Архив - 21 Мая, 2015

21 Мая, 2015

Сывa чĕпĕ туянар

Хăшпĕр чухне çулсерен чăх-чĕп усракансем те аптраççĕ: "Мĕншĕн талăкри чĕпĕсем туяннă хыççăнах вилме тытăнаççĕ? Уйрăмах малтанхи эрнере”.

Сăлтавĕ тĕрлĕрен - тĕрĕс мар пăхни, апатлантарни, температурăна кирлĕ пек йĕркелеменни. Чи пысăк сăлтавĕ вара - туяннă пĕчĕк чĕпĕсем хавшак пулни, пахалăха тивĕçтерменни. Пĕчĕк чĕпĕсен пахалăхне епле хакламалла-ха? Сутакан умне чĕпĕсене лăк тулли читлĕхсенче илсе çитереççĕ-çке.

21 Мая, 2015

Хĕвел евĕрлĕ хăлха çакки курaкĕ

Çуркунне çак пĕчĕк хĕвел евĕрлĕ чăмаккасене пур çĕрте те курма пулать: улăх-çаранта, вăрманта, хулара, çулсен çумĕпе, юханшыв хĕрринче тата харпăр хăй пахчинче. Вĕсене хăнăхса çитнĕ эпир, çавăнпа хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ илемне асăрхамастпăр та. Çитменнине тата ăна ниме юрăхсăр çумкурăк вырăнне хуратпăр, ăçта куратпăр, çавăнта кăкласа ывăтатпăр. Тĕнчере çак чечеке тивĕçлипе хисеплеççĕ. Голландире, Японире, Францире, Индире хăлха çакки курăкĕ пахчи-пахчипе, ăна ятарласа ĕрчетеççĕ. Çак ÿсен-тăран пысăк усă кÿнине унта лайăх пĕлеççĕ.

21 Мая, 2015

Вăрăмтуна тапăнасран

Çуллахи ăшă та тулăх кунсем, ÿсен-тăранăн çĕр-çĕр ырă шăршипе тулнă тавралăх - кам сивлетĕр ăна? Çак илемлĕ те канăçсăр кунсенче вăрăмтуна сĕрлени пуринчен те хытă тарăхтараканни пулĕ. Вырăссен аслă поэчĕ А.Пушкин та «Кĕркунне» сăввинче çавна асăнмасăр хăварман, çыртнă вырăн хытă кĕçĕтсе канăçсăрлантарнă ахăртнех.

21 Мая, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 20 (6061) №. 21.05.2015

«Хурăнташ» солисчĕ Д.Анти­пов Мускаври парадра пулнă? 2 стр.

«Нарспи» поэмăна вулатпăр» акцие 25 çĕршыв хутшăннă? 3 стр.

Ашшĕне вĕлернĕ йĕкĕте колоние 11 çуллăха ăсатнă? 4 стр.

Шалу лайăх тÿлесен те çам­рăксем фермăра ĕçлесшĕн мар? 5 стр.

Концлагерьте хĕрачасем тă­кăннă яшкана выртса çулланă? 8 стр.

«Хуняма хăйĕн хĕрĕсене: тĕнче кахалĕсене: пĕлмест»? 13 стр.
 

21 Мая, 2015

Муркашсем çуралнă тăрăхне усă кÿресшĕн

Больницăсенче специалистсем çит­меççĕ. Ăна пула халăх та, тухтăрсем хăйсем те шар кураççĕ. Çивĕч ыйтăва татмашкăн 2012 çулта пирĕн çĕршывра «Земство тухтăрĕ» программа вăя кĕчĕ. Çапах асăннă программа та кадрсем çитменнине пĕтереймен. Район больницисене специалистсемпе 60,3% çеç тивĕçтернĕ.

21 Мая, 2015

“Хурăнташ” солисчĕ Мускаври парада хутшăннă

"Хурăнташ" ушкăн солисчĕ Денис Антипов çулталăк ĕнтĕ сцена çинче курăнмасть. "Çамрăксен хаçачĕн" çывăх тусĕсем çакăн сăлтавне пĕлеççĕ. Денис Президент полкĕнче хĕсметре тăни пирки эпир çырнăччĕ. Халĕ вара чăваш арĕ /каччă темĕпĕр, вăл авланнă/ Çĕнтерÿ кунĕнче Мускавра иртнĕ тĕп парада хутшăннине пĕлтĕмĕр.

21 Мая, 2015

Хваттер маларах илес тесен виççĕмĕш ача çуратмалла

Çамрăксене мĕн ĕмĕртенпех халăхăн ура çинче çирĕп тăрайман пайĕ вырăнне хунă: професси, пурнăç опычĕ те пуянах мар, шалăвĕ те пĕчĕк. Çемье çавăрнă пулсан, ача çуралсан - пушшех те, пулăшмаллах вĕсене. Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ - çамрăк çемьесен умĕнче тăракан чи пысăк ыйтусенчен пĕри.

Страницы