Сывa чĕпĕ туянар
Хăшпĕр чухне çулсерен чăх-чĕп усракансем те аптраççĕ: "Мĕншĕн талăкри чĕпĕсем туяннă хыççăнах вилме тытăнаççĕ? Уйрăмах малтанхи эрнере”.
Сăлтавĕ тĕрлĕрен - тĕрĕс мар пăхни, апатлантарни, температурăна кирлĕ пек йĕркелеменни. Чи пысăк сăлтавĕ вара - туяннă пĕчĕк чĕпĕсем хавшак пулни, пахалăха тивĕçтерменни. Пĕчĕк чĕпĕсен пахалăхне епле хакламалла-ха? Сутакан умне чĕпĕсене лăк тулли читлĕхсенче илсе çитереççĕ-çке.
Чăх çăмартин пахалăхĕнченех пуçланать чĕпĕ мĕнле пуласси. Çăмартара, инкубацире мĕнле тытни, çăмартаран тухакан тапхăр, сутма кăларичченхи вăхăт. Чĕпĕсен сывлăхĕ йăлтах çак асăннă тапхăрсенче мĕнле пулнинчен килет те.
Туянакансен вара сывă та тĕреклĕ чĕппе суйласа илме пĕлмелле.
Сывă чĕпĕ паллисем
- Чĕпĕ йăрă, урасем çинче çирĕп тăмалла. Сасăна илтет, лайăх сăхать.
- Пуçĕ сарлака, пропорципе, сăмси лайăх аталаннă, йăлтăркка сарă тĕслĕ.
- Куçĕсем çаврака, йăлтăркка.
- Кĕлетки /алăпа тытсан/ лĕнчĕркке ан пултăр.
- Хырăмĕ /тытсассăн/ çемçе, пуçтарăнчăклă /усăнса тăмасть/.
- Çунаттисем кĕлетки çумĕнче тачă тăраççĕ.
- Мамăкĕ типĕ, лайăх кăпăшкаланнă, çемçе, йăлтăркка.
- Кăвапи тĕлĕ лайăх хупăннă, пуçтарăнчăк.
- Кучĕ таса, шупка хĕрлĕ.
Чĕпĕ сасса илтнине çапла тĕрĕслеме пулать: чĕпĕсемлĕ курупкăна е ешчĕкĕн хĕррине пÿрнепе шаккăр. Чĕпĕсем шăпланса тăчĕç пулсан вĕсем сасса илтеççĕ. Кăвапине, кутне, сăмсине, пуçне, куçĕсемпе урисене, мамăкне тĕрĕслемешкĕн чĕппе алăпа илмелле: çурăмĕ ал тупанĕ çинче, хырăмне пуç тата шĕвĕр пÿрнесемпе ытамламалла. Чĕппе маларах асăннă йĕркене асра тытса сăнамалла.
Сывă мар, имшер чĕпĕ паллисем
Йăрă мар, хускалмасть, сас-чĕве илтмест, ури çинче çирĕп тăраймасть, çуначĕсем усăнчăк, куçĕсем тĕксĕм, çурма хупă, сăмси çемçе, тĕссĕр, хырăмĕ усăнчăк, кăвапи тĕлĕ çемçе, хупăнчăк мар, кĕлетки çемçешке, кучĕ вараланчăк, мамăкĕ яка мар, тĕссĕр, сайрарах. Çакнашкал чĕпĕсене туянма юрамасть. Хăвăрăн курупкана янă кашни чĕппех тытса сăнаса пăхăр.
Чĕпĕсене илсе килнĕ тара тасалăхне, пахалăхне те пăхса илме ан манăр. Турттармалли тара пластмассăран е карттунран, фанерăран пулма пултарать. Вăл таса пулмалла. Курупкана нормăран ытларах чĕпĕ тултарма юрамасть. Пĕр чăх чĕппи валли /çăмарта тăваканни/ 28-30 см2 пулмалла. Пĕр тăваткал метрта 330-350 чĕпĕрен ытла мар. Ашлăх çитĕнтермелли чăх чĕпписем пысăкрах. Кашни чĕпĕ валли лаптăк та пысăкрах кирлĕ - 32-35 см2. Кăвакал чĕппи валли 40-48 см2, цесарка чĕппи валли 28 см2, хур чĕппи валли - 60-68 см2.
Киле чĕпĕсене тĕрĕс-тĕкел илсе çитерме те лайăх тара кирлĕ. Урамра сивĕ пулсан чĕпĕсен курупкине ăшăтассине шута илмелле. Пĕчĕкскерсене 27-30 градус ăшă кирлĕ.
Чĕпĕсене /килте тухнисем пулсан/ мамăкĕ типсе чупкалама пуçласассăнах çитерме юрать. Туяннисене те /талăкрисене/ малтан çăмарта чăмăрла пĕçерсе çитереççĕ. Саррине уйăрса илсе шуррине çеç çитереççĕ малтан. Каярах тăпăрч, турăх лартса памалла, пĕр-икĕ кунтан вĕтетнĕ вир кĕрпи, сĕлĕ кĕрпи çитермелле.
3 кунран чĕпсене люцерна, клевер, вĕлтрен çулçи вĕтетсе çитермелле. Кăшт ÿснĕçемĕн теркăпа хырса кишĕр, кавăн, кăшман апата хушма юрать. Çĕр каçма чĕпĕсем тулли пĕсехепе каймалла. Шыва яланах таса савăта ярса памалла.
Малтанхи вунă кунра чĕпсене кашни икĕ сехетре апатлантармалла, вунпĕрмĕш кунран апатлантарассине сайралатмалла - кунне 5 хут хăварма юрать.
Чĕпĕ хырăмлăхĕ 30 кунччен тырă хуппине ирĕлтереймест. Çавăнпа сĕлĕ е урпа çăнăхĕ çитернĕ чухне çăнăха алламалла. Апатлантарнă майăн лайăх сăнамалла. Имшерленнĕ чĕпĕсене уйăрса илмелле, уйрăм пăхса тĕреклетмелле.
Чĕпĕсене тытакан вырăна тасатса тăмалла, çитермелли шыв савăчĕсене кашни кун çумалла. Уçă сывлăшпа тивĕçтермелле, ăшă, çутă çителĕклĕ пулмалла. Ай сарăмне типĕ те таса тытмалла.
Комментировать