Архив - 14 Янв, 2016

14 Янв, 2016

Вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă

Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннисен хушшинче пирĕн район çыннисем те пулнă. Вĕсенчен пĕри - манăн мăн асанне Екатерина Ефимовна Ефимова /Краснова/.

Екатерина Ефимовна 1885 çулта халĕ Елчĕк районне кĕрекен Ĕнел ялĕнче çуралнă. Пурнăçран вăл 1983 çулта уйрăлса кайнă. Ун çинчен эпĕ асаннерен, аттепе аннерен ыйтса пĕлтĕм.

14 Янв, 2016

Хоккеистсем – шкул мăнаçлăхĕ

Шкул хоккеистсемпе чăнах та мухтанма пултарать. Çакна эпĕ пиллĕкмĕш класри Роман Павловпа, тăххăрмĕшĕнчи Даниил Павловпа тата вуннăмĕшĕнчи Михаил Ларевпа калаçсан ăнлантăм. Спортпа туслăскерсем кашни эрнекун Вăрнара тренировкăна çÿреççĕ.

14 Янв, 2016

«Пионер сасси» хаçатпа туслă пулнă: «Тантăшпа» та çыхăнăва татман

Юратнă «Тантăш» хаçат 85 çул тултарнă май куç умне хаçатпа çыхăннă самантсен «çыххи» тухать. Мĕн пĕчĕкрен вуласа ÿснĕ-çке ăна!

14 Янв, 2016

Шкултан вăй илекен вĕрентÿçĕ

Юрий Михайлович Виноградов - ХХ ĕмĕрте çитĕннĕ, хальхи чăваш чĕлхин синтаксисĕпе пунктуацине тата графикипе орфографине тĕпчекен, пуçламăш тата вăтам шкул вĕренÿ кĕнекисен авторĕ. Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентмелли пичетленнĕ ĕçĕсем унăн темиçе-темиçе те.

14 Янв, 2016

Ĕçне кура хисепĕ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Хăйĕн ĕмĕрне ĕçпех ирттернĕ. Çулла иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен çĕр çинче тăрмашнă: сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ.

Хĕллехи вăрăм каçсенче вара арçын çăпата хуçса, урапа-çуна авса, вăрман турттарса аппаланнă.

Хĕрарăмсем çип арланă, пир тĕртнĕ. Хĕрсем качча кайма тупра хатĕрленĕ. Ачасем те ахаль ларман - мĕн вăй çитнĕ таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем авал: «Чăваш ачин пĕр ури акара, тепри сухара», - тенĕ.

14 Янв, 2016

Вaл чaн-чaн анне! Cап-cутa хeвел! Токтогон Алтыбасарова...

Токтогон Алтыбасарова...
Çак кăмăллă та ырă чун-чĕреллĕ çынна хăйсен тăрăхĕнче паттăр хĕрарăм тенĕ. Сăмах-юмахĕ ахальтен тухман. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе килнĕ 150 ачана хăй хÿттине илсе вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.

Токтогон Алтыбасарова Киргизири Иссык-Куль облаçĕн Тюп районне кĕрекен Курменты ялĕнче çуралнă. Хĕрачан пурнăçĕ пыл та çу пулман. Амăшĕ тăтăш чирленĕрен шăллĕсемпе йăмăкĕсене унăн пăхма тивнĕ. Кăшт вăхăт иртсен юратнă çынни пурнăçран уйрăлса кайнă. Йывăрлăха пăхмасăр шав малалла талпăннă хайхискер.

14 Янв, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 1 (6094) №. 14.01.2016

14 Янв, 2016

Иосиф Кобзонпа пĕрле сцена çинче юрланă

Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре пурăнакан Игорьпе Алевтина Окликовсем çамрăк чухнех юрра-ташша ăста пулнă. Çемьери уявсенче халĕ те юрă-кĕвĕ хуçаланать. Вĕсен виçĕ тĕпренчĕкĕ те çак енĕпе ухута. Кашниех музыка, искусство шкулĕсенче ăсталăхне туптанă.

14 Янв, 2016

Эрех-сăрана пула - инкек-синкек

Çĕнĕ çулхи каникулсем… Пĕрисем çулталăкĕпех ĕçлесе ывăннă хыççăн чунпа та, ÿтпе те канаççĕ, теприсем кĕлеткине пиçĕхтерес тесе йĕлтĕр сыраççĕ, конькипе чупаççĕ… Ара, вăхăчĕ тем тумалăх та пур. Раççейре 2004 çулччен Çĕнĕ çул хыççăн 2 кун кăна, кăрлачăн 1 тата 2-мĕшĕсенче, каннă. 2005 çулта вара çĕршыв правительстви Çĕнĕ çулхи каникула 10 кунлăха тăсма йышăннă. Шел те, вăраха тăсăлнă канмалли кунсем статистикăра «хура йĕрпе» палăрма ĕлкĕрнĕ. Шăпах ун чухне преступленисен, пушарсен йышĕ ÿсни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

14 Янв, 2016

Пилĕк кун канни те çителĕклĕ

2005 çулта Раççей правительстви Çĕнĕ çул каникулне 10 кунлăха тăссан савăнакан та, сивлекен те тупăннă. Пĕрисем уяв хыççăн ĕçе тухмалла марришĕн, кунĕпе телевизор пăхса канма май пурришĕн хĕпĕртенĕ. Теприсемшĕн вара вăраха тăсăлнă каникул - ĕçсĕр аптăрамалли вăхăт. Çавăнпа темиçе куна çуркуннене куçарма ыйтакан та пулнă. Пирĕн туссем, «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсем, мĕн шухăшлаççĕ-ши кун пирки?

Страницы