Архив - 25 Янв, 2018

25 Янв, 2018

Сĕрме купăс ăсти

В.П.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче сĕрме купăс класĕнче вĕренекен Полина Маркова 2018 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ.

Хĕр ачан вĕрентекенĕ — Раççейĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Наталья Серегина. Полина çĕршыври тĕрлĕ хулари конкурссене хутшăнать.

Чи пĕлтерĕшли уншăн — классика юрри-кĕввине калăплакансен конкурсĕнче çĕнтерсе Юрий Башмет ертсе пыракан Пĕтĕм Раççейри çамрăксен оркестрĕн йышне кĕни.

25 Янв, 2018

Телекăларăм хатĕрлеме вĕренчĕç

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче 204-мĕш ача садĕнче «Журналистика — пĕчĕккисем валли» ăс-хакăл вăййи иртрĕ. Квиза воспитательсем, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Викторинăна Шупашкар хула администрацийĕн Вĕрентÿ управленийĕн «Профессисен энциклопедийĕ: «А» сас паллирен пуçласа «Я» таран» проекчĕпе йĕркеленĕ. Шкул çулне çитменнисене профессисемпе паллаштарас тĕллевпе ача сачĕн ĕçченĕсем чылай тăрăшни куç кĕретех.

25 Янв, 2018

Тăван ялта курнă кĕтменлĕх

Иртнĕ эрнере манăн хам çуралнă яла çитсе килме май пулчĕ. Урампа пынă чухне кĕçĕн çулхи ачасен пĕр ушкăнне куртăм. Вĕсем пĕр пиллĕкĕн-улттăн, çулĕсемпе пĕрремĕш-виççĕмĕш классенче вĕренекенсем пек курăнчĕç. Шавлăн калаçса хаваслăн кулса тем хĕвĕшетчĕç, сиккелесе-чупкаласа пĕр-пĕрин тавра çаврăнатчĕç. Ачасен ушкăнĕ патне çывхарса пынă май вĕсем вырăсла калаçнине илтрĕм. Эпĕ вĕсем хуларан килнĕскерсем пуль тесе шухăшларăм. Патнерех çитсен:

— Салам! Эсир ăçтан килнĕ ачасем пултăр-ха? — тесе сăмах хушрăм.

25 Янв, 2018

Мускава та парăнтараççĕ, çÿллĕ тăва та

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă Дениспа Дмитрий Борисовсем кăрлачăн 19-мĕшĕнче Танзания çĕршывне çул çÿреве тухса кайнă. Çамрăк та хастар каччăсем маларах Пĕрремĕш каналпа пыракан «Давай поженимся» телешоуна хутшăннипе палăрнăччĕ.

Страницы