Инвестици экономикăна хăват парать
«Пĕлтĕр Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене бизнеса тытса пымалли чи лайăх регионсен шутĕнче асăнчĕ. Республика Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климачĕн тăрăмне палăртакан Наци рейтингĕнче 9-мĕш вырăн йышăнчĕ», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Патшалăх Канашне янă Çырура. Кăçал рейтинг кăтартăвĕ татах лайăхланнă: Чăваш Ен 6-мĕш вырăна хăпарнă. Унсăр пуçне республика РФ субъекчĕсен инноваци аталанăвĕн рейтингĕпе те, управлени ĕçĕнче çĕнĕлĕхсемпе усă курас енĕпе те Раççейĕн чи лайăх регионĕсенчен пĕри шутланать. Çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Çак тата ытти ыйтăва ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин хуравлать.