Архив - Апр 2015

апреля 28th

28 Апр, 2015

Усăлли усаллипе кĕрештĕр

Республикăра наркотиксене пула шута илнĕ çул çитмен çамрăксен шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. 2012 çулта унашкаллисем иккĕн кăна пулнă, 2013 çулта - 20, пĕлтĕр вара - 51 çын. Иртнĕ çул тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илекен 42 студент наркотиксемпе çыхăннă преступлени тунине тупса палăртнă. Кăçалхи 3 уйăхра аслă тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен 13 çамрăкне çавнашкаллишĕн тытса чарнă. Ыйту çивĕччи куçкĕрет.

28 Апр, 2015

Сыхăлăха çухатма юрамасть

Çурхи-çуллахи тапхăрта вăрман пушарĕсене сирсе ярас тата сÿнтерес ĕçе еплерех хатĕрленни, çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе йышăнакан мерăсем, ача-пăча лагерĕсем сывлăха çирĕплетме хатĕррипе хатĕр марри, суту-илÿпе кану центрĕсенчи лару-тăру - шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç Правительствăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче.

Вăрман пушарĕсем

28 Апр, 2015

«Пирĕн республика. Тĕп тема»

Çакăн пек ятпа çĕнĕ медиапроект хута кайрĕ. «Советская Чувашия» хаçат, «Чăваш Ен» ПТРК тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕ пурнăçлаканскерĕн премьери сенкер экрансем çинче пулчĕ ĕнтĕ. Паян вулакана материалăн хаçат валли хатĕрленĕ версийĕпе паллаштаратпăр.

28 Апр, 2015

Литература çулталăкĕнче çырнипе пушшех те асра юлĕ

Вырăсла пĕрлехи диктант çырнă хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ - чăвашсем те хăйсен чĕлхипе çыру ĕçне пурнăçларĕç.

28 Апр, 2015

Хамăрах айăплă мар-ши?

«Хыпар» хаçатра чăвашла калаçакансен шучĕ чакса пыни çинчен пăшăрханса çырнă статьясене вуланă хыççăн В.Иванов профессорăн «Анăçри чăвашсем çинчен мĕн калаççĕ», «Çĕршывĕ асамлă, халăхĕ ăслă» кĕнекисем асăма килчĕç. Вĕсен тĕп шухăшĕ - ют чĕлхесене те вĕрен, тăван чĕлхÿне те ан ман, атте-анне чĕлхинчен лайăххи çук тени.

28 Апр, 2015

Куççуль витĕр шăраннă юрăсем

Çак кунсенче Чăваш наци музейĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалланă "Кам-ха калĕ вăрçăра юрă-кĕвĕ кирлĕ мар тесе." курав уçăлчĕ. Вăл Наци музейĕн тытăмĕнчи Çар мухтавĕн музейĕн материалĕсене пуянлатать, яланхи экспозицири темăсене туллинрех уçса пама пулăшать.

28 Апр, 2015

Салтак тата судья

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сироткинсем пиллĕкĕн - ашшĕ тата тăватă ывăлĕ - çапăçнă. Кашниех харсăрлăхпа, паттăрлăхпа палăрнă, орден-медале тивĕçнĕ. Шел, вăрçăран пурте таврăнайман. Василий, çичĕ ачаллă çемьери виççĕмĕш, йывăр аманса демобилизациленнĕ.

28 Апр, 2015

«Вăрçă пуçланнă!» терĕç те вăйă саланчĕ

Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн ветерансене юбилей медалĕпе наградăларĕç. Штанашра пурăнакан 83 çулти Леонид Егоров учитель-пенсионер та çак чыса тивĕçрĕ.

Леонид Емельянович вăтам пурăнакан хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ, Каспи тинĕсĕн морякĕ Емельян Егорович тăхăр çул службăра тăнă, граждан вăрçине те хутшăннă. Амăшĕ Наталия Павловна 11 ача çуратнă, вĕсенчен тăваттăшĕ кăна ырă-сывă çитĕннĕ, ыттисем çамрăклах çĕре кĕнĕ.

Вăрçă пуçланнă чухне Леонид Емельянович тăхăр çулти ача пулнă, 2-мĕш класра вĕреннĕ.

28 Апр, 2015

100 çулччен пурăнма ĕмĕтленетчĕ

Пирĕн юратнă анне, Ольга Сергеевна Орлова /Любимова/, вăрçăпа ĕç ветеранĕ, Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрăм пурнăçĕнче хура-шурне самаях курнă, телейлĕ самантсем те пулнă.

1940 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă вăл. Икĕ çул тăван тăрăхри Хирти Явăшри шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах ялти çамрăксемпе туслашнă, концерт-спектакль лартнă, балалайка ăста каланă, улахра алĕç тунă. Мĕн чухлĕ такмак, ташă кĕвви пĕлмен-ши вăл?

Страницы