Архив - 12 Янв, 2017
2016 çул: асра юлнă самантсем
Иртсе кайнă çул Раççейшĕн çăмăлах пулмарĕ. Çапах пирĕн çĕршыв хăйĕн вăйне кăтартнине, ыттисем пире хисеплеме, шута хума тытăннине, Владимир Путин Президент тĕнчери чи сумлă çынсен рейтингĕнче малти вырăна йышăннине информацин тĕрлĕ çăлкуçĕсем пĕлтерсех тăчĕç. Раççей тĕлĕшпе санкци тăратнисенчен чылайăшĕ йăнăшне ăнланчĕ, çакăнпа çыхăннă тăкаксем вĕсене çырлахтармарĕç. Парламентари суйлавĕнче “Единая Россия” парти çĕнтерчĕ, ытти чухнехинчен чылай нумайрах сасă пухрĕ.
«Кашни çыннăн – хăйĕн çăлтăрĕ»
«Чуна уçса калаçар» рубрикăра хăйсен пурнăçĕ çинчен пĕр пытармасăр калаçас текенсен йышĕ ÿснĕçемĕн ÿсет. Çак кунсенче ман пата Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче пурăнакан Ольга ШМЕЛЕВА шăнкăравларĕ. Маттур чăваш хĕрарăмĕ паян шăпах 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. «Çулсем иртнĕçемĕн çыннăн тавракурăмĕ улшăнать. Çамрăксемпе пайлашмалли самантсем пур.
Аякра чухне мăшăрĕ чи хаклине ăнланнă
«Арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче ывăл çуратса ÿстермелле, çурт тумалла тата йывăç лартмалла», – тенĕ ваттисем. Хальхи саманара ку каларăш хĕрарăма та пырса тивет пулĕ. Тепĕр тесен, ĕçе упăшкипе арăмĕ пĕрле тунинчен пахи çук. Элĕк районĕнчи Илленушкăнĕнче пурăнакан Иринăпа Александр Андреевсене пĕр-пĕрне ăнланакан, пулăшакан мăшăр теес килет. Малалла вулас...
Кузнецов йĕлтĕр сырнă, Семенова юбилейне паллă тунă
Тин çеç Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтсе тус-тăвана мĕн парнелемелле-ши, уяв сĕтелĕ çине мĕн лартмалла-ши тесе лавкка тăрăх çÿрерĕмĕр. Сисмерĕмĕр те: 2017 çул чÿречерен шаккарĕ. Уяв хыççăнхи кану кунĕсем те хăвăрт шăвакан пĕлĕт евĕр часах иртрĕç. Аслисем ĕçе тухрĕç, ачасем шкула чупрĕç. Уява еплерех хатĕрленни, ăна мĕнле кĕтсе илни халĕ — асаилÿ çеç. Çав самантсем сăнÿкерчĕксенче те упранса юлнă. Чăваш эстрада çăлтăрĕсен Инстаграмри страницисене шĕкĕлчерĕм. Вĕсен пурнăçĕнче мĕн пулса иртни, Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсене мĕнле ирттерни сире те интереслентерет пуль-ха? Малалла вулас...
Улăм пĕрчинчен темĕн те ăсталать
Юлия Родионова Красноармейски районĕнчи Именкассинче çуралнă. Халĕ Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра пурăнать. Педагогика училищинче пĕлÿ илнĕскер тивĕçлĕ канăва тухичченех воспитательте ĕçленĕ. Ачасене вăл аппликаци тума, пластилинран тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентнĕ. Шăпăрлансемпе мастер классем ирттерме ăна çав тери килĕшнĕ. Ытти воспитатель унран пулăшу, сĕнÿ-канаш час-часах ыйтнă.
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 12.01.2017
"Хресчен сасси". 12.01.2017
"Хресчен сасси" 1 /2639/ №. 12.01.2017
Пулас ăру тасалăхра пурăнтăр
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çул çĕршывра Экологи çулталăкĕ ятпа иртнине пĕлтернĕ хыççăн çак ыйтупа йĕркеленĕ РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Ăна ертсе пынă май Раççей экономикине малашне экологи ыйтăвĕсене татса парса аталантармаллине палăртнă. Мĕншĕн тесен экологие лайăхлатасси çĕршывăн ăслăлăхпа технологи аталанăвĕн стратегийĕнче /ăна нумаях пулмасть çирĕплетнĕ/ тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать.