Шкултан вăй илекен вĕрентÿçĕ
Юрий Михайлович Виноградов - ХХ ĕмĕрте çитĕннĕ, хальхи чăваш чĕлхин синтаксисĕпе пунктуацине тата графикипе орфографине тĕпчекен, пуçламăш тата вăтам шкул вĕренÿ кĕнекисен авторĕ. Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентмелли пичетленнĕ ĕçĕсем унăн темиçе-темиçе те.
4-мĕш класс валли хатĕрленĕ кĕнеки 1980-мĕш çулсенченех тухса пырать Ÿсоавторĕсем – Г.В.Лукоянов, А.Р.КульеваŸ. Кĕнеки 7 кăларăм та пулчĕ ĕнтĕ. 8-9-мĕш классем валли çырнă «Хăнăхтару пуххи» 3 кăларăма çитрĕ. Г.М.Виноградовăпа пĕрле шкул ачисемпе студентсем валли «Орфографи словарĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем» кĕнеке 2002 çулта кăларнă. 2013 çулта И.А.Андреев тата Г.Н.Семенова профессорсемпе пĕрле «Чăваш чĕлхи. Тĕслĕх программа. Чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли программа» пичетленĕ. Л.Г. Петровăпа пĕрле хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» чăваш шкулĕн 6-мĕш класĕ валли кĕнеке 2014 çулта тухнă. Халь чăваш шкулĕн 7 класĕ валли вĕренÿ кĕнеки хатĕрленĕ ĕçе хутшăнать.
Виноградов ĕçĕсем - паянхи чăваш шкулĕн вăтам класĕсен вĕрентĕвĕн тĕп кĕнекисем пулса тăчĕç. Вĕсем Федерацин патшалăх вĕренÿJ стандартне тивĕçтереççĕ. Ю.М.Виноградов грамматикăна вĕрентмелли материал панисĕр пуçне, шкул ачисен чĕрĕ пуплевĕпе çыру культурине аталантарассине тимлет, чăвашла тĕрĕс калаçса-çырса хутшăнма пултарма чĕлхе вĕренĕвĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ материалĕпе хăнăху ĕçĕсем сĕнет. Юрий Виноградовăн чĕлхе тĕпчевĕсем те шкул вĕренĕвĕпех çыхăннă.
«Манăн тĕп предмет – хальхи чăваш чĕлхин синтаксисĕ. Кунсăр пуçне чăваш чĕлхин лексикине, фонетикине, методикине, чăваш литератури чĕлхин историне вĕрентсе куртăм. Эпĕ вĕрентекен ятарлă курс чăваш çырулăхĕпе çыхăннă», - пуплесе ларнă май хушса калать Юрий Михайлович.
Чăнах та, вĕренÿ кĕнекисемпе меслетлĕх пособийĕсен авторĕ Юрий Виног-радов 1977 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсене пĕлÿ тĕнчине илсе çÿреме пуçланă та паянхи кун та вĕренÿ институтĕнче ăсталăх ÿстерекен учительсене тăван чĕлхе тĕнчине илсе çÿрет. Юрий Михайлович Виноградова Чăваш Енре кăна мар, кÿршĕллĕ республикăсемпе облаçсен шкулĕсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсенчен пĕлмен ĕçтеш çук та пулĕ. Пĕрисене вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентнĕ, теприсене Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче пĕлÿпе ăсталăха ÿстерме пулăшнă. Нумайăшĕ вара Юрий Михайлович тĕпчесе çырнă ĕçсемпе куллен усă курать.
Юрий Михайлович Виноградов 1946 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Макар /халь Ишимбай/ районне кĕрекен Йĕкенпуç /Васильевка/ ялĕнче çуралнă. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. 19 çул университетра тăрăшнă хыççăн Юрий Михайлович 1995 çулта И.А.Андреев профессорăн тĕп шухăшне шкул вĕрентĕвĕнче тытса пырас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институтне куçать. Кунта 1996 çулта пуçĕпех ĕçлеме тытăнать. 2014 çулхи çурла уйăхĕч-чен чăваш чĕлхипе литератури кафедрине ертсе пырать. Халĕ çак кафедрăрах вăй хурать, чăваш чĕлхипе лекцисем вулать, практика занятийĕсем ирттерет.
Пултаруллă чĕлхеçĕ тата тĕпчевçĕ яланах халăх хушшинче. Тăтăшах чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе тĕл пулса калаçать, вĕсене статьясем, меслет кĕнекисем, хăнăхтару пуххисемпе вĕренÿ кĕнекисем çырма пулăшать. Аттестаци тапхăрĕн-че шкулсене тухса çÿрет, учительсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне хаклать. Чылай çул Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕренÿпе Меслетлĕх канашĕнче ĕçлерĕ. Хальхи вăхăтра орфографи комиссийĕн ĕçĕ-хĕлне хутшăнма вăхăт тупать.
Ĕмĕтлĕ çын çунатлă теççĕ. Мал ĕмĕтпе ĕçлет, пурăнать тĕпчевçĕ. Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре çĕнĕлĕх шырать, хальхи чăваш чĕлхин синтаксисĕпе орфографине шĕкĕлчет, кирлĕ шухăшсем сĕнет. Шкулăн синтаксис учебникне Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçÿллĕ хатĕрлессине питĕ яваплă ĕç тесе пăхать. Ю.М.Виноградова синтаксис, грамматика ăслăлăхĕн пуласлăхĕ пăшăрхантарать. «Паянхи кун чăваш синтаксисне вырăсла çырса пама вăхăт çитрĕ. Ку пирĕн ăслăлăх мĕнле шая çитнине тĕрĕк тата ытти халăх чĕлхеçисене кăтартма май парĕччĕ. Хальлĕхе эпир хамăр наукăна кирлĕ пек хаклама пĕлменни курăнать. Кÿршĕсен сăмахĕ пире, тен, чăн çул çине тăма пулăшĕ, хамăр ученăйсем тунă çитĕнÿсемпе мăнаçланма хистĕ, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентĕ», - тет. - Учительсен ачасене сăмах вăрттăнлăхне шĕкĕлчеме пулăшма, сăмахăн лексика пĕлтерĕшне, этимологине, пулăвĕн йăвине тупма хăйсем тĕллĕн тĕпчев тума хăнăхтармалла. Вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, паллах, этимологи словарĕсем кирлĕ, историпе культура тĕпчевĕсем ал айĕнче пулмалла. Вĕрентекенсен те, вĕренекенсен те калаçура тата çырура тĕл пулакан пуплевпе грамматика йăнăшĕсене курма тата тÿрлетме вĕренмелле», -- тесе пĕтĕмлетет Чăваш Респуб-ликин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Михайлович Виноградов.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр 70 çул тултарчĕ. Çав паллă ятпа эпир Юрий Михайловича чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, тăван чĕлхе вĕрентĕвĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн тав тăватпăр, малашне те пĕлÿ анинче лайăх вăрлăх акса ырă çимĕç туса илме чăтăмлăхпа хавхалану, ăнăçу, ырлăх-сывлăх тата çирĕп вăй-хал сунатпăр.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Юлия АНИСИМОВА,
Чăваш Республикин
тава тивĕçлĕ учителĕсем.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Ю.М.Виноградов Шупашкарти 10-мĕш шкул ачисемпе.