Комментировать

25 Янв, 2018

Юбка айĕнчен тухса ÿкет… кĕнеке

«Наян студентсем лекци çырмаççĕ, ăна телефонпа сăн ÿкерсе упраççĕ», — терĕ аслă шкулта вĕренекен пĕр тусăм. «Унăн конспект ÿкерчĕкĕсем пур тăк вăл кахал мар-ха!» — шÿтлерĕ тепĕр пĕлĕш. Семестр тăршшĕпе пĕр занятие те килсе курман, преподаватель ятне-шывне те пĕлмен çамрăксене тата çĕрĕпе пуç çĕклеми вĕренекенсене мĕн пĕрлештерет? Мĕн хăратать вĕсене? Тĕрĕс — сесси. Çак хĕрÿ тапхăрта студент çывăрмасть, йĕркеллĕ апатланмасть, экзаменра лайăх паллă илмешкĕн пĕр каçрах семестр хушшинче вĕренмелли материала ăса хывма тăрăшать.

Туалетран — репортаж!

Студент вăхăтне аса илсен яланах питре кулă çуралать. Сесси пуçланнăччĕ ун чухне: пĕр тантăш зачет илме преподавательпе тĕл пулмашкăн çав тери ăнтăлатчĕ. Темиçе те шăнкăравларĕ вăл, анчах телефона тытмарĕç. Света общежити тăрăх ниçта кайса кĕреймесĕр каллĕ-маллĕ утса çÿресе пĕр чарăнми вĕрентекен патне шăнкăравларĕ. Тепĕр кунне зачета пуçтарăнсан хайхискер Светăна: «Эсĕ-и-ха вăл ман пата 26 хут шăнкăравлаканни?» — терĕ куллине пытармасăр. Çине тăма пĕлнине кура тусăма нумай ыйту памарĕ вăл, ăна пĕрремĕш чĕнсе кăларчĕ те зачет лартрĕ.

Сессие ăнăçлă тытас тесе студентсем мĕнле майсем кăна тупмаççĕ-ши! Шпаргалка пирки каламастăп-ха, вăл ĕлĕкрен пыракан «ырă» йăла. Технологисем аталаннă май вăтам тата аслă шкулта вĕренекенсем чееленсех пыраççĕ. Экзаменра тĕрлĕ гаджетпа тĕрĕс усă курма пĕлсен çăмăллăнах лайăх паллă илме май пур имĕш. Анчах тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленмесен ăнăçăва кăна шанмалла мар, унсăрăн мыскарана çакланма пултарăн. Вĕренме ÿркенекен студентсем шăпах сесси вăхăтĕнче хăйсен тавçăрулăхĕпе, кăткăс лару-тăруран тухма пĕлнипе палăраççĕ. Хĕрÿ тапхăрпа çыхăннă аса илÿсем студентсен кăна мар, преподавательсен те нумай.

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вăй хуракан Анатолий Абрамов шÿтлемесĕр пурăнаймасть. Çавăнпа унпа занятисем те хаваслă иртеççĕ, сесси вара пушшех те. Мыскарасем пирки сăмах хускатсан вăл тÿрех аса илĕвĕсемпе çамрăклăхне таврăнчĕ. Хăй нимĕç чĕлхипе экзамен еплерех тытнине каласа кăтартрĕ. «Эпĕ хĕсмет хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне кĕтĕм. Унта нимĕç чĕлхи преподавателĕ Иван Серов пурччĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче ăна пĕлмен студент пулман-тăр та. Вăл хĕрсене çав тери юрататчĕ, «тăхлачсем» тесе чĕнетчĕ, лăпкаса зачеткăна лайăх паллăсем лартатчĕ. Пире вара, каччăсене, хĕрхенместчĕ. Хайхискертен пĕр черкке ярса памасăр «5» паллă кĕтсе илейместĕнччĕ. Пирĕн ушкăнри «ăслăрах» çамрăксем чи малтан зачетран хăтăлчĕç, эпĕ, тĕрĕслĕхе юратаканскер, виççĕ кайса та зачет илеймерĕм. Тантăшсем мана кĕленче шăнкăртаттарса илме сĕнчĕç. Вăл вăхăтра арçынсен дипломатпа çÿресси модăраччĕ, манăн та вăл пурччĕ. Хĕвеллĕ пĕр кун дипломата икĕ кĕленче шурă эрех, тăватă кĕленче сăра вырнаçтартăм та Иван Сергеевичпа тĕл пултăм. Ăна сывлăх сунтăм та дипломата хускатса кĕленчесене шăнкăртаттартăм. «Çакăнта, çывăхри вăрманта, шăпчăк сассипе киленнĕ май, тен, экзамен тыттарма кăмăллăрах пулĕ?» — терĕм шÿтлерех. Преподаватель чеен кулса илчĕ, пĕрле уçă сывлăша тухрăмăр. Дипломатри савăтсем пушансан хайхискере зачет пирки аса илтертĕм. Вăл ручка илсе алă пусас вырăнне мана хăнана чĕнчĕ. Мĕн тăвас? Пĕрле утмах тиврĕ. Эпир пÿрт алăкĕнчен ура ярса пусрăмăр çеç, унччен те пулмарĕ Иван Сергеевичăн мăшăрĕ пире вăрçма тытăнчĕ, те кĕвентепе, те ухватпа пире хăваласа кăларса ячĕ...

