Тĕрĕс сăрланни илеме палăртма пулăшать

17 Окт, 2019

Хăш-пĕр хĕр-хĕрарăм сăрланмасăр ĕçе мар, çÿпĕ тăкма та тухмасть. Çапах халĕ пит-куçа сăрламасăр çÿресси модăна кĕчĕ. Тĕнчипе паллă «çăлтăрсем» хĕрарăмăн çут çанталăк панă илемне кăтартма хистесе макияжсăр сăн ÿкерчĕкĕсене соцсете вырнаçтараççĕ. Чылайăшĕ палăртать: пит-куçа тĕрĕс сăрлани илеме палăртма пулăшать çеç. Халĕ мĕнле макияж модăра? Кашни хĕр-хĕрарăмăн косметичкинче мĕн пулмалла? Çак тата ытти ыйту тавра Екатерина АЛЕКСАНДРОВА визажистпа калаçăпăр.

Модăран юласшăн мар

Катя, эсĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика факультетĕнче ăс пухнă. Халĕ вара илем индустрине куçнă — визажист, маникюрист, бровист, стилист эсĕ. Çак профессисене суйлама мĕн хистерĕ?
— Çапла, университетра илнĕ профессипе эпĕ пĕрре те ĕçлемен. Макияж тăвасси ачаранпах кăсăклантарнă. Чун киленĕçĕ пулнă вăл маншăн. Кайран ĕç пулса тăчĕ. Ку енĕпе саккăрмĕш çул тăрăшатăп. Тĕрлĕ курсра вĕренсе ăсталăха туптарăм. Малтанах хĕр-упраçа килте йышăнаттăм, халĕ — студире. Качча каякан хĕрсен пит-куçне сăрлатăп, унсăр пуçне нюд /нюдо-вый/, кăнтăрлахи, каçхи, «смоки», Голливуд макияжĕсем тăватăп.
Этемлĕхĕн черчен пайĕн илемне мĕнле палăртмаллине никамран лайăх пĕлетĕн. Çак тапхăрта мĕнле макияж модăра?
— Халĕ нюд макияж анлă сарăлнă. Ăна пит çинче асăрхаймăн та. Çут çанталăк панă чиперлĕхе кăшт çеç палăртать вăл. Ытларах çутă тата ÿт тĕслĕ теньпе усă кураççĕ. Унсăр пуçне «стрелка» ÿкересси модăра. Куç формине пăхса ÿкереççĕ ăна. Анчах «стрелка» пурне те каймасть. Çакна палăртам: куç хупанки йăтăнса тăра-кан хĕр-хĕрарăмăн ку мелпе вуçех усă курмалла мар.
Макияжра чи пĕлтерĕшли мĕн?
— Чиперлĕхе палăртасси. Паллах, ку çын ăçта, мĕнле мероприятие кайнинчен килет. Питĕн хăш пайне ытларах палăртас килнине те шута илмелле. Нумайăшĕ куçпа тутана ытларах сăрлать. Контуринг та модăна кĕчĕ. Ятарлă косметикăпа пит çăмартин шăммисене палăрмалла сăрлаççĕ. Çак мелпе макияж тунă чухне пит формине те улăштарма пулать.
Халĕ куç харшине те палăрмалла сăрлакан нумай. Килĕшет-и, килĕшмест-и — ăна питĕ сарлака ÿкереççĕ.
— Макияж тунă чухне чи малтан куç харшине сăрланинчен пуçлаççĕ. Кайран — питĕн ытти пайне. Халĕ, чăн та, куç харшине сарлака ÿкересси анлă сарăлчĕ. Пурте мода хыççăн чупаççĕ. Кăна сивлеместĕп. Эпĕ, сăмахран, хĕр- хĕрарăмăн куç харшин формине пăхатăп. Май пур тăк ăна сарлака ÿкерме пултаратăп. Халĕ куç харшине нумайлăха пĕр формăра тытмалли ятарлă процедура пур. Анчах ку кăмăла каймасть. Тÿрех куçа тăрăнать. Куç харшин татуажне тума ыйтакан та нумай. Çавăнпа ятарлă курссене кайма шухăшларăм. Татуаж хĕрарăмăн вăхăтне перекетлеме пулăшать. Хăшĕ-пĕрин ирхине макияж тума вăхăт çук. Татуажпа 2 çул лăпкă çÿреме пулать. Кашнин куç харши тĕрлĕрен. Анчах çынсен 90 проценчĕн вăл пĕр шайра вырнаçман. Татуаж çакна тÿрлетме, форма кĕртме пулăшать.
Макияжра ытларах куçа е тутана палăртаççĕ терĕн. Тутана писевпе сăрласси те пĕлтерĕшлĕ-и?
— Тутана сăрламасан макияж вĕçленмен темелле. Пит-куçа сăрланă хыççăн мĕн тĕслĕ писевпе усă курмаллине пăхмалла. Кашни кунхи макияжра йăлтăртатакан тата йăлтăртатман писев лайăхрах. Унăн тута тĕслĕ пулмалла.
Хитре макияж хаклă косметикăпа çеç пулать-и?
— Веçех бюджетран килет. Хăш- пĕр мастера макияж тунăшăн 3 е 2 пин тÿлеççĕ, сахалрах ыйтакан та пур. Пурте пахалăхшăн ĕçлеççĕ. Паллах, бренд косметикăпа усă курсан лайăхрах. Йÿнĕреххипе танлаштарсан чаплăрах вăл.

