Куккапа мухтанатпăр
Ку юрра радио ытларах ватă асаннесен ячĕпе шăрантарать. Тыткăнлакан, чĕрене ыраттаракан йĕркесем, чуна пырса тивекен кĕвĕ...
Виçĕ кĕтеслĕ çырусене музейсенче курнă пулин те алла тытсах курманччĕ-ха унччен. Иккĕмĕш сыпăкри Толя пичче патне хăнана кайсан вăл мана хăйĕн ашшĕн, пирĕн куккан, Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Анисимович Анисимовăн, фронтран килне янă темиçе çырăвне кăтартнăччĕ. Вăхăт иртнипе сарăхнă, чернилпа вараланнăскерсем, кĕтессисем çĕтĕлнĕ пулин те типтерлĕн упраннăскерсем. Миçе хут алла илмен-ши вĕсене, миçе хут ăшшăн сĕртĕнмен-ши? Акă, тата хĕрлĕ армеец кĕнеки, тав сăмахĕллĕ хут, ятарлă курс пĕтерни çинчен калакан свидетельство, çар характеристики... Ваçлей кукка икĕ хутчен Мухтав орденне тивĕçнине пĕлнĕ эпир, мухтаннă та кунпа. Кукам та каласа паратчĕ унăн фронтри паттăрлăхĕ çинчен, аннепе мăнак та яланах аса илтеретчĕç. Вăл фашистсене хирĕç мĕнле çапăçнине çак çыру та çирĕплетет.
Ăна Ваçлей кукка ашшĕ патне фронтран янă: «Сывă-и, хисеплĕ Анисим Максимович тата сирĕн çемйĕр! Фронтран командир саламне янипе пĕрлех пурнăçăрта, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп, - тенипе пуçланать вăл. - Çырăвăн малтанхи йĕркисенчех сире ывăлăршăн тав тума васкатăп. Вăл манăн расчетра службăра тăрать. Юлташĕсем ăна паттăр, хастар кĕрешÿçĕ пулнишĕн хисеплеççĕ. Уйрăмах юлашки çапăçусенче хăюллă та ăста артиллерист пулнине кăтартрĕ вăл. Тăшманăн йывăр танкĕсем пирĕн орудисем çинелле тапăнса килчĕç. Анчах та вăл пеме васкамарĕ-ха - çывăхарах килессе кĕтрĕ. Унтан персе ячĕ те... Çапла пĕр танка вут хыптарчĕ, снаряд хыççăн снаряд кăларса ярса ыттисен çулне пÿлчĕ. Василий Анисимов сержант-наводчик яланах хавас кăмăллă, боецсене шÿтпе çĕклентерет. Çапăçури хăюлăхпа паттăрлăхшăн вăл «Мухтав» ордена тата «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçрĕ. Анисим Максимович, çакăн пек хăюллă ывăл çитĕнтернĕшĕн сире тав тăватăп. Эпир паттăр артиллеристпа мухтанатпăр. Халĕ вăл пирĕн чаçрех, сывă. Сире пысăк салам ярать...
Анисим Максимович, аллăра хыттăн чăмăртатăп, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп. Салампа оруди командирĕ Иванов аслă сержант. 19.09.44ç.»
Конверт çине «Полевая почта 62811-Е Иванов Федор П.», унсăр пуçне «просмотрено /04200,19|X 44» тесе паллă тунă.
Çапăçу хирĕнчен çитнĕ, ют алăпа çырнă çырăва уçиччен кукампа кукаç хытах хăрарĕç пулĕ. Тен, усал хыпар пĕлтереççĕ? Çырăва вуласан хăйсен сарă çÿçлĕ, янкăр тÿпе пек сенкер куçлă, илĕртÿллĕ куллипе хĕрсен чĕрине çунтарнă ывăлĕшĕн чунтан хĕпĕртенĕ ĕнтĕ, паллах. Мана та хумхантармасăр хăвармарĕ вăл. Салтак ашшĕ-амăшне савăнтарма, лăплантарма ырă сăмахсем тупма пултарнă-çке Иванов аслă сержант.
Тав сăмахĕ çырнă ятарлă хутсем темиçеччĕ те Ваçлей куккан. Вăрçă çинчен аса илме юратмастчĕ вăл. Тăшмана тĕппипех аркатас умĕн хытах аманнăскерĕн алли-ури чĕтретчĕ, вăраххăн çеç кăштăртатса çÿретчĕ. 51 çултах пурнăçран уйрăлчĕ.
