Вaл чaн-чaн анне! Cап-cутa хeвел! Токтогон Алтыбасарова...

14 Янв, 2016

Токтогон Алтыбасарова...
Çак кăмăллă та ырă чун-чĕреллĕ çынна хăйсен тăрăхĕнче паттăр хĕрарăм тенĕ. Сăмах-юмахĕ ахальтен тухман. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе килнĕ 150 ачана хăй хÿттине илсе вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.

Токтогон Алтыбасарова Киргизири Иссык-Куль облаçĕн Тюп районне кĕрекен Курменты ялĕнче çуралнă. Хĕрачан пурнăçĕ пыл та çу пулман. Амăшĕ тăтăш чирленĕрен шăллĕсемпе йăмăкĕсене унăн пăхма тивнĕ. Кăшт вăхăт иртсен юратнă çынни пурнăçран уйрăлса кайнă. Йывăрлăха пăхмасăр шав малалла талпăннă хайхискер.

Çав вăхăталла салара никам та вырăсла пĕлмен. Çак йывăрлăхран тухас тесе Токтогон хăй тĕллĕн çине тăрсах вырăс чĕлхине вĕренме тытăннă.

Вунултă çул тултарсан таврана хăрушă хыпар сарăлнă, вăрçă пуçланнă. Çамрăк хĕре тÿрех комсомол комитечĕн секретарьне лартнă. 1942 çулхи августăн 27-мĕшĕнче вара Ленинград ачисене Курменты тăрăхне баржăпа илсе килнĕ. Выçă та начаркка, çĕтĕк те çÿп-çÿхе тум тăхăннăскерсем хăйсене кĕтсе илекенсем çине хăраса пăхнă. Чи пĕчĕкки вара икĕ çул та тултарайман.

Çамрăк активистка çине тăнипе вĕсене колхоз общежитине вырнаçтарнă. Чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕ пирки кăна мар, хăйсен ятне-хушаматне, миçерине те калайман. Пĕчĕкскерсен аллисем çинче ят-хушаматне çырса çирĕплетнĕ клеенка бирка та пулнă, анчах лешсем макăрнă май аллисемпе вĕçĕмсĕр куççулĕсене шăлнă. Биркăра мĕн çырăнни вара йăлтах тăварлă куççульпе хуралнă.

Токтогонпа тухтăрсем пепкесенчен чылайăшне çĕнĕ ятпа хушамат, çавăн пекех миçе çулсенче пулнине тĕшмĕртсе хăçан çуралнине те çырса çирĕплетнĕ.

Вунулттăри пике Ленинград ачисемшĕн чăн-чăн анне пулса тăнă. Кашни тĕпренчĕке амăш ăшши парнеленĕ. Халăхран та пулăшу ыйтнă, ачасене мĕн те пулин пама тархасланă. Чăн та, сала çыннисем пĕчĕкскерсене шеллесе уйран, сĕт, çăнăх йăтса пыма тытăннă. Хăшĕ-пĕри вара хăй тĕпренчĕкĕн пайне сахаллатнă, мĕн пуррине илсе общежитие васканă.

Токтогон кашни кун ĕçе кайиччен е унтан таврăнсан «тĕпренчĕкĕсем» патне хыпаланнă. Апат пĕçернĕ, пÿлĕмсене тирпейленĕ, япала çунă... Вунă çул çапла вăй хунă. 1952 çулта вара çитĕннĕ яшсемпе хĕрсем саланма тытăннă. Хăшĕсем Ленинграда таврăннă, теприсем Киргизирех юлнă. Çапах Токтогон вĕсемпе çыхăну татман, хăй те час-час Ленинграда тĕпренчĕкĕсем патне васканă е хăйсем вăхăт тупса салана килнĕ.

Аякра пурăнакан ачисенчен купи-купипе çыру илнĕ хĕрарăм унти йĕркесене куççульпе вуланă. «Аннеçĕм, Эсир çак çĕр çинче пулман-тăк, кам пире хÿтте илсе хĕрхеннĕ пулĕччĕ. Эпир Сирĕн умăрта мĕн виличчен парăмра», - текен сăмахсем хĕрарăма савăнтарнă та, тарăннăн сывлаттарнă та.

