Хĕвел евĕрлĕ хăлха çакки курaкĕ

21 Мая, 2015

Çуркунне çак пĕчĕк хĕвел евĕрлĕ чăмаккасене пур çĕрте те курма пулать: улăх-çаранта, вăрманта, хулара, çулсен çумĕпе, юханшыв хĕрринче тата харпăр хăй пахчинче. Вĕсене хăнăхса çитнĕ эпир, çавăнпа хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ илемне асăрхамастпăр та. Çитменнине тата ăна ниме юрăхсăр çумкурăк вырăнне хуратпăр, ăçта куратпăр, çавăнта кăкласа ывăтатпăр. Тĕнчере çак чечеке тивĕçлипе хисеплеççĕ. Голландире, Японире, Францире, Индире хăлха çакки курăкĕ пахчи-пахчипе, ăна ятарласа ĕрчетеççĕ. Çак ÿсен-тăран пысăк усă кÿнине унта лайăх пĕлеççĕ.

Симĕс аптека

Тымарĕнче те, çулçинче те, чечекĕнче те, татсан сĕт тухакан тунинче те - пур пайĕнче те паха микроэлементсем, витаминсем пур.

Тĕслĕхрен, çулçи С витаминпа, кальципе, фосфорпа, тимĕрпе пуян. Тымарĕнче инулин, çусем, тĕрлĕ йÿçексем пур. #сен-тăранăн чечек тусанĕнче - мĕнпур ушкăнри витаминсем.

Курăк чейне, унăн сĕткенне ĕçсен вăй хушăнать, ылмашу процесĕсем лайăхланаççĕ, организмран шлаксем тухаççĕ, инсулин ытларах пулать.

Чĕрĕ çулçинчен хатĕрленĕ сĕткенне юн сахаллансан /малокровие/ ĕçеççĕ /кунне 50-100 грамм, 3 эрне сипленеççĕ/. Тымарĕн чейĕ те çак чир аталансан витĕмлĕ.

Çуркунне пире пурне те витаминсем çитмеççĕ, хăвăрт ывăнатпăр. Хăлха çакки курăкĕ - чăн-чăн эмел вырăнĕнче. Сĕткенĕ хастарлăх кÿрет, çамрăклăха тăсма пулăшать.

Хăлха çакки курăкĕн йÿçекĕ организма лексе апат çиес килессине ÿстерет, вар-хырăм, пĕвер ĕçне лайăхлатать. Ват хăвалама пулăшать. Курăк сĕткенне йÿç кăшман сĕткенĕпе хутăштарни пысăк усă кÿрет.

Шăмă сыпписем ыратсан çак курăкран чей /отвар, настой/ те хатĕрлесе ĕçеççĕ, компресс хураççĕ. Хăлха çакки курăкĕпе кишĕр сĕткенĕн хутăшĕ ватă çынсен шăммине çирĕплетет.

Кухньăра

  • Хăлха çакки курăкĕн чечекĕнчен «пыл», варени пĕçереççĕ, хăватлах мар эрех хатĕрлеççĕ. «Пылĕ» - шăнса чирлесен, организм халсăрлансан паха эмел.
  • Унăн тымарне ăшаласа авăртаççĕ - кофе туянса тăкакланма та кирлĕ мар.
  • Хăлха çакки курăкĕ фиточейсен тытăмне кĕрет. Унпа сар çип утипе, шăланпа, сарпуçпа, чăрăштăррипе, эмел шур курăкĕпе пĕрле усă кураççĕ.
  • Çуркунне унăн çулçинчен салат, борщ хатĕрлеççĕ.

Илемлĕх кÿрекен чечек

Пирĕн асанне-кукамайсем хăлха çакки курăкĕн сĕткенĕпе пите шуратма, сарăрах хăмăр пăнчăсене пĕтерме усă курнă. Паян та унпа чĕкеç шатрине тĕссĕрлетеççĕ. Чĕрĕ çулçипе маска тăваççĕ: вăл ÿте нÿретет, çамрăклатать.

Сăмах май

  • XIX ĕмĕрте Бавари королĕн çемйи сывлăхне çирĕплетме ирхи апат хыççăн вĕлтренпе хăлха çакки курăкĕн сĕткенне пĕрер черкке ĕçнĕ.
  • Хăлха çакки курăкĕ туберкулез микробне, хăшпĕр вируса, паразитсене, усал шыçă клеткисен уйрăм ушкăнĕсене пусарать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.