Комментировать

28 Апр, 2015

Чăвашăн тĕп тĕллевĕ

Иван Яковлевич Яковлев... Çак ят герб, гимн, ялав пекех чăвашăн символĕ пулса тăчĕ. Тăван халăхăн ăс-тăнĕпе, тĕнчекурăмĕпе, пĕлĕвĕпе çыхăннă кашни пулăмра унăн витĕмĕ пур.

Иван Яковлевпа унăн мухтавлă шкулĕ çинчен çĕннине мĕнех калайăп? 19 ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнчех пичетленме пуçланă та, пĕр ĕмĕр çурă хушшинче çĕр-çĕр статья, кĕнеке кун çути курнă. Халăхăмăра çутта кăлараканĕн тарăн та пуян сăнарне çыравçăсем те тĕрлĕ енчен хакланă. Кашнийĕ ăна хăйĕн тавракурăмне кура çутатса пама тăрăшнă. "Аслă патшалăх" шовинисчĕсем ăна сăлтавсăрах сепаратизмпа тата национализмпа айăпланă. Хăйсене "Чăвашшăн тăракансем" тесе шутлакансем вырăслатса яракан тесе тиркенĕ. Чăваш, вырăс, ытти халăх интеллигенцийĕ, хура халăх унăн ĕçĕсене яланах ырласа йышăннă. Иван Яковлевич Яковлев вара хăйĕн асаилĕвĕсенче хăйĕн кунçулĕпе пĕтĕм пурнăçĕ çинчен "Манăн чăваш ĕçĕ" тенĕ.

Чăвашсене, Атăлпа Урал хушшинчи халăхсене тĕнче цивилизацийĕн çитĕнĕвĕсемпе çывăхлатас ĕçре ырми-канми вăй хунă çын, паллă гуманист И.Я.Яковлев çуралнăранпа 167 çул çитнине чысланă кун унта е кунта ун ячĕпе ирттерекен ĕçсене асăнса тухас тĕллевĕм çук манăн. Урăххи шухăшлаттарать, Чăваш тĕнчинче унăн пĕлтерĕшне ăнланса çитернĕ-и-ха эпир? Кам вăл пирĕншĕн чăннипе? Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.