Сĕрме купăс ăсти

25 Янв, 2018

В.П.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче сĕрме купăс класĕнче вĕренекен Полина Маркова 2018 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ.

Хĕр ачан вĕрентекенĕ — Раççейĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Наталья Серегина. Полина çĕршыври тĕрлĕ хулари конкурссене хутшăнать.

Чи пĕлтерĕшли уншăн — классика юрри-кĕввине калăплакансен конкурсĕнче çĕнтерсе Юрий Башмет ертсе пыракан Пĕтĕм Раççейри çамрăксен оркестрĕн йышне кĕни.

Коллективпа пĕрле Раççейри çеç мар, Европăри пысăк сценăсем çинче концерт лартнă Полина. Мускавра, Берлинта, Женевăра тата ытти хулара пулни — пысăк ăнăçу. Пĕтĕм Тĕнчери çамрăксен оркестрĕ Сочи хулинчи олимп вăййисем хупăннă чухне те куракансене хăйĕн репертуарĕнчи кĕвĕсемпе савăнтарнă. Малалла вулас...

 

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.