Архив - 17 Июн, 2014

17 Июн, 2014

Чăваш Ен - Раççейре 3-мĕш

Чăваш Енĕн «Уçă кăтартусем» порталĕ регионри уçă кăтартусен рейтингĕнче Раççейре - 3-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче вара 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Интернет-ресурс Раççей саккунĕсене, экспертсен тата унпа усă куракансен ыйтăвĕсене 92,6% тивĕçтерет.

17 Июн, 2014

Тăкаксем виçеллĕ пулччăр

Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юн кунхи ларăвне уçнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтерчĕ. Унта аталану тĕллевĕсемпе пĕрлех пиçиххине туртарах çыхмалли самантсене те палăртнă.

17 Июн, 2014

Аслă ăру хастарĕсем спортсăр пурăнаймаççĕ

Чăваш Еншĕн çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян. Профессионалсем çĕр-шыв чемпионачĕсенче, ял ĕçченĕсем çуллахи спорт вăййисенче, çамрăксем Атăлçи округĕн ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç.

17 Июн, 2014

Пĕррехинче, тулли уйăхлă каç

Вăл кун Якур Ямщиков Шупашкар районĕн çар комиссариатĕнче çĕр-шыв хÿтĕлевçин ретне тăма повестка илчĕ. Шупашкартан Ишлей ялне çити автобуспа килсен тăван Çĕньял Чурачăка татах виçĕ çухрăм утмалла унăн. Юпа уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те çут çанталăк çу ăшшипе сыв пуллашма васкамасть-ха. Çула май кам та пулин пĕрле утмĕ-ши тесе вун тăххăрти каччă енчен еннелле пăхкаларĕ, анчах никам та курăнмарĕ. Вунă минут пек кайсан хыçалта такам вĕттĕн-вĕттĕн таплаттарни ун хăлхине кĕчĕ. Вăрт çаврăнса пăхрĕ те пĕчĕк пÿ-силлĕ çамрăк хĕрарăма асăрхарĕ.

Страницы