- Эпĕ Ленинград ачисене хам тĕпренчĕксем пекех юратнă, нихăшне те уйăрман. Вĕсем чирленĕ вăхăтра чун çунса тухатчĕ. Хăвăртрах сывалччăр тесе тем те тунă, - интервью панă нумай ача амăшĕ хаçатра, телевиденире ĕçлекен журналистсене.

Токтогон пирки илемлĕ фильм та ÿкернĕ, Бишкекри Çĕнтерÿ паркĕнче ăна халалласа палăк та лартнă.

Мăшăрĕпе, фронтовикпа, хăйсен сакăр ачине те тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратнă. 23 мăнукĕпе, 13 кĕçĕн мăнукне те курса юлнă Токтогон аппа. Шел, пĕлтĕр июнĕн 11-мĕшĕнче, тăхăр теçеткене çитнĕ паттăр хĕрарăм ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Ывăлĕн Марат Абдиевăн асаилĕвĕ:

- Документ тăрăх анне 1923 çулта çуралнă. Анчах ку тĕрĕс мар факт. Вăл кăшт каярах çут тĕнчене килнĕ. Питĕ ăслă хĕрача пулнă вăл, пĕчĕклех вулама вĕреннĕ. Курментыра киргизсем çеç пурăннăран халăх хăйсен тăван чĕлхипе çеç калаçнă. Пĕррехинче вара анне, радио итлесе лараканскер, вырăсла сăмахсем персе янă. Шкул вăхăтĕнче вара тата йывăр чĕлхене, арабла, вĕренме тытăннă. Хамăр тăрăхри çынсем çеç мар, аякрисем те документсем çыртарма е мĕн те пулин куçарса пама тархасланă ăна. Анне никама та вăхăт çук тесе каялла кăларса яман, килекене ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Пулăшусăр никама та хăварман. Çавна пулах ун çумне «чăн-чăн энциклопеди» текен ят çыпçăннă.

Ленинград ачисем пирĕн тăрăха килсе çитиччен анне вĕсем валли таса пÿлĕм, выртса çывăрма улăм тÿшек хатĕрленĕ. Кĕçех апат вăхăчĕ çитнĕ. Пĕр арçын ача сасартăках кăшкăрса макăрнă.

- Манăн анне ăçта-ши? Ăна çав тери курас килет! - тесе ĕсĕклеме тытăннă. Анне те куççульне тытса чарайман, тулалла тухса сирпĕннĕ. Алăк çине таянса ачасене хĕрхеннĕрен ĕсĕклесех макăрнă. Вăрçа чĕререн ылханнă. Сасартăках хăйне алла илнĕ вăл, куççулĕсене аллипе шăлса типĕтнĕ. Хурлăхлă арçын ачана лăплантарас тесе каялла васканă.

Малтанлăха ачасем кашни шăв-шавран хăраса кăшкăрса йĕнĕ. Ара, Ленинградра бомба ÿкнине аса илсе сехĕрленнĕ-çке пĕчĕкскерсем! Анне вĕсене лăплантармалли сăмахсем шыранă, утьăкка сиктернĕ, ырра вĕрентекен юмахсем каласа панă. Çывăрттарнă чухне юрă юрланă. Мĕн чухлĕ ĕç пулнă-çке пирĕн юратнă аннемĕрĕн! Ăçтан пур çĕре те çитме вăхăчĕ пулнă-ши унăн? Тĕлĕнмелле! Кун пек йывăр лава пур имшеркке те пĕчĕк хĕрсем туртса пырайманнине питĕ лайăх пĕлетпĕр-çке. Çак ачасене пăхнисĕр пуçне тата вăрçă валли мĕн чухлĕ апат-çимĕç, тумтир ăсатмалла пулнă-çке унăн халăхпа пĕрле. Патшалăх ыйтнă плана яланах ирттерсе тултарнă вĕсем.

Хĕл енне халăх ачасем валли алса, чăлха çыхнă. Ăшă тумтир çĕленĕ. Ĕнтĕ пĕчĕкскерсем йăл илме тытăннă...

