хатĕрлени пирки каласа кăтартрĕ Николай Головин. — Улăм туракан, выльăх апачĕ салатакан техника туянтăмăр кăçал. Чи малтан сĕт вăйлă паракан ĕнесене апатлантаратпăр. Юлнă апата çамрăккисем патне çитеретпĕр. Сĕтлĕ выльăх умĕнче талăкра 24 сехет апат тăрать. Апат соди паратпăр, вăл вар-хырăма аван ĕçлеттерет. Сĕт лайăх патăр тесен ĕнене яланах çителĕклĕ çитермелле.
Сергей Артамонов çĕнĕ ферма уçăлни хуçалăх ĕçченĕсемшĕн кăна мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри хăш-пĕр кăтарту çинче чарăнса тăчĕ:
— Пĕлтĕр пĕр ĕнерен çулталăкра 5 пин çурă литр суса илнĕ пулсан кăçал 6 пинрен те ирттеретпĕр. Республикăн хальччен кун пек кăтарту пулман. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çакăн пек фермăсем хута кайнипех продуктивлăх ÿссе пырать. Республикăра 8 тата 9 пин ытла литр сĕт суса илекенсем пур. Пурин те çак кăтарту патне туртăнмалла. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.