Комментировать

21 Мая, 2015

“Хура” ĕçрен писни-ши е пурăнмалли условисем тивĕçтерменни-ши?

Ял çыннишĕн çурхи ĕçсен хĕрÿ вăхăчĕ халĕ. Çураки - ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн те яваплă тапхăр. Алран кайми аки-сухине пурнăçласси ăна мĕнле хатĕрленнинчен кăна мар, кадрсенчен те нумай килет. Халĕ, пĕлетпĕр ĕнтĕ, ял хуçалăх предприятийĕсене ку енĕпе питĕ йывăр, мĕншĕн тесен яшсемпе хĕрсем паха пĕлÿ илме, лайăх çĕре вырнаçма хуланаллах туртăнаççĕ. Ялсем çĕнелнине, бизнес, фермер хуçалăхĕ пуçаракан хастар çамрăксене мухтаса тем чуль çырсан та чăнлăхăн çак енне те пытарма çуках. Çамрăксем "хура" ĕçрен писсе пыраççĕ, колхоза тухса ĕçлеме мар, килте ĕне усракан та сахал халĕ.

"Çамрăксем валли ялта ĕç çук" тенине вĕçĕмех илтетпĕр. Çаплах-ши? Çемйине пăрахса арçынсем шапаша тухса каяççĕ, çав вăхăтра вырăнти хуçалăхра ĕçлекен çук, механизаторсем, комбайнерсем çитменнипе аякран килекенсене килĕшÿ çырса тара тытма тивет.

Ытти районтан та пыраççĕ

Иртнĕ эрнере Шупашкар районĕнчи "Атлашевский" ЯХКра пулма тÿр килчĕ. Ку хуçалăхра çамрăксем йышлă ĕçленине пĕлтĕмĕр. Вырăнти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăна мар, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Муркаш тата ытти районтан та ĕç шыраса килнĕ-мĕн. Аякрисене общежитире кĕтес панă.

- Ялта ĕç çук тенипе килĕшместĕр эсир ахăртнех? - кăсăклантăм управляющирен Сергей Михайловран. Кунта çĕнĕ цехсемпе комплекссем хута каяççĕ, производство аталаннă май ĕç вăйĕ те кирлĕ-çке.

- Ÿркенмен çын валли хăть ялта, хăть хулара - пур çĕрте те ĕç пур, - терĕ ертÿçĕ. Унтан çамрăк специалистсемпе курнăçтарчĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.