Комментировать

25 Янв, 2018

Телекăларăм хатĕрлеме вĕренчĕç

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче 204-мĕш ача садĕнче «Журналистика — пĕчĕккисем валли» ăс-хакăл вăййи иртрĕ. Квиза воспитательсем, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Викторинăна Шупашкар хула администрацийĕн Вĕрентÿ управленийĕн «Профессисен энциклопедийĕ: «А» сас паллирен пуçласа «Я» таран» проекчĕпе йĕркеленĕ. Шкул çулне çитменнисене профессисемпе паллаштарас тĕллевпе ача сачĕн ĕçченĕсем чылай тăрăшни куç кĕретех.

Печкин почтальон

В ă й й а 3 к о м а н д а х у т ш ă н ч ĕ : «Асамçăсем», «Гномсем» тата «Хĕвел». Кашнинче 5-шер ача, 5 ашшĕ е амăшĕ тата 1 воспитатель. Ертсе пыракансем — Алина Ефимова аслă воспитатель, Екатерина Сосунова музыка ертÿçи тата физкультура инструкторĕ Владимир Ерофеев. Квиз пуçламăшĕнче командăсем спорт залне пуçтарăнчĕç те Печкин почтальонпа пĕрле хаваслă зарядка турĕç. Илемлĕ кĕвĕпе хускалма мĕн тери савăнăçлă иккен! Ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те.

Почтальон ача чухне журналист пулма ĕмĕтленнĕ. Ялта пурăннăран ниçта та вĕренме май килмен. Çавăнпа ялсем тăрăх хаçат валеçме пуçланă. Çапах ку та яваплă ĕç. Печкин пĕчĕкренпех хаçата, журнала статьясем çырать. Ăс-хакăл вăййине вăл ялтан ятарласа килнĕ.

Интервью, рубрика…

Кайран командăсем музыка залне пуçтарăнчĕç те викторина пуçланчĕ.

Чи малтан экран çинчи смайликсем мĕнле кăмăл-туйăма сăнланине пĕлчĕç. Тепĕр конкурс — «Туслă интервью». Хутшăнакансем кашни командăри пĕрер ачаран ыйтса пĕлчĕç: «Эсĕ мĕнле юмах юрататăн?», «Ушкăнри теттесенчен хăшĕнпе ытларах вылятăн?», «Сана килĕшекен мультфильм пур-и?»

Кун хыççăн командăсем пĕрер рубрика хатĕрлерĕç. Ачасемпе туслашасси, ача садне хăвăрт пуçтарăнасси, хускануллă вăйăсем — çак темăсемпе ĕçлерĕç вĕсем.

Юлашки конкурс — «Телекăларăм». Кăштах хатĕрленнĕ хыççăн «Спокойной ночи, малыши!», «В мире животных», «Новости» кăларăмсене телекуравринчен пĕрре те кая мар калăпларĕç.

Вăйă вăхăтĕнче «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ Валентина Федорова журналист профессийĕпе паллаштарчĕ. Ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.