Паян Шупашкарта çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕ пуçланать!

19 Июн, 2015

Чăваш Ен çакнашкал пысăк ăмăртăва йышăнма тивĕç пулни республикăри кашни çын чунне хĕмлентерет. Епле хĕпĕртемĕн-ха: Шупашкара Европăри чи вăйлă командăсем, паллă спортсменсем, сумлă тренерсем килчĕç. Вĕсем чăваш стадионĕнче хăйсен вăйне тĕрĕслĕç, ăмăртусенче тупăшса чи маттурисене палăртĕç.

Виçĕ çула яхăн хатĕрленчĕ республика чемпионата. Çак тапхăр хушшинче пирĕн чи пысăк стадион - «Олимпийский» - хитреленсе улшăнчĕ. Паян унта тĕнчери чи пысăк, хăватлă ăмăртусене те йышăнма намăс мар. 1977 çулта уçăлнă спорт обћектĕнче нихăçан та çакнашкал юсав ирттермен. Ăна çĕнетнĕ хыççăн стадион конференц-залпа, пресс-центрпа, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсемпе, хуçалăх пÿлĕмĕсемпе пуянланчĕ.

6-мĕш чемпионата Беларуç, Германи, Аслă Британи, Испани, Итали, Норвеги, Польша, Украина, Франци, Финлянди, Швеци тата Раççей командисем хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсем те, арçынсем те уйрăммăн 20 ăмăртура /тĕрлĕ дистанцие чупасси, диск, йĕтре тĕртесси, шăчăпа, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикесси, чăрмавсем урлă 100, 400 тата 3000 метрлă дистанцисене чупасси, эстафетăсенче т.ыт./ тупăшаççĕ.

Спортсменсемпе хăнасене пулăшма тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче - Универсиада, Олимп тата Паралимп вăййисенче - опыт пухнă 350 волонтера явăçтарнă, вĕсен хушшинче, паллах, пирĕн ентешсем ытларах. Турнир ĕçне 200 яхăн судья хутшăнать, 60-шĕ - Чăваш Ен специалисчĕсем. Раççей чысне 48 спортсмен хÿтĕлет. Вĕсем - чи хастаррисемпе чи пултаруллисем. Йышра Чăваш Ен атлечĕ Анжелика Сидорова пурри савăнтарать.

Командăсен чемпионатне 2009 çулта йĕркелеме пуçланă. Чи малтанхи Португалире иртнĕ. Унта Раççей команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2010 /Норвеги, Берген хули/, 2011 /Швеци, Стокгольм/, 2013 /Аслă Британи, Гейтсхед/ çулсенче пирĕн спортсменсем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вара /Германи, Брауншвейг/ пирĕн çĕршывăн пĕрлештернĕ команди пухмача 25 медальпе пуянлатса иккĕмĕш пулчĕ.

«Чăваш Ен - Европăн пĕр пайĕ, Атăл - Европа юханшывĕ, Шупашкар - Европа хули, унта пурăнакансем - Европа çыннисем», - теççĕ. Апла пулсан, пирĕн çĕршыв командине Европăри чи илемлĕ те хăтлă хулара - Шупашкарта - пуринчен те вăйлăрах пулма, пуринчен те çÿллĕрех сикме, пуринчен те хăвăртрах чупма сунатпăр!

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.