Хаваслă каникулăн хурлăхлă кунĕсем

Хĕллехи каникул вăхăтĕнче тухтăрсен республикăри 14 515 çынна сиплеме тивнĕ. 9 288-ăшĕ патне «васкавлă пулăшу» чĕнтернĕ, 2372-шне госпитализациленĕ. Пиротехника 4 арçынна амантнă. Эрех ĕçсе 29-ăн наркăмăшланнă, 1 çын вилнĕ. Çул-йĕр аварийĕнче 58-ăн инкек тÿснĕ. Шартлама сивĕре 23-н шар курнă, 8-ăн пурнăçран уйрăлнă. Пушарта 6-н çунса вилнĕ. Чăваш Енри право хуралĕ пĕлтернĕ тăрăх - кăçал пĕрремĕш хут Çĕнĕ çул уявĕсенче çынна вĕлернĕ тĕслĕх пулман.

Шартлама сивĕре

Пĕрремĕш инкек Хĕрлĕ Чутай районĕнче сиксе тухнă. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче тăван килĕнчен пĕр çухрăм аякра 83 çулти хăрарăм виллине асăрханă. Хĕрĕ каланă тăрăх - амăшĕ ирхине уçăлма тухнă иккен. Анчах каялла таврăнма вăй-халĕ çитеймен-мĕн. Тепĕр кунне Тăвай салинче 51 çулти арçын ÿтне тупнă. Вăл та инкеклĕ вырăнтан инçех мар пурăннă. Анчах вилĕм çави ăна вĕçертмен.

Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашра пурăнакан 83 çулти хĕрарăм пурнăçĕ килĕ умĕнчех татăлнă. Вăл ури ыратнипе аптранă, çавна май утма кансĕр пулнă. Ахăртнех, çакă ăна ăшă пÿрте тарса кĕме чăрмантарнă. Çак кунах Муркаш районĕнчи Патаккассинчи пĕр хĕрарăм сарайне тухсан шарт сикнĕ. Унта 57-ри арçын хускалмасăр выртнă. Вăл леш тĕнчене ăсанни тÿрех палăрнă. Кĕсйинче эрех кĕленчи курăннă. Унччен пĕрле пурăннă хĕрарăм патне хăнана килнĕ-ши? Анчах тем сăлтавпа çурта кĕреймен. Çынсем ăна иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче юлашки хут курнă. Çакăн хыççăн вăл пач çухалнă. Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕскер Патаккассинче тĕрлĕ çĕрте кун кунланă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарта кÿршĕсем пĕччен пурăнакан 61 çулти арçын патне хăнана каçнă. Вĕсене вара картишĕнчех шăнса хытнă виле кĕтсе илнĕ.

Кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕ уйрăмах инкеклĕ кун пулнă. «Автан авăтман яла» виççĕн ăсаннă. Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнчи хĕрарăм килĕ умĕнчех шăнса вилнĕ. Вăл упăшкине каламасăрах тухса кайнă-мĕн. Улатăр районĕнче Сурский Майданра - 66-ри, Явлеи салинче 63-ри арçынсен пурнăçĕ те шартлама сивĕре татăлнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - инкек умĕн вĕсем эрех ĕçнĕ. Тепĕр кунне Вăрнар районĕнчи Элмен Сунар ялĕнче пурăнакан арçын ир-ирех ватă амăшне çухатнă. Ăна çийĕнчех шырама тытăннă. Анчах тупнă вăхăта кинемей ферма территорийĕнче пурнăçран уйрăлнă. Хĕрарăм çÿхе çи-пуçпах урама тухса кайнă. Юлашки вăхăтра ăс-тăн тĕлĕшпе арпашнăран хăй ăçта утнине те ăнланман-тăр.

Хĕл пуçланнăранпа - 2016 çулхи раштав уйăхĕнчен - Чăваш Енре шартлама сивĕре 23 çын вилнĕ.

 

Вут-çулăм, сĕрĕм

Çĕнĕ çул каçхине Вăрнар поселокĕнче йывăç баракра пĕр хваттер хыпса илнĕ. Вут-çулăма сÿнтернĕ хыççăн 57 çулти арçын виллине тупнă. Вăл пĕчченех пурăннă. Кÿршисен сăмахĕпе хаяр шĕвеке килĕштернĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх - чĕлĕм туртнă чухне асăрханусăр пулни хăрушă инкек патне илсе çитернĕ.

Кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Шăхасанти юхăнчăк çурт-йĕртен тĕтĕм йăсăрланма тытăннă. Унта пурăнакансене тахçанах хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Анчах пĕр кил хуçи çĕнĕ вырăна куçма васкаман, çуртра пĕчченех хуçаланнă. Ăшă пама пăрахнипе электрокăмакапа усă курнă. Инкек сăлтавĕ те унпах çыхăннă-тăр. Арçынна çулăмран çĕклесе тухнă, анчах сĕрĕмпе наркăмăшланнăскере çăлса хăварайман.

Шупашкарăн Атăл леш енчи Çурçĕр поселокĕнче те икĕ хутлă çуртри пĕр хваттер çуннă. Çулăмран 80 çулти хĕрарăм тухайман. Çутăшăн тÿлеменрен электропралука татнă. Кил хуçисен ирĕксĕрех çурта çутма тивнĕ. Ахăртнех, çакă пушар сăлтавĕ пулнă.

Кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăвара уйрăм çурт çуннă. Пушар хуралçисем вут-çулăма ытлашши алхасма паман. Анчах кĕтмен инкекре 59 çулти хĕрарăм вилнĕ.

 

Шартлак, «васкавлă пулăшу»

Пиротехника савăнтарас вырăнне 4 çынна амантнă ?иртнĕ çул 9 çынпа 3 ача шар курнă%. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче Шупашкарти 37-ри арçын петардăпа усă курнă чухне аллине хытах суранлатнă. Темиçе кунран шартлак тепĕр арçыннăн сулахай аллипе кăкăрне амантнă. Ăна та «васкавлă пулăшу» пама тивнĕ.

Канмалли кунсенче 29 çын эрехпе наркăмăшланнă ?2016 çулта - 26%. Патăрьел районĕнче ăна пула 1 çын вилнĕ.

Çак тапхăрта çул-йĕр çинче 35 авари пулнă, вĕсенче 7 çын вилнĕ.

Чăваш Енри çул-йĕр хуралçисем автобуспа Мускавран Шупашкара килме тухнă çынсене шартлама сивĕрен çăлса хăварнă. Кăрлачăн 8-мĕшĕнче Муркаш районĕнче автобус сасартăк чарăнса ларнă, техника чăхăмланă. Салонра вара 32 пассажирпа икĕ водитель пулнă. ПАИ сотрудникĕсем вĕсене тепĕр автобуспа лартса янă.

Л. АЛА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.