Архив - 6 Июн, 2014

6 Июн, 2014

Нитрат мĕнпе сиенлĕ

Тĕрĕссипе, нитрат пур пахча çимĕçре, улма-çырлара пур - вĕсем ăна тăпраран илеççĕ. Каярахпа ÿсен-тăран çак азот хутăшĕсене белока куçарать. Тивĕçлĕ виçе таран чухне нитрат организмшăн сиенлĕ мар. Анчах та вăл нумай тăк, организма белок пек мар, таса виçепе кĕрет, çавна май организмра апат-çимĕç ирĕлнĕ чух вăл нитрита - азотлă кислота тăварне - куçать. Вăт шăпах вăл сывлăхшăн сиенлĕ.

Нитрит клеткăсен «сывлавне» пăсать, çавна май организмра япаласен ылмашăвĕ улшăнать, иммунитет вăйсăрланать.

6 Июн, 2014

Каникулта - кану та кулă!

Клоун, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем, хаваслă юрă-ташă, конкурс-вăйă, пылак çимĕç... Çак сăмахсен çыххи сире ача-пăча уявне куç умне кăларма хистерĕ-и? Эппин, сирĕн шухăшлавăр питĕ тĕрĕс аталаннă.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун пулнине пĕлетпĕр. Республикăн кашни кĕтесĕнчех çак праçнике хавхалануллă ирттерме тăрăшрĕç.

Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ Виктор Федоров та шăпăрлансем çинчен манмарĕ: уява халалласа ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерме тĕв турĕ. Çак пуçарăва пурнăçа кĕртме ăна А.Александров, А.Васильев предпринимательсем пулăшрĕç.

6 Июн, 2014

Шкул çулĕсем манăçмаççĕ

Вăхăт чылай иртнĕ пулин те пире шкулта ăс-тăн панă вĕрентекенсем пĕрин хыççăн тепри куç умне паян та тухаççĕ. Сăн ÿкерчĕксене алла тытсан вара ачалăха чунпа çĕнĕрен таврăнатăн...

6 Июн, 2014

Интернет ĕмĕрĕнче ачасемшĕн сисчĕвленмеллех

Шкул ÿсĕмĕнчи ачасемшĕн кĕтнĕ тапхăр - çуллахи каникул - çитрĕ. Савăк вăхăтăн лайăх енĕсемпе пĕрлех сисчĕвлентерекен ыйтăвĕ те пур çав: ашшĕ-амăшĕ яра куна ĕçре ирттернĕрен вĕсен пепки хăйĕнпе хăй ирĕклĕ. Пуриншĕн те паллă: хальхи саманара ача-пăча /шкул ÿсĕмне çитменнисенчен пуçласах/ пушă вăхăта компьютер умĕнче е алла планшетник тытса ирттерме кăмăллать. Телефон çинчен вара сăмах та çук - вăл паян садике çÿрекен шăпăрланшăн та "çывăх тус".

6 Июн, 2014

Çын телейне туртса илсен...

Зоя вăрахчен çывăрса каяймарĕ. Малтанах ĕмĕрлĕхех куçне хупнă ашшĕ тĕлленчĕ, унтан шухăшласа выртрĕ. Тĕлĕк мĕне пĕлтерет-ши? Çывăх çынни ăна мĕн каласшăн пулчĕ? Зоя çаплах нимĕн те ăнланаймарĕ... Çул çинче тĕл пулчĕç вĕсем. Зоя пĕчĕк арçын ачана çавăтса пырать пек. Ашшĕ çакна курса пăрăнса утрĕ çеç - арçын ача алăран вĕçĕренсе ун хыççăн чупрĕ.

 

Страницы