Урамри çынсене сăнамасть

Хĕр-хĕрарăмсем мĕнле ыйтупа килеççĕ студие? Мĕнле макияж тума ыйтаççĕ?
— Ытларах каçхи макияж тăватăп тата качча каякан хĕрсене пулăшатăп: пит-куçне сăрлатăп, прическа тăватăп.
Кашни кун сăрланакансен макияжĕ вара мĕнле пулмалла?
— Çăмăл макияж. Чи малтанах, паллах, ÿте тасатмалла. Макияж мĕнле пуласси кунран питĕ нумай килет. Пите ятарлă кăпăкпа çумалла. Ăна ÿт мĕнле пулнине шута илсе туянмалла. Косметолог патне кайма сĕнетĕп. Кăнтăрлахи тата каçхи кремпа усă курмалла. Унра хĕвел пайăркисенчен сыхланма пулăшакан компонент пултăр. Крем савăчĕ çинче SPF сас паллисем пуррипе çуккине тимлемелле. Унсăрăн ÿт палăртнă вăхăтран маларах ватăлма, пĕркеленчĕксем тухма пултараççĕ. Куç айĕнче ункă пулсан ятарлă крем кирлĕ. Çак процедурăсем хыççăн çеç макияж тума юрать. Тон сĕретĕн, пудрăпа, хĕрлĕ писевпе /румяна/ усă куратăн. Ÿт типĕ пулсан вара пудра кирлех те мар.
Кашни пикен косметичкинче мĕн пулмалла?
— Темĕн те. Кремран пуçласа тута писевĕ таран. Сахалтан та 3 тута писевĕ пулмалла: ахальли, йăлтăртатаканни… Улăштарма май пултăр.
Хăв мĕнсĕр пурăнаймастăн? Санăн косметичкăра мĕн пур?
— Манăн кейс пысăк. Ăна яланах пĕрле йăтса çÿретĕп. Темĕн те пур унта.
Хальхи хĕрсем сăрланма пĕлеççĕ-и? Йăнăшсене асăрхатăн-и?
— Паллах асăрхатăп. Хам пата килекенсене канаш паратăп, мĕнле тусан лайăхраххине ăнлантаратăп. Урамра утнă вăхăтра çынсене сăнама вара вăхăт çук.
Çынсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Макияж тунă хыççăн: «Килĕшмест», — тесе калакан клиентсем пулнă-и?
— Çынсене ялан çапла калатăп: «Хăвăр çине тĕкĕртен 10-15 минут пăхса ларăр». Килĕшмесен, улăштаратăп паллах. Клиентсен шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсене нихăçан та кăмăлсăр кăларса ямастăп.
Санăн шухăшпа, хĕрсен миçе çулта сăрланма тытăнмалла?
— Хĕрача-и, хĕр-и, хĕрарăм-и — хăвна яланах тимлемелле. Пит-куçа çумалла, кремпа усă курмалла. Халĕ 12 çултисем те сăрланаççĕ. Пирĕн студие те килеççĕ унашкаллисем. Пĕр-пĕр мероприятие каймалла чухне /ытларах вĕсем ташă ăстисем/ макияж тума ыйтаççĕ. Халĕ унсăрăн сцена çине тухмаççĕ.
Халĕ те, уйрăмах ялсенче, кăвак, симĕс тĕслĕ теньпе куçне сăрланă хĕрарăмсене курма пулать. Мĕншĕн çапла тăваççĕ вĕсем? Тата хĕрсемпе хĕрарăмсен макияжĕ уйрăлса тăрать-и?
— Косметикăпа тĕрĕс мар усă кураççĕ унашкал çынсем. Халĕ кăвак теньпе усă курса та илемлĕ макияж тума пулать. Куçа лапкăшпех сăрласа хумалла мар çеç. Хĕрсемпе хĕрарăмсен макияжĕ пĕрешкел мар паллах. Аслăраххисен хĕрлĕ писевпе /румяна/ ытлашши усă курмасан лайăхрах. Пĕркеленчĕк нумай-и? «Тоналка» нумай сĕрмелле мар. Пудра пирки те çакнах калас килет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.