Комментировать

23 Ноя, 2016

Россельхознадзор: Айăпласси - тĕллев мар, анчах саккуна пăссан явап тытма тиветех

Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем паян кашнинех пăшăрхантарни вăрттăнлăх мар. Ку Чăваш Ене е Раççее кăна пырса тивмест — тĕнчипех çапла. Потребитель апат-çимĕçе мĕнлерех хатĕрлени, мĕнле туса илни çинчен пĕтĕмпех пĕлесшĕн — вăл е ку çимĕç мĕнле çĕр çинче çитĕнни, мĕнле вăрлăх акни, выльăха мĕнлерех условисенче çитĕнтерни тата ыт.те. «Уйран пуçласа лавкка сентри таран» — çак «сăнчăрăн» кашни сыпăкне тĕплĕ сăнаса тăмалли тытăм кирли пирки Россельхознадзорта чылайранпа калаçаççĕ. Ку енĕпе ĕçленин кăтартăвĕсем, кăçалхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, умри тĕллевсем çинчен каласа пама Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçинчен Алексей ПАЛЬКИНРАН ыйтрăмăр.

Пĕрлĕхре — вăй

— Алексей Николаевич, пĕлтĕрхи раштав вĕçĕнче Чăваш Енри тата кÿршĕллĕ Ульяновск облаçĕнчи территори управленийĕсене пĕрлештерчĕç. Çĕнĕлле йĕркелесси — ансат ĕç мар. Пĕр-пĕринчен самай инçетре вырнаçнă икĕ управление пĕтĕçтерес ыйтусене мĕнле татса патăр?

— Паян çĕнйĕркелÿпе çыхăннă ыйтусене ăнăçлă татса панă теме пулать ĕнтĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ çак тапхăра хыçа хăвартăмăр. Паллах, пирĕн — Ульяновска, унти ĕçтешсен Шупашкара çине-çинех çÿреме тиврĕ, онлайн-мелпе пĕр вĕçĕмсĕр хутшăнтăмăр. Икĕ тытăма пĕрлештерни тĕрĕслевпе надзор ĕçне лайăхлатма пулăшасса шанатăп. Управленисем уйрăммăн пуян опыт пухнă. Çавна май халь икĕ регион специалисчĕсемшĕн пĕр-пĕринчен ĕçĕн тухăçлă мелĕсене илмелли лайăх майсем çуралчĕç. Тĕп тĕллев вара улшăнман: пирĕн регионсен эпизооти тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле — ку енĕпе çине тăрса ĕçлĕпĕр.

— «Хыпар» вулаканĕсене, паллах, Чăваш Енре туса кăларакан, çитĕнтерекен продукци пахалăхĕ интереслентерет — кун пирки мĕн калама пултаратăр?

— Республикăри предприятисем суту-илĕве пахалăхпа хăрушсăрлăха тивĕçтерекен продукци кăна кăларас енĕпе мерăсем йышăнаççĕ. Çапах мониторинг кăтартăвĕсем хăшпĕр пробăра тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем, сомати клеткисем, патогенлă микроорганизмсем, çав шутра сальмонеллăпа БГКП пуррине кăтартаççĕ. Çавăн пекех КМАФАнМ пысăккине, ÿсентăран çăвĕсемпе фальсификациленине тупса палăртнă. Управлени республика территорийĕнче 568 проба илнĕ /2,4 пине яхăн лаборатори тĕпчевĕ!/, тĕплĕ лаборатори тĕпчевĕсемпе килĕшÿллĕн 142 пробăна суйласа илнĕ. Палăртам: пирĕн специалистсем ветеринарипе санитари требованийĕсене тивĕçтермен продукци тупса палăртсан çавнашкал предприятисене уйрăмах çирĕп тĕрĕслев режимне куçараççĕ.

Сĕт, кĕрпе, ытти паха-и?

— Телевизор пăхатăп та — сĕт юр-варĕ пирки мĕн кăна кăтартмаççĕ-каламаççĕ! Лавккара ăна туянма та шикленмелле. Нивушлĕ Чăваш Енре те лару-тăру çавнашкал?