Тепĕр кунне преподавателе каллех чăрмантартăм, ĕнерхи пирки аса илтертĕм. Вăл нимĕн те ас тумастăп тесе тунчĕ, «3» çеç лартрĕ. Хам сесси вăхăтĕнче мĕнле «савăннине» мĕншĕн каласа кăтартрăм-ха? Ара, университетра преподавательте тăрăшнă чухне хам та çавнашкал лару-тăрăва лекнĕччĕ-çке! Эпĕ, фотожурналистика вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ май, студентсене сесси пуçланиччен тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хушаттăм. Манпа экзамен тытакан пĕр çамрăк вăхăтлăха Турцие вĕренме кайнăччĕ. Вăл хушнă ĕçсене тумашкăн май çуккине пĕлтерчĕ. Ăна фотоаппарат тыттартăм та сăн ÿкерчĕксем хатĕрлесе килме каларăм. Çав кунхине каçпа 20 сехет тĕлнелле хваттерте шăнкăрав янăрарĕ. Хайхи студент тăрать. Вăл та, эпĕ тахçан преподаватель умĕнче дипломатпа тăнă евĕр, тăратчĕ. Шăплăхра кĕленчесем шăнкăрт! туни уççăнах илтĕнчĕ. «Эсĕ, паллах, ăслă ача. Анчах та эпĕ хушнă виçĕ ĕçрен сахал мар тумаллах», — терĕм ăна. Хам нимĕç чĕлхипе экзамен епле тытнине те каласа кăтартрăм».

Тĕрĕслĕхе, тÿрĕ кăмăллăха юратакан Анатолий Серафимович дипломата илмен. Çăмăллăнах лайăх паллă илме ăнтăлакан студента экзамен ăнăçлă тытнă ятпа тусĕсемпе çывăхри вăрманта шăпчăк сассипе киленме сĕннĕ. Зачет илмешкĕн студентсен ятарлă фотосюжетсем, сăн ÿкерчĕксем хатĕрлемелле, кĕске аннотаци çырмалла пулнă. Хăй ĕмĕрĕнче тем тĕрлĕ çамрăка та курнă препо-давателе нимĕнпе те тĕлĕнтереймĕн. Çапах ун пекки тупăннă. Пĕр пике хăйне евĕрлĕ репортаж хатĕрлесе килнĕ. Тĕлĕнмелле! Ăна вăл арçынсен туалетĕнче ÿкернĕ! Сăн ÿкерчĕксене епле майпа тунипе кăсăклансан хастар хĕр çапла хуравланă: «Ăна кам ÿкерни мар, эпĕ интереслĕ, актуаллă репортаж хатĕрлени пĕлтерĕшлĕ». Анатолий Серафимович шалт тĕлĕннине палăртмасăрах пикен зачеткине алă пусса панă.

Студентсем шпаргалка хатĕрленине те преподаватель хăйне евĕрлĕ йышăнать: «Шпаргалка туни вăл пысăк ăсталăх тата паттăрлăх. Ăна çырса хатĕрлекен материала кăштах та пулин ас туса юлать. Анчах ăна çынран илнĕ тĕк усси çук. Вĕренÿре йĕркеллĕ ĕлкĕрсе пыракана яланах пулăшмалли ыйтусем паратăп, «путармастăп». Хам та студент пулнă».

Хуравсем вуланă... кÿршĕ аудиторирен

Малалла вулас..

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.