1952 çулта эвакуаци ачисем тĕрлĕ çĕре салансан та анне вĕсемшĕнех çунатчĕ. Кашни çулах, пахчара панулмисем пиçсен, фанерăран ещĕксем хатĕрлетчĕ. Унтан тытăнатчĕ вара вĕсене почтăна леçме.

...Пирĕн аннепе аттене те вăрçă паллаштарнă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр саларах пурăннă, анчах пĕр-пĕрне палламан темелле. Атте, вунултă çула çитсен хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Хĕр-хĕрарăмсем вара фронта посылка ăсатнă. Пĕррехинче аттене анне çыхнă алса-чăлха лекнĕ. Çакăн хыççăн вĕсем пĕр-пĕрне хисеплеме тытăннă. 1945 çулта вара атте аманса, кăкăр тулли орден медальпе таврăннă. Аннепе пĕрлешнĕ. Тăхăр ача çуралнă вĕсен. Шел, 23 çулти аппа, алла диплом илсен тепĕр уйăхранах çĕре кĕнĕ. Тепĕр аппа, Шура, юрист профессине суйласа илнĕ. Айнагуль, Мурат, Бернет - педагогсем. Урматпа Самат - водительсем. Эпĕ, Марат - механик. Гульнара - медсестра.

Юлашки 2 çул хушшинче сывлăхĕ хавшарĕ юратнă аннемĕрĕн. Эпĕ ăна хĕллесерен хамăр пата хулана Бишкеке илсе каяттăм. Кирек мĕн каласан та хулара условисем аванрах-çке. Çак таранччен хăйшĕн никамран та пулăшу ыйтса курман вăл. Кама та пулин пулăшу парас тесен вара çири тумтирне хывса пама пултарнă. Пирĕнпе пурăннă самантра вара Президент патне çитсе килме тĕв тунă. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттер ыйтма. «Ачамсем, сирĕн хăвăрăн та пурăнмалли хĕсĕкрех, авă, тата кунта эпĕ кун-кунлатăп», - терĕ ун чухне. Паллах, пирĕншĕн анне нихăçан та ытлашши пулман. Пурнăçра çавăн чухлĕ ача ÿстерекен çын епле ытлашши пулма пултартăр-ха? Темĕнле ÿкĕтлесен те çĕршыв ертÿçи патне çырăннă вăл. Анчах Президент патне лекеймен.

Пĕлтĕр тăхăрвуннăри аннемĕр çĕре кĕнĕ хыççăн Президент Алмазбек Атамбаев телеграмма ячĕ, пирĕн-пе пĕрле хурланни çинчен пĕлтерчĕ. Тата пысăк пулăшу пачĕ.

Паянхи кун аннене аса илтерекеннисем тем чухлех. Медальсемпе грамотăсем, эвакуаци ачисенчен илнĕ типтерлесе хунă çĕр-çĕр çыру... Вĕсене вăл пысăк ещĕкре упранă. «Çырăвĕсем туп-тулли пулнăран хуппине те хупма май килмест», - тетчĕ унти йĕркесене сасăпа вуланă май.

Екатерина Ивановна Шершнева асаилĕвĕ:

- Вăрçă вăхăтĕнче ама çури аннепе юлтăм. Аттене, Иван Захаровича, фронта илсе кайнă. Унтах пуçне хунă. Урамри шартлама сивĕ нумай çынна вĕлерчĕ. Сивĕрен те хăрушши - выçлăх хуçаланчĕ. Хваттерти çăнăхпа çыпăçтарнă обоя сÿсе яшка пĕçеретпĕр, йывăç вулли кăшлатпăр... Пĕр кунхине ама çури тăвансем патне хăварчĕ мана. Хăй вăйсăррăн уткаласа таçта тухса кайрĕ. Урăх кураймарăм ăна. 1942 çулхи март уйăхĕнче мана тăвансем, тăххăрти ачана, ыттисемпе пĕрле машина кузовĕ çине лартса ячĕç. Ăçта янине ним ăнланмасăрах юлтăм. Ладога кÿлли урлă каçнă чухне юнашар пыракан машина куç умĕнче пăр айне анса кайрĕ. Эпир пурте макăратпăр, кăшкăратпăр. Кĕçех шыв çине ача япалисем ярăнса тухрĕç... Эпир ларнă машина çав вырăнтан епле хăвăртлăхпа тухса кайнине сиссе те юлаймарăмăр. Киргизие çитиччен çулĕ инçе те нушаллă пулчĕ. Иссык-Куль тăрăхне августра çеç çитрĕмĕр. Пристаньре пире, çав тери начаркка ачасене, ырă кăмăллă Токтогон кĕтсе илчĕ.

