Комментировать

6 Мая, 2015

Редакцире тăрăшакансен ĕçне пысăка хурса хаклатăп

Ырă кун, "Хыпар" хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем! 80 çултан иртрĕм - чăваш хаçатне вуламасан пурнăçăмра темĕн çитмест пек. Редакцине хамăн ыйтупа иртнĕ çулла пырсан мана тараватлăн кĕтсе илнине, ырăпах ăсатса янине манмастăп. Çапла-çке ватă çын чунĕ: хăйне ăшă сăмах каланăшăн пĕчĕк ача пекех хĕпĕртет.

Сирĕн Издательство çурчĕ кăларса тăракан тĕрлĕ хаçата вулама пуçланăран вара мĕн чухлĕ ырă ăс пухмарăм-ши! Çавăнпах килĕштеретĕп сирĕн кăларăмсене, маншăн вĕсенчен лайăхраххи çук. Çавăнпах редакцире тăрăшакансен ĕçне пысăка хурса хаклатăп: мĕн чухлĕ çынна ырра вĕрентетĕр, савăнтаратăр. Хаçат вуламан çын тĕттĕмлĕхре тесе шухăшлатăп эпĕ. Паллах, ĕçке ернисем - уйрăм ушкăнра. Вĕсем пурнăç тĕшшине туйма, илемне курма пăрахнă.

Çынна хисеплеме пĕлмен, чурăс çынсем пирки те калас килет: ун пек çынсем хаçата ан çырччăрах. Вĕсен суя сăмахне вуласа вараланас килмест. Шел, хальхи вăхăтра чыслă çынсем сахалланчĕç пулас. Кăнттам калаçнине кирек ăçта та илтме тивет - пурнăç йĕрки пулса тăчĕ-ши çавнашкал хутшăну? Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнсан сывлăх та çирĕпрех пулать вĕт-ха. Ун пек чухне ватлăх та хăратмасть. Ырă сăмах, пархатарлă ĕç çынна пурнăçра сăвап кÿретех - çакна ĕненсе хамăра лайăх тытма тăрăшасчĕ.

 

С.ПАРИКОВА,

Муркаш районĕ,

Шомик

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.