— Чĕрĕ сĕте тата сĕт продукцине тĕпчени пирки калас тăк — кунта сисчĕвленмелли самантсем пур. Мĕншĕн тесен Чăваш Енре сĕтĕн 13 пробинче тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксене, ытти çитменлĕхе тупса палăртнă. Ÿсентăран çăвĕсемпе усă курса фальсификациленĕ тĕслĕхсем те пур — 16 проба çакна çирĕплетнĕ.

— Кăçалхи ака уйăхĕн вĕçĕнче Россельхознадзорăн официаллă сайтĕнче «Сĕт тирпейлекен тÿрĕ кăмăллă предприятисен списокне» асăрханăччĕ. Унта Чăваш Енри предприятисем пур-и?

— Списокра пĕтĕмпе — Раç­çейри 84 предприяти. Вĕсем хăйсен патĕнче продукци пахалăхне кĕтмен çĕртен тĕрĕслеме заявкăсем панă, çав тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухнă. Палăртма кăмăллă: Чăваш Енрен хисеплĕ çак списока «Етĕрнесĕт» АУО тата Комсомольски районĕнчи сырсем туса кăларакан, сĕт тирпейлекен В.Агамирян предприниматель кĕнĕ. Ытти предприятие те çак списокра пулмашкăн сунатăп.

Сыхлăх сĕт тĕлĕшпе кăна мар, ытти ĕçме-çиме тĕлĕшпе те кирлĕ. Калăпăр, пĕлтĕр Чăваш Енре тĕрлĕ кĕрпере сиенлĕ хуртсем тупса палăртнăччĕ — вĕсем çын сывлăхĕшĕн хăрушă, çавна май кĕрпесен пĕтĕм партине тĕп тума тивнĕ. Кăçал Патăрьел районĕнчи пĕр шкулта рис кĕрпинчен илнĕ пробăра çавнашкаллине тупса палăртнă. Кун пек тĕслĕх республикăра темиçе те пулнă.

— Анăç Раççей тĕлĕшпе санкцисем йышăннă май Раççей Президенчĕн указĕпе хăшпĕр çĕршывран ÿсентăран продукцине кÿме чарнăччĕ. Çак чарăва пăснă тĕслĕхсем пулнă-и?

— Кăçалхи 9 уйăхра управлени специалисчĕсем Раççее илсе килме чарнă 2,1 тонна ытла ÿсентăран продукцине тупнă, ăна пĕтĕмпех тĕп тунă. Сăмах чи малтанах Турцире çитĕнтернĕ виноградпа томат тата Польшăран турттарнă панулми пирки пырать.

— Ĕлĕкрех эпир тăван тăрăхра çитĕнтернĕ çимĕçсемпе пурăннă, халь вара вĕсене таçтан та кÿреççĕ. Çакă Чăваш Енре тырпул, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерекенсене хăрушлăх кÿмест-и?

— Экономика хутшăнăвĕсем аталаннă май регионсен хушшинчи продукци ылмашăвĕ те вăй илет — ку юхăма чараймăн. Калăпăр, «Ольдеевская» агрофирма хăйĕн пахчаçимĕçне Мускава, ытти региона ăсатать. Чăваш Ене вара Саратов, Чулхула, Тула облаçĕсенчен, ытти çĕртен карантин продукцийĕ килет. Тÿрĕ кăмăллисем çавнашкал продукцие йышăнни çинчен управление çийĕнчех пĕлтереççĕ. Тĕпрен илсен çав продукцин тивĕçлĕ сертификатсем пур. Çак документсем продукцие Россельхознадзор лабораторийĕсенче тĕрĕсленине çирĕплетеççĕ, эппин, хăрушлăх та çук.

Анчах тÿрĕ кăмăллă мар предпринимательсемпе граж­­­дан­­сем те пур-çке. Шăпах вĕсем республикăна сиенлĕ организмсем килессине сăлтавлаççĕ — çĕрулмин кÿршĕ регионсенче сарăлнă ункăллă бактери çĕрĕкĕнчен пуçласа туна нематоди таранах.