...Темиçе çул иртсен аслăрах хĕрачасем Ташкента ĕçлеме кайма пуçтарăнчĕç. Куçĕсем куççульпе тулчĕç. Аннене ыталаса темччен макăрса тăчĕç. Анне те макăрать, ара, тĕпренчĕкĕсемшĕн пăшăрханать-çке. Манăн та ĕçлеме каяс кăмăл пурччĕ, анчах 7-мĕш класс хыççăн педагогика училищине вĕренме каймалла пулчĕ. Хыççăн урăх хулана ачасене вырăс чĕлхи вĕрентме ячĕç. Мĕн тери тунсăхлаттăм пĕрле ÿснĕ ачасемшĕн, юратнă Токтогоншăн. Ара, эпир пĕр çемьере ÿснĕ-çке!

Мăшăрăмпа 57 çул пĕрле. Вăл та интернатра çитĕннĕскер. Икĕ ывăла ура çине тăратрăмăр. Пĕри - Владивостокра, тепри - Новороссийскра. Вĕсем хăйсем патне пурăнма пĕрре мар чĕнчĕç, анчах хамăр юратнă Киргизирен ниçта та каяс килмест пирĕн. Çитменнине юратнă аннем те ку тăрăхранах. Вăл пире, 150 ачана, хăй хÿттине илсе калама çук капашсăр пысăк ĕç тунă. Тавах юратнă аннеме!

Валентина Ивановна Степанова асаилĕвĕ:

- Вилнĕ аннепе юнашар выртнă чухне тупрĕç. «Анне канма выртрĕ те тăраймарĕ-ха», - терĕм килнĕ çынсене пăхса. Ача çуртне илсе кайрĕç. Куллен утиял ăшне выртса макăратăп. Выçă пулнишĕн, аннерен уйă-рнишĕн чун ĕсĕклет. Вăрçа кайнă атте сăнарĕ те куç умне тухать. Вăл çар çынниччĕ. Пилĕкне çыхса çÿрекен чĕн пиçиххине алăпа сĕртĕнсе савăнаттăм. Юлташсем умĕнче аттепе мăнаçланаттăм.

...Пире эвакуаципе ăсатрĕç. Выльăх турттаракан вакуна лартрĕç те урайне кăшт улăм сарчĕç.

...Токтогон пире хăй ачисем пекех кĕтсе илчĕ. Унăн чĕрçи çинче ачашланса ларма мĕн тери аванччĕ тата. Пĕри те тепри унта ларассишĕн тавлашаттăмăр вĕт-ха. Пире вăл яланах пĕçернĕ кавăнпа хăналатчĕ. Унăн тути халĕ те асрах-ха.

Ĕнтĕ качча тухса мăшăрăмпа икĕ ывăла ура çине тăратрăмăр. Киргизи çаплипех тăван кил вырăнĕнче юлчĕ. Пĕррехинче мăшăрăм Ленинграда кайса килчĕ. «Унта çуралнă пулин те, çук, кăмăл туртмасть вăл еннелле», - терĕ кĕскен çеç. Тĕрĕссипе, хама та кунтах килĕшет. Пире вĕт киргиз хĕрарăмĕ, пирĕншĕн пачах та ют çын, йывăр вăхăтра мĕн чухлĕ ачана вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Мĕнле юратмăн-ха Токтогон аннене! Вăл пирĕншĕн, 150 ачашăн, ĕмĕр-ĕмĕр чăн-чăн анне, çап-çутă хĕвел пулса тăчĕ!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.