«Пионер сасси» хаçатпа туслă пулнă: «Тантăшпа» та çыхăнăва татман

14 Янв, 2016

Юратнă «Тантăш» хаçат 85 çул тултарнă май куç умне хаçатпа çыхăннă самантсен «çыххи» тухать. Мĕн пĕчĕкрен вуласа ÿснĕ-çке ăна! Эпĕ йышлă çемьере çитĕннĕ, атте ачисене валли Мускавра пичетленекен «Пионерская правда» хаçат, «Мурзилка» тата «Веселые картинки» журналсене çырăнса паратчĕ, аслăрах пичче вырăсла ăнлансах кайман вырăнсене чăвашла куçарса паратчĕ.

- Сире валли «Пионер сасси» ятлă чăвашла хаçат тухма пуçлать. Кĕçех тăван чĕлхепе пичетленекен хаçат вулама тытăнăр, - терĕ вăл пĕррехинче.

Çапларах туслашрăмăр эпир эрнере икĕ хутчен тăватă страницăпа килсе тăракан «Пионер сасси» хаçатпа. Унран нихăçан та уйрăлман. Хам аслă шкулта вĕреннĕ чухне манран кĕçĕнреххисем шкулта вĕренетчĕç, атте вĕсене хаçат çырăнса паратчех.

Заметкăсенче мĕн çинче кăна çырман-ши! Штанашри вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне 1985 çулта хута янă хыççăн унта хаçат коррес-понденчĕсем хăнана килнĕ, шкул пурнăçне çутатакан темиçе материал та пичетленĕ. Шкул столовăйĕ валли çĕрулми пухни, ĕçпе кану лагерĕн пурнăçĕ, кÿршĕри шкулсемпе иртнĕ тĕлпулусем, кĕрхи уяв-бал, кĕнеке эрни, интереслĕ экскурси, колхозра ĕçлени... Темĕн çинчен те çырса пĕлтернĕ шкул ачисем те, хам та хаçата. Пирĕн шкул вĕренекенĕсем хаçатăн хастар юнкорĕсем пулнă. Галя Федоровăпа Алеша Зотов хаçат пулăшнипе «Артекра» пулса курчĕç, Наташа Ишмейкина «Орленок» пионер лагерьте канчĕ. Шкул ачисен юмахĕ-калавĕ валли те вырăн тупăнатчĕ «Тантăш» хаçатра. Штанашри вăтам шкул вĕренекенĕсем темиçе хутчен те хаçатăн юбилейĕсене хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Çамрăк корреспондентсен пухăвне те Штанаш шкулĕн çичĕ вĕренекенĕ хутшăнма тивĕçнĕ.

Шкулта ĕçленĕ вăхăта, пултаруллă шкул ачисене тав сăмахĕ калас килет.

- Галина Вячеславовна хăй çырса парать ачасене заметкăсене, - тесе йĕплеме юрататчĕ пĕр учитель. 35 çул хушшинче мĕн чухлĕ ачана заметка «çырса панă», мĕн чухлĕ ачаран тав сăмахĕ илтнĕ!

Еплерех фантазиллĕ ачасем пурччĕ шкулта! Чăваш халăх сайт администраторĕ Николай Плотников кăларнă виçĕ кĕнекине те /кашнинче/ шкулти ачасен хайлавĕсем пичетленчĕç. Унсăр пуçне шкул 165 çул тултарнă ятпа 50 ытла авторăн тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ 150 хайлавне «Тĕлĕнтермĕш юмахсем» ятлă кĕнеке пухса пичетлесе кăлартăм. 2015 çулта «Çĕнтерÿ-70» юбилей ячĕпе «Герои Великой Победы» Пĕтĕм Раççейри конкурс иртрĕ. Унта та пирĕн шкул ачисем 10 ĕç ярса пачĕç, кун пирки респуб-лика хаçачĕсенче те çырчĕç. Тăватă ĕçĕ иккĕмĕш тура тухма пултарчĕ! Вĕсем пурте Диплом илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Çапла, ачасене хаçат валли заметка çырма вĕрентме пач та çăмăл мар. Унсăр пуçне вĕренекенĕн фантазине куллен аталантарма тăрăшмалла. Çине тăмасан, ачан пултарулăхне вăхăтра асăрхамасан, вăл сÿнсе ларать. Шел, Штанашри шкул кăçал хупăнчĕ те, пирĕн шкул ачисен сассисем шăпланчĕç...

Ача-пăча хаçатне аслисем çырăнса памасассăн, паллах, вĕсем ăна вулаймаççĕ. Темшĕн-çке юлашки вăхăтра шкулти учительсем те чăваш хаçат-журналне çырăнса илме пăрахрĕç. Çакна эпĕ пачах та ăнланма пултараймастăп. Ытти кăларăмсемпе танлаштарсан хамăр Чăваш Енрисен хакĕсем самаях пĕчĕк-çке.

«Тантăш» редакци коллективне, чăваш ачисем питех те юратакан хаçата интереслĕ кăлараканскере, малашне татах та çĕнĕ вăй-халпа ĕçлесе пыма ыррине çеç сунатăп! «Тантăш» çамрăк ăрăва ыррине çеç вĕрентет. Юбилейпа чунтан саламлатăп, хисеплĕ редакци!

Галина ЗОТОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Штанаш.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Штанашри вăтам шкулăн вĕренекенĕсем хаçат юбилейĕнче Петĕр Ялкир поэтпа пĕрле. Малти ретре Алена Зотова, Женя Сидоров, Сергей Софронов, Алеша Зотов* хыçалта Оля Яшмейкина /2006-мĕш çул/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.