Çĕрĕн чăн хуçи пултăр

— Çĕршыв, республика ертÿ­çисем усă курман çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртмелли пирки çине-çинех калаççĕ. Раççейре унашкалли — миллион-миллион гектар. Чăваш Енре те сахал мар — пин-пин гектар...

— Чăнах та, нумай лаптăк ахалех выртать — хытхура ярса илнĕ. Пысăк çĕр лаптăкĕсен хуçисенчен хăшĕ-пĕри ял хуçалăх ĕçĕпе ĕçлеме васкамасть. Ахальтен мар ĕнтĕ çаврăнăша кĕртес тĕллевпе усă курман лаптăксене хуçисенчен туртса илмелли сĕнÿ çуралнă.

Кăçалхи авăн уйăхĕнче ЧР Арбитраж сучĕ Чăваш Енĕн Патшалăх пурлăх комитечĕн акман-сухаламан ял хуçалăх çĕрне хуçинчен туртса илмелли тавăçне тивĕçтернĕ. Ку — республикăри çакнашкал пирвайхи йышăну. Тавăçа эпир хатĕрленĕ материалсем тăрăх тăратнă. Сăмах «Плодородие-Лукоянов» ОООн ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 28 çĕр лаптăкĕ пирки пырать — пĕтĕмпе 1092 гектар ытла. Çав çĕрсем Элĕк районĕнче ял хуçалăх тĕллевĕсемпе ĕçлеме меллĕ вырăнсенче вырнаçнă — пурпĕр темиçе çул акман-сухаламан. Арбитраж сучĕн йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ май Пурлăх комитечĕ çав лаптăксене сутлăха кăларĕ.

— Çĕре юхăнтарса янин çакнашкал тĕслĕхĕ пĕртен-пĕрре кăна пулсанччĕ! Апла мар-çке...

— Иртнĕ çултан пуçласа патшалăх инспекторĕсен çĕр надзорĕн тухăçлăхне ÿстермелли çĕнĕ инструмент çуралчĕ теме пулать. Çĕр хутшăнăвĕсен объекчĕсен административлă тĕпчевĕ — вăл çĕрпе тухăçлă усă курнин тулли ÿкерчĕкне сăнлама пулăшать. Чăваш Енре пирĕн управлени инспекторĕсем административлă тĕпчевсене Куславкка, Çĕрпÿ, Вăрнар, Шупашкар, Вăрмар, Муркаш, Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ирттерчĕç. Саккуна пăснин чылай тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Ытларахăшĕ — çĕр лаптăкĕсем хытхура айне пулни...

— Çав вăхăтрах, Алексей Николаевич, тĕрĕслевпе надзор органĕсене ÿпкелекенсем те пайтах: вĕçĕмсĕр тĕрĕслеççĕ, ытларах штрафлама тăрăшаççĕ, бизнеса хĕстереççĕ имĕш...

— Кăçалхи 9 уйăхра пирĕн управлени Чăваш Енре планпа пăхнă 727 тата планпа пăхман 270 тĕрĕслев ирттернĕ. Паллах, сахал мар, анчах пирĕн тĕрĕслевпе надзор ĕçĕ — пĕтĕмпех саккун картинче. Штраф — тĕллев мар. Çÿлерех сĕт тирпейлекен тÿрĕ кăмăллă предприятисен списокĕ пирки ыйтрăр вĕт-ха — пĕчĕк кăна тĕслĕх, анчах вăл та Россельхознадзор темĕнле усал каратель ролĕнче пулманнине çирĕплетет.

Çав списока йĕркелени, ман шутпа, чăннипех ăнăçлă пуçару. Ку Россельхознадзор йăнăшакансене явап тыттарассишĕн кăна çунманнине, ĕçе тĕрĕс йĕркелеме те пулăшнине ĕнентерет. Чи малтанах федераци саккунĕсен, нормăпа право акчĕсен требованийĕсене, ВТОпа çыхăннă килĕшÿсене, Таможня союзĕн право акчĕсене пăхăнмалла, хамăр çĕршыв производителĕсене çул памалла — çапла тусан явап тыттармалли сăлтавсем те пулмĕç.

— Тавах интереслĕ те тĕплĕ калаçушăн.

Николай КОНОВАЛОВ

калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.