Архив - Июн 2015

июня 19th

19 Июн, 2015

Паян Шупашкарта çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕ пуçланать!

Чăваш Ен çакнашкал пысăк ăмăртăва йышăнма тивĕç пулни республикăри кашни çын чунне хĕмлентерет. Епле хĕпĕртемĕн-ха: Шупашкара Европăри чи вăйлă командăсем, паллă спортсменсем, сумлă тренерсем килчĕç.

июня 18th

18 Июн, 2015

Вăрçă хыççăн амăшне 33 çул кĕтнĕ

Нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕнĕренпе, пирĕннисем вĕсене çапса аркатнăранпа çул хыççăн çул хыçа юлать... Шел те, асаплă çав кунсене чăтса ирттернисен йышĕ чакса пырать. Вăрçă тутине астивнисем пурте тенĕ пекех 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Чĕрисенче капланнă хурлăхпа вĕсем ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ.

18 Июн, 2015

Велосипедпа çÿресе те тĕнче курма пулать

Çакна эпĕ чăваш çулçÿревçипе Никита Васильевпа тĕл пулсан ăнлантăм. Хăйне ахальтен çапла каламан вăл. 23 çулти каччă 14 уйăхра Раççейри çеç мар, Грузипе Арменири, Азербайджанри чылай хулана велосипедпа курса çаврăннă.

18 Июн, 2015

Тимĕр ывăса мĕнле тасатмалла?

Ку ыйту пур кил хуçине те пăшăрхантарать ахăртнех. Духовкăра аш-какай, кукăль-çăмах пĕçернĕ хыççăн противене чăнах та çуса тасатма йывăр. Уйрăмах тĕпне çунса ларнă, хура тĕс çапнă çуран нихăçан хăтăлма çук пек туйăнать.

18 Июн, 2015

Вĕсем - пулас сăвăçсемпе çыравçăсем...

Вăхăт шав малалла шăвать. Сисмерĕмĕр те - çырăнтару тап-хăрĕ те вĕçленсе килчĕ. Юлнă çичĕ кунпа усă курса «Тантăш» хаçатпа, «Тетте», «Самант» журналсемпе туслашма васкăр! Вĕсем - сирĕн чи çывăх тусăрсем тата пулăшаканăрсем!

Страницы