Комментировать

19 Июн, 2015

«Вĕри юнлă çемçе чун» Чĕмпĕре те çитнĕ

Виçĕмкун, июнĕн 17-мĕшĕнче, Ульяновск облаçĕн И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тăрăх лартнă "Вĕри юнлă çемçе чун" /Константин Иванов/ çĕнĕ спектакльне кăтартнă. Çакна Чĕмпĕр чăвашĕсемшĕн кăна мар, ун таврашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсемшĕн те Литература çулталăкĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри тесе йышăнмалла. СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартнă спектакль ахальлискер мар-çке, кунта ĕç-пуç чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн синкерлĕ шăпи тавра çаврăнать. "Нарспи" авторĕпе пĕрле Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче тăван халăхăмăр аталанăвĕшĕн сулмаклă ĕçсем тунă ытти паллă çынсем те вĕреннĕ, вĕсен сăнарĕсене те курма пулать "Вĕри юнлă çемçе чунра".

Спектакльте Константин Иванова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов вылять, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн директорне Иван Яковлевич Яковлева - Сергей Павлов, пулас паллă композитора Федор Павлова - Василий Иванов, чăваш театрне никĕсленĕ Иоким Максимова - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Иванов. Кăтартăва театрти пур артист та тенĕ пекех хутшăнать, çавăнпа та вăл çав тери сулмаклă та чăваш юрри-ташшипе пуян. Тăван йăла-йĕркене чунтан юратакан çын ăна тăвăллăн алă çупса йышăнатех. Чĕмпĕрте те çапла пулнă. Ульяновск облаçĕн Мелеккес, Çĕнĕ Малăкла тата ытти районĕсенчен, Тутарстанăн Теччĕпе Çĕпрел тăрăхĕсенчен килнĕ чăвашсем спектакле тулли кăмăлпа йышăннă.

Чĕмпĕр ен чăвашĕсен наци культура автономийĕн ертÿçи Владимир Сваев, "Эткер" фонд ертÿçи тата çак туслă çыхăнăва йĕркеленĕ Олег Мустаев Чăваш патшалăх академи драма артисчĕсене сцена çине тухсах тав тунă. Олег Николаевич каланă тăрăх, театрта синхронлă куçарăва та йĕркеленĕрен Константин Иванов çинчен лартнă спектакле вырăссем те, азербайджансем те, ытти халăх çыннисем те курма пултарнă.

Пысăк ăнăçу тата та пысăкрах хавхалану çурататех. Çакăн евĕрлĕ тепĕр анлă тĕлпулу-уява "Эткер" фонд кăçалхи юпа уйăхĕнче те йĕркелесшĕн. Ку хутĕнче Чăваш театрĕ"Мунча кунĕ" спектакле кăтартĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.