«Манăн халĕ те ĕне сăвас килет»
«Тăван - юнпа, пускилсемпе тус-юлташ вара чунпа тăван», - тени калама çук тĕрĕс пулнине Муркаш районĕнчи Юнкăра пурăнакан Анна Григорьева паян никамран лайăх пĕлет. Пĕччен пурăнакан сакăрвун тăваттăри ватă патне ытларах вĕсем пулăшма çÿреççĕ. Хăй патне хăна пырсан питĕ хĕпĕртет Анна аппа. Мана та, çич çырма урлă каçнăскере, ăшшăн кĕтсе илчĕ. «Ах, чей лартасчĕ», - тесе ăшталанчĕ... Сăмавар вĕресен кил хуçи хĕрарăмĕ иртнĕ кун-çулне аса илчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех фермăра ĕçлесе пысăк наградăсене тивĕçнĕ Анна Ивановнăн асра юлни, каласа памалли чылай.