Республикăра пĕрремĕш агрокласс уçăлчĕ

23 Ноя, 2016

Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Красноармейски тăрăхĕнчи Трак шкулĕнче республикăри пĕрремĕш агрокласс уçăлчĕ. Кашни шăматкун унта районти пĕтĕм шкултан 10-мĕш класра вĕренекен 79 ача пухăнса математика, хими, биологи, инженери предмечĕсене тишкерĕ.

 Шăматкун шкулта чăннипех те пысăк уяв иртрĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасене çăкăр- тăварпа кĕтсе илчĕç, амăшĕсемпе ачисем агрокласран çĕнĕлĕх кĕтни сисĕнчĕ.

Курса çырăннисене занятисем пуçланнă ятпа Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ-вĕренÿ пайĕн ертÿçи Светлана Григорьева, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Мансур Калмыков, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕн канашçи Александр Акимов саламларĕç.

Андрей Макушев ректор пĕрремĕш агрокласа уçма пулăшнăшăн Вĕренÿпе Ял хуçалăх министерствисене, район администрацине тав турĕ, академи ятĕнчен шкула ноутбук парнелерĕ.

— Занятисем шкулта çеç мар, академире тата республикăри ăнăçлă ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсенче те иртĕç, — теорипе практика программипе паллаштарчĕ вăл. — Раштавăн 3-мĕшĕнче ачасене академире йышăнăпăр. Предметсемпе вĕрентнипе пĕрлех ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç техникипе, технологийĕпе паллаштарăпăр. Çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче предприятие çитсе курĕç. Тепĕр эрнеренех Трак шкулĕнче ятарлă формăпа пухăнĕç. Кашнин кăкăрĕ çинче ЧПЯХА символики пулĕ. Килĕшсен ку тумтирпе курс занятийĕсене кăна мар, уроксене те çÿрĕç. Ачасене кашни уйăхра стипенди парас тĕллев пур. Ăна илсе тăрас тесен курс предмечĕсемпе çеç мар, ыттипе те лайăх вĕренмелле.

Надежда Сергеева психолог ачасене ЧПЯХАра вĕрентекен профессисене суйлама пулăшрĕ. Инженери факультечĕн математика, физика тата информаци технологийĕсен кафедрин заведующийĕ Алексей Максимов тата аслă преподавателĕ Виктор Артемьев физикăпа черчени предмечĕсемпе йывăрлатнă задачăсене шутлаттарчĕç.

— Ачасемшĕн паян — инженери шăматкунĕ, — пĕлтерчĕ Людмила Корнилова проректор. — Çитес шăматкун икĕ класра биологипе хими предмечĕсемпе заняти иртĕ. Агрокласа çÿрекенсен курсĕ икĕ çула пырĕ. Вĕсем алла аттестат иличчен академие вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленсе çитессе шанатпăр.

Курсăн вĕренÿ программине республикăн Вĕренÿ министерстви çирĕплетнĕ. Занятисем унпа килĕшÿллĕн иртĕç. Проекта Вĕренÿпе Ял хуçалăх министерствисем, ЧПЯХА, район ад-министрацийĕсем, суйласа илнĕ шкулсем пурнăçлĕç.

— Ачасене физикăпа, химипе, математикăпа кăткăсрах задачăсен тупсăмĕсене тупма хăнăхтарăпăр, — ăнлантарчĕ проректор. — Академие вĕренме кĕнĕ чухне вĕсене пĕрер балл хушса парăпăр. Вĕсем кирек хăш факультета та суйласа илме пултараççĕ. Çывăх вăхăтра Патăрьелпе Вăрмар районĕсенче агроклассем уçăлĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.