Вăрăмтуна тапăнасран
Çуллахи ăшă та тулăх кунсем, ÿсен-тăранăн çĕр-çĕр ырă шăршипе тулнă тавралăх - кам сивлетĕр ăна? Çак илемлĕ те канăçсăр кунсенче вăрăмтуна сĕрлени пуринчен те хытă тарăхтараканни пулĕ. Вырăссен аслă поэчĕ А.Пушкин та «Кĕркунне» сăввинче çавна асăнмасăр хăварман, çыртнă вырăн хытă кĕçĕтсе канăçсăрлантарнă ахăртнех.
Чăнах та хăшне-пĕрне ÿпре-вăрăмтуна çыртни сĕре канăçсăрлантарать: çав тĕл шыçать, кĕçĕтет. Тепришĕн вăрăмтуна те пур, те çук - çыртнине те сисмест тейĕн. Тапăнма та çак кăпшанкăсем пĕрне хытă тапăнаççĕ, теприне асăрхамаççĕ те тейĕн. Çакăн тупсăмне - мĕне туйса хăшпĕр çынна хытă тапăннине - ăсчахсем те çирĕплетеймен-ха. Ÿт тасалăхĕнчен те, тарланинчен те, юн ушкăнĕнчен те килмест иккен вăл. Ачасен çемçе, ачаш ÿтне таçтанах туяççĕ. Ача ÿчĕ вăрăмтуна çыртнипе уйрăмах аптрать: çыртнă вырăн хĕрелсе шыçать, хытă кĕçĕтет, ача канлĕ çывăраймасть.
Килте çак йăлăхтармăшпа алла хаçат чĕркесе тытса, тапăчкипе, пылесоспа çапăçма пулать-ха. Ку мелсем хул-çурăма вылятма лайăх, анчах вăрăмтунаран хăтăлма питех пулăшаймаççĕ.
Сăмах майăн, кÿлленчĕк çийĕн хĕвĕшекен ÿпре ушкăнĕнчен сирĕн çине /выльăх-чĕрлĕх çине те/ вăрăмтуна ами çеç уйрăлса вĕçет. Аçисем чечек нектарĕпе е ÿсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнаççĕ. Юн ĕмекеннисем - амисем. Вĕсем çăмарта хураççĕ те вилеççĕ. Çăмарта аталанмашкăн белок кирлĕ иккен.
Мĕнле хÿтĕленмелле-ха вăрăмтунаран?
Кил-çуртра чи витĕмлĕ мел - вăрăмтуна вĕçсе кĕресрен чÿречене карни. Уçса уçăлтаракан чÿречесене кăпшанкăран хÿтĕлеме марльăпа е ятарлă вĕтĕ сеткăпа карса çирĕплетмелле. Шăрăхра алăка уçă тытсассăн штора карма ан манăр.
Вăрăмтуна хура тата янкăр тĕссене лайăх асăрхать. Вăйлă шăршăллă лак-дезодорант е духи те ăна илĕртет имĕш.
- Тикĕт курăкĕн /гвоздика/, базиликăн, эвкалиптпа анăс курăкĕн шăршине вара тÿсме пултараймасть. Çак ÿсен-тăранран хатĕрленĕ çупа уçă вырăнсене сăтăрмалла - кăпшанкă тапăнмĕ. Çупа мамăка йĕпетсе чÿрече янаххисем çине хумалла. Базилик çулçине лутăркаса çемçетсе пите, алăсене сăтăрсассăн пĕр вăхăт ÿпре-вăрăмтуна çывхармĕ.
- Шурут е ÿхлĕм курăкĕ /пырей/ тымарĕн отварĕпе ĕлĕкех юн ĕмекен кăпшанкăран хўтĕленме усă курнă. Пĕр чĕптĕм тымара литр шыв çине ярса вĕреме кĕриччен тытмалла, сивĕнсен алăсене, пит-куçа йĕпетмелле.
- Пиретрум /ăна перс, кавказ ромашки тесе те калаççĕ/ чечекĕн çулçи-тунине типĕтсе хатĕрлемелле, кофе арманĕпе авăртмалла. Кирлĕ чухне пĕр чĕптĕм порошока илсе сăтăрмалла. Çак чечекĕн пĕчĕк çыххисене пÿлĕме лартсан пĕр эрне вăрăмтуна чăрмантармĕ.
- Кедр çăвĕн шăрши вăрăмтунана çеç мар, шăна-таракана та хăратать.
- Армути тымарĕн отварĕпе пите сăтăрсан пĕр юнĕмен те çывхармĕ. Шыва çапла хатĕрлемелле: 30-40 г тымара литр çурă шыва ярса вĕреме кĕриччен çулăм çинче тытмалла, унтан илмелле те сивĕниччен витсе лартмалла.
- Вăрăмтуна çыртнă пулсан кĕçĕтекен вырăна апат содипе сĕрни пулăшать /çур стакан шыва çур чей кашăкĕ сода/. Нашатырь спиртне шывпа çурмалла хутăштарса сĕрни те кĕçĕтнине, ыратнине ирттерет.
- Çĕмĕрт е шăнăр курăкĕ, петрушкăн е пĕтнĕкĕн чĕрĕ çулçине çемçетсе вăрăмтуна çыртнă тĕле сĕрмелле - кĕçĕтни иртет, шыçă чакать.
- «Звездочка» Вьетнам бальзамĕпе усă курни аван. Вăл çыртнине сиплеме те, ÿпре-шăнана хăратма та лайăх.
Хăшпĕри çирĕплетнĕ тăрăх, юн ĕмекен кăпшанкăсем сарă тĕсрен хăраççĕ. Вăрмана, шыв хĕрне кайнă чухне сарă тум тăхăнса пăхăр - тĕрĕслеме май пулĕ.