«Тĕрĕс çулпа пыратăр!»

6 Мая, 2015

«Хыпар» хаçатăн çĕнĕ правилăсене тĕкĕнмелле марччĕ», - тенĕччĕ пĕр çырнинче. Чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ушкăнĕ те йышăну тусах тĕп хаçат пуçарăвне сивлесшĕн пулни çинчен илтнĕччĕ.

Çавсем, пĕр енлĕ аталаннă çынсем евĕр, «Хыпарпа» унăн кăларăмĕсене кăна алла тытаççĕ пулас. Калăпăр, Тутарстанри «Сувар» хаçат тахçанах «тĕрĕс çулпа» пырать, пĕрлешсе пĕр ăнлав пулнă сăмахсене уйрăм çырмасть. Чăваш хутлăхĕнчи «Малалла» /Çĕмĕрле районĕ/, «Пирĕн сăмах» /Сĕнтĕрвăрри/ хаçатсем те мĕн ĕлĕкрен тенĕ пек кивĕ правилăсенех пăхăнаççĕ! Çакна асăрхамаллах ĕнтĕ, курмăш пулмалла мар.

Ю.Виноградов шухăшĕ хыççăн кайсан аташса «чăтлăха» кĕме те пулать. Тĕкĕл тура çырма сĕнеççĕ. Анчах тура кунта ниме те пĕлтермест-çке. Тĕклĕ ура тенине ăнланма пулать-ха. Пĕр пеклĕх, таса марлăх сăмах майлашăвĕсенчи пеклĕх, марлăх сăмахсене эсир словарьсенче тупаймастăр, вĕсем ниме те пĕлтермеççĕ.

Аташса кайнă çынсем евĕр эпир саспалли сăмаха та уйăраттăмăр. Шухăшлăр-ха: «ялав», «юхăм» сăмахсем тăватă саспаллирен, анчах пилĕк сас паллирен тăраççĕ! /я-йа, ю-йу/. Чĕлхеçĕсен çакна чухламаллах ĕнтĕ!

«Çутçанталăк», «чĕрчун» тата ытти сăмахсене çырнă чухне те эпир чарăну тумастпăр /çут çанталăк теместпĕр/, уйрăм çырсан чарăнса тăратпăр.

Нумай пулмасть Элĕксем кăларакан «Пурнăç çулĕпе» хаçатпа паллашрăм та... савăнтăм. Вĕсем те аташма пăрахнă, тахçанах пĕрлешнĕ сăмахсене уйрăм çырмаççĕ. «Тĕрĕс çулпа пыраççĕ, мĕншĕн тесен тĕрĕс çыраççĕ», - терĕм вара хам ăшăмра.

 

Г.ФЕДОТОВ,

Шупашкар хули

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.