Комментировать

17 Июн, 2014

Аслă ăру хастарĕсем спортсăр пурăнаймаççĕ

Чăваш Еншĕн çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян. Профессионалсем çĕр-шыв чемпионачĕсенче, ял ĕçченĕсем çуллахи спорт вăййисенче, çамрăксем Атăлçи округĕн ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç. Уяв умĕн Чăваш Ен тĕп хули пĕлтерĕшлĕ тепĕр турнира - Раççей Федерацийĕнче пĕрремĕш хут иртекен пенсионерсен спартакиадине - йышăнчĕ.

Шупашкарти «Спартак» стадионта иртнĕ спорт уявĕ командăсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Раççейри 56 регион ветеранĕсемпе Беларуç, Таджикистан, Узбекистан, Серби пенсионерĕсем килсе çитнĕ пирĕн тăрăха. Вĕсен йышĕнче: завод-фабрикăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем, çамрăк ăрăва пĕлÿ тĕнчипе паллаштаракан профессорсемпе педагогсем, ĕçпе спорта шайлаштарса пынă ветерансем тата ыттисем. Чи сумлисем - 84 çулти Зоя Романовская /Липецк облаçĕ/ тата 86-ри Анатолий Корнилов /Тверь/. Крымпа Севастополь командисене уйрăмах хавхаланса кĕтсе илчĕç куракансем. «Эпир спортсăр пурăнаймастпăр. Пире вăй-хал, ăнăçу, çитĕнÿ парнелет, çĕнĕ утăмсем тума пулăшать», - пĕлтерчĕç аслă ăру хастарĕсем.

Спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата сумлă хăнасем - Федераци Канашĕн Социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитет ертÿçи, Раççей пенсионерсен союзĕн Тĕп правленийĕн президиумĕн председателĕ Валерий Рязанский тата РФ Спорт министерствин физкультурăпа спорт аталанăвĕн департаменчĕн директорĕ Марина Томилова - саламларĕç. «Спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă, илемлĕ те çирĕп сывлăхлă. Вăл ĕçре те тăрăшуллă, общество пурнăçĕнче те хастар. Спортсмен нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть, хăйĕн тĕллевĕсемпе ĕмĕчĕсене пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăя хурать, çĕнтерÿ патне талпăнать. Тупăшура та яланах чи пултарулли мала тухать. Чăваш Енре массăллă спорта аталантарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланать: çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ керменсем çĕкленеççĕ, вун-вун мероприяти иртет», - терĕ Михаил Васильевич.

Валерий Рязанскин сăмахĕсем ватă çынсен чун-чĕрине уйрăмах тыткăнларĕç пулĕ. «Эсир яланах пĕрремĕш пулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче те тăшмана хирĕç чи малтан тухнă, çерем уçма та хутшăннă, фабрика-завод та сирĕнсĕр ĕçлемен... Акă паян та эсир историллĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмран юлмарăр - пенсионерсен пĕрремĕш спартакиадине хутшăнатăр. Сире ватă тесе те калас килмест, мĕншĕн тесен эсир халĕ те стройра: общество ĕçĕнче пултарулăхпа палăратăр, мăнукăрсене ÿстерес енĕпе сатур, çав вăхăтрах чылайăшĕ спортпа туслă», - терĕ вăл.

Пĕрремĕш спартакиадăна ирттермешкĕн мĕншĕн Чăваш Республикине суйласа илнĕ-ха? «Сирĕн республика спортпа туслă регион, 2013 çулхи пĕтĕмлетÿпе наци премине тивĕçнĕ. Кунта массăллă тата ача-пăча спорчĕ вăйлă аталанать, çавăн пекех ветерансемпе сусăррисем валли те сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн услови çителĕклех», - пĕлтерчĕ РФ Спорт министерствин ĕçченĕ Марина Томилова.

Спартакиадăра 55-60 çулсенчен иртнĕ хĕрарăмсемпе арçынсем ишес, перес енĕпе, сĕтелçи теннис, çăмăл атлетика, шахмат турнирĕсенче тата эстафетăра вăй виçрĕç. Çавăн пекех вĕсем доминолла тата волейболла вылярĕç. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Кемĕр облаçĕн ветеранĕсем хăпарчĕç, кĕмĕл медале Пермь крайĕн пенсионерĕсем çĕнсе илчĕç. Чăваш Ен команди - виççĕмĕш вырăнта. Пирĕн ентешсене хутăш эстафетăра уйрăмах ăннă: пухмача «бронзăпа» пуянлатнă. РФ пенсионерсен пĕрремĕш спартакиадинче республика чысне 8 ветеран хÿтĕленĕ. Акă вĕсем: Шупашкарти Роза Алексеева, Фрида Кузнецова, Сергей Юрьев, Мария Ушенина, Анатолий Алексеев, Татьяна Богдашкина, Каçал тăрăхĕнчи Анатолий Давыдов, Йĕпреç районĕнчи Владимир Васильев. Пурте спартакиадăн республикăри тапхăрĕнче малти вырăнсене йышăннă, çĕр-шыв ăмăртăвĕнче те лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Андрей МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.