Тĕллевĕ пархатарлă

23 Ноя, 2016

«Халăх шкулĕ» журнал тухма пуçланăранпа чÿк уйăхĕнче 90 çул çитрĕ. Пĕр ĕмĕртен кăшт кăна сахалрах тапхăрта утса тухнă сукмак çинче самана улшăнăвĕсем, халăха вĕрентес ĕçри реформăсем, журнал кирлине туйса хăйсен вăйне, вăхăтне шеллемесĕр ăна калăплассишĕн чунне панă вун-вун çын хушамачĕ çырăнса юлнă. Эппин, журнал историйĕ те — пирĕн халăхăн кун-çулĕн пĕр сыпăкĕ.

Журнала ЧАССР Халăха çутта кăларакан комиссариачĕ пичетлеме пуçăннă. «Халăха вĕрентес ĕç» ятпа икĕ уйăхра пĕрре тухса тăнă. Çапла малтанхи тапхăрта 60 номер кун çути курнă. Пĕрремĕш номерĕн пĕрремĕш страницинче пичетленнĕ умсăмахра çапла çырнă: «Журнала халăха вĕрентес ĕçе пур енчен те тĕпчесе пăхма кăларасшăн. Журнал редакцийĕ пурне те — учительсене, кĕнеке çурчĕсенче ĕçлекенсене, хут пĕлменнисене вĕрентекенсене тата вулăсри, уесри çутта кăларас ĕçе тăвакансене çапла сĕнет: халăха вĕрентес ĕç çинчен мĕн шухăшланине журнала çырса ярăр. Ĕçе çĕнĕ майпа тума эпир пурте пĕр вăхăтра тухаймастпăр. Хăш-пĕри тахçанччен тытăнса тăрать — çавăн пек чухне кам та пулин канаш парсан çăмăлланса каять...»

Шухăш-тĕллеве çапла палăртнă журнал никĕслевçисем. Тепĕр тесен, паянхи кун та пичет кăларăмĕн тĕшши — çав шухăшсене пурнăçлассиех. Журнал вулаканĕсем тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан çынсем пулсан та пуринчен ытла вăл — вĕрентекенсен, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансен, наукăпа культура ĕçченĕсен хутлăхĕнче сарăлнă. Аудитори халĕ те — çавах.

Пĕр вăхăт «Халăх шкулĕ» тухма пăрахнă. 1992 çулта вара ăна тепĕр хут чĕртсе тăратнă. Вăл çĕнĕрен кун çути курма пуçланинче Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕн заместителĕн Владимир Мидуковăн тата ун чухнехи редакторăн, ЧР вĕренÿ министрĕн заместителĕн Анатолий Никитинăн тÿпи пысăк. Çавăнтанпа журнал аталану çулĕпе утать — пуянланса, илемленсе, çĕнелсе пырать. Хăйĕн тавра вăл вĕрентекенсемпе вĕренÿ тытăмĕн тĕрлĕ ĕçченне кăна мар, таврапĕлÿçĕсене те, философсене те, психологсене те, культура хутлăхĕнче тăрăшакансене те пĕтĕçтерет.

— Кашни халăхăн — хăйĕн воспитани тытăмĕ. Журнал хальхи наукăпа практикăн çитĕнĕвĕсем, меслетлĕх çĕнĕлĕхĕсем çинче никĕсленет пулин те этнопедагогика пуянлăхĕ çинчен те манмасть. Кунта чăваш халăхĕн культурăпа ăс пурлăхне, нацисен туслăхне кăтартасси — курăмлă вырăнта, — вулатпăр çĕнелнĕ журнал çинчен Владимир Мидуков çырнине.

Журнал пархатарлă тĕллевпе тухса пыни куçкĕрет. Тăван халăхăмăра çакнашкал кăларăм чăннипех кирлине çакă та çирĕплетет: республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсенче вĕрентекенсем журналти материалсемпе хаваспах усă кураççĕ. Шел, «Халăх шкулне» тулайри йăхташсен вырăнта çырăнса илме май çук, журнала Раççей каталогне кĕртмен.

Шкул тытăмĕнче ĕçлекен тĕрлĕ шайри пуçлăх пичет кăларăмĕн кирлĕлĕхне туйма тивĕç. Вĕренÿ сфери пирĕн пурнăçа витĕм кÿни куçкĕрет — паян шкулсенче пĕлÿпе воспитани илекенсем ыран республикăн тĕп вăйĕ пулĕç. Апла пулсан «Халăх шкулĕн» те халăх рупорĕн шайĕнче пулмалла.

Ирина ПУШКИНА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.