Çамрăк чухнехи харсăрлăхне палăртма ун çинчен çырнă характеристикăн хăшпĕр йĕркине илсе кăтартас кăмăлăм пур:
«Анисимов Василий Анисимович 101-мĕш пограничник отрядĕнче пулнă май вăрçăн малтанхи кунĕсенчех тăшмана хирĕç тăнă. Орел çывăхĕнчи, Курск пĕккинчи, Чернигов хули патĕнчи, Висла юханшывĕ хĕрринчи çапăçусенче хăюлăх кăтартнă... 76 милиметрлă оруди наводчикĕ хăйĕн ĕçне ăста пĕлнипе, батарейăра пуçарулăхĕпе, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пĕтĕм вăй-халне пама хатĕр пулнипе уйрăлса тăнă... Çапăçусен йывăр саманчĕсенче хăйĕн тĕслĕхĕпе ытти боецсене хавхалантарнă.
Пĕррехинче çапла снарядсем пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Анисимов наводчик хăйне лăпкă тытнă, юлашки снарядсене питĕ тĕл персе батарея патне çывхарнă вăтăра яхăн тăшман салтакне тĕп тунă, икĕ пулеметне сирпĕтнĕ. Анисимов паттăрлăхне кăтартакан кун йышши тĕслĕх чылай...
Артдивизион штабĕн начальникĕ Малочка капитан».
Характеристикăна Ваçлей кукка урăх çĕре куçас умĕн çырнă пулас. Вăрçă хыççăн вăл киле çичĕ çултан çеç, 1952 çулта, кĕçĕн лейтенант званийĕпе таврăннă. Вăрçăччен шкулта ĕçленĕскер таврăнсан та ачасене вĕрентнĕ, унтан райком инструкторĕнче вăй хунă.
Вăрçăра вăл виçĕ хутчен аманнă, госпитальте сывалсан каллех строя тăнă. Шăпах çав сурансем кайран, кăштах ватăларахпа, унăн ĕмĕрне кĕскетрĕç пулас - унăн алли-ури чĕтреме пуçларĕ, ăна инвалидноç пачĕç.
Аманса сусăрланнине пула вăхăтсăр пенсие тухичченех ялти библиотекăра ĕçлерĕ. Ачасене, аслисене тирпейлĕхе, кĕнекене упрама вĕрентетчĕ. Алла икĕ кĕнекерен ытла нихăçан та памастчĕ. Тавăрса панă чухне вара содержанине ыйтатчĕ.
Нумаях пулмасть эпĕ Интернетра вăрçăра çапăçнисен наградисен сайчĕ пурри çинчен пĕлтĕм. Тÿрех хам тăвансенне шырама тытăнтăм. Василий Анисимовичăн виçĕ наградине тупма пултартăм!
«Анисимов Василий Анисимович. 1922 çулта çуралнă, вăрçăра - 1940 çултанпа. Унăн наградисем: «Паттăрлăхшăн» медаль /13.01.1944/, 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕ /30.08.1944/ тата 2 степеньлĕ Мухтав орденĕ /08.05.1945/.
Мухтав орденĕн пĕрремĕш степеньне илме те хутсем çырнине асăнатчĕ. Вăл Берлина çитнĕ, Одер хĕрринче пынă çапăçусенче те палăрнă, анчах документсем штаба çитиччен çухалнă. Ăна-кăна пĕлместĕп, хăй асăннипе кăна калатăп. Атте те хăйĕн асаилĕвĕсенче «Он так и не смог получить орден Славы первой степени» тесе çырнă.
Ваçлей куккан сывлăхĕ япăхланса кайсан вĕсен çемйи Шупашкара пурăнма куçрĕ. Ăна хваттер пачĕç. Ленин проспектĕнчи библиотекăпа юнашар çуртăн пĕрремĕш хутĕнче. Чунĕ тухас умĕн вăл хăйне тăван ялĕнче пытарма хушнă, вилтăпри çине хĕрес мар, хĕрлĕ çăлтăр лартма хушнă. Кăкшăмри çăвара сулахаялла кăшт пăрăнсан - хĕрлĕ çăлтăрлă пĕчĕк палăк. Ун çинчи кăшт палăракан пĕчĕк çеç сăнÿкерчĕк кунта паттăр салтак, икĕ Мухтав орденĕпе «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсен кавалерĕ Василий Анисимович Анисимов выртнине пĕлтерет.
Галина ЗОТОВА
- В.А.Анисимов /вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн/.